Елчĕкре пурăнакан 47 çулхи гражданина район прокуратури Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 156 статйинче пăхса хăварнă преступленишĕн айăплать.
А. çул çитмен хĕрне воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçламан, эрех ĕçнĕ хыççăн ăна час-часах килĕнчен хăваласа кăларса ярса психика тата мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕ. 2018 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче вăл, ÿсĕрскер, хĕрĕпе вăрçăнма пуçланă, харкашу вăхăтĕнче ăна тутинчен çапнă. Айăпçă айăпне йышăнман пулсан та патшалăх айăплавçи суда çителĕклĕ таран çирĕплетÿ тăратнă.
Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн А.-на 1 çулталăк та 6 уйăха ирĕк прависĕр хăварма йышăну кăларнă.
Приговор вăя кĕмен-ха
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.