Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

ЫЙТУ-ХУРАВ

Списокра 96 адвокат

Чăваш Енре кирек хăш адвокат та тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтерме пултарать-и?

Л.СЕМЕНОВА.

— Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, халăха тÿлевсĕр пулăшупа республикăри Адвокатсен палати ятарлă списока кĕртнĕ адвокатсем тивĕçтереççĕ. Асăннă списокра паянхи кун 96 адвокат шутра тăрать /вĕсен хушамачĕсемпе тата телефонсен номерĕсемпе Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин тата Адвокатсен палатин сайчĕсене кĕрсе паллашма е 8-352-64-20-72, 8-352-22-66-63 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать/. Адвокатсене тивекен шалăва республика бюджетĕнчен уйăраççĕ.

 

Пулăшу камсене тивĕçет?

Паянхи кун граждансен хăш категорийĕнчи çынсем тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ; Мĕнле документсем пулмалла çумра?

Д.ПЕТРОВ.

— Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи адвокат ĕçĕ-хĕлĕ тата адвокатура» çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн, адвокатсем халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр сийне кĕрекен çак категоринчи çынсене тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ: пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнри инвалидсене, Совет Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн Геройĕсене, Ĕç Геройĕсене, инвалид ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене, ют ачана усрава илнĕ граждансене, ваттисен çурчĕсенче хÿтлĕх тупнисене, психиатри пулăшăвĕ илекенсене, ĕçлеме пултарайманнисене, сахал тупăшлă граждансене, тавăç тăратакансене /алимент шыраса илессипе, тăрантарса усракана çухатнипе çыхăннă сиене саплаштарассипе, ĕçре сусăрланнипе е урăх сăлтавпа сывлăх хавшанипе çыхăннă ĕçсенче/, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, политика репрессийĕнчен сиен тÿснĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсене, пенсионерсене, правăна пăснăран çул çитменнисен ятарлă учрежденийĕсенче тăракансене тата ыттине те.

Право пулăшăвĕ илес текенсен çумра çак документсем пулмалла: паспорт е Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулнине ĕнентерекен урăх документ, çемье сахал тупăшлисен шутне кĕнине çирĕплетекен справка /ăна çемье пурăнакан вырăнти халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмра илмелле/. Çавăн пекех гражданин статусне палăртакан документсем — Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕн удостоверенийĕ, политика репрессийĕнче хур тÿснине ĕнентерекен справка, çул çитменнисем /е вĕсен интересĕсене хÿтĕлекенсем те кĕреççĕ кунта/ ятарлă учрежденинче тăнине çирĕплетекен справка кирлĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code