— Саккунпа килĕшÿллĕн, уяв умĕнхи ĕç кунĕ пĕр сехет кĕскерех. Енчен те çын 0,5 е 0,25 ставкăпа вăй хурать пулсан, çак йĕркепе усă курма пултарать-и?
Н.СЕМЕНОВА.
— РФ Ĕçлев кодексĕнче палăртнă тăрăх, уяв умĕнхи ĕç кунĕ е смени пĕр сехет кĕскелет. Ку йĕрке пур ĕçчене те пырса тивет.
Пĕр чарăнмасăр ĕçлекен организацисенче тата ĕçсен хăш-пĕр тĕсĕнче /вĕсенче смена вăхăтне чакарма май çук пулсан/ уяв умĕнхи кун палăртнинчен ытларах вăй хунă çынна канма хушма сехетсем памалла, е вăл килĕшсен, ятарлă нормăна тĕпе хурса хушса тÿлемелле. РФ Аслă Сучĕн 2006 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнчи ГКПИ 06-963 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ку çăмăллăх пур ĕçчене те пырса тивет, çав шутра кĕскетнĕ ĕç кунĕпе тăрăшакансене те.