Çĕнĕ Шупашкарти маршрутка хуçине вара ПАИ ĕçченне взятка сĕннĕшĕн явап тыттарнă.
Çакскер халăха турттарас йĕркене пăснăшăн ПАИ ĕçченĕсен куçĕ тĕлне пулнă. Административлă явап тытасран пăрăнас тĕллевпе 46 çулхи арçын пакунлине 1 пин тенкĕ сĕннĕ.
Йĕркене пăснă водитель тивĕçлипе явап тытĕ.