Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çав çулсем тухмĕç асран

Çав çулсем тухмĕç асран

Çамрăксен союзĕн ретне эпĕ хам çуралса ÿснĕ Хăвăлçырма шкулĕн 7-мĕш класĕнче кĕтĕм. Вăтам шкула Аслă Таяпара пĕтертĕм.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕнче вĕрентĕм. Унта вĕреннĕ чухне шкулта кăларакан «Искра» ятлă стена хаçачĕн редакторне суйларĕç. Ăна кашни уйăхрах кăларса тăнă. Шкулти комсомол комитечĕн членĕ пулнă. Районта иртекен ăмăртусене хастар хутшăннă. Патреккел каччи Петр Марков ăмăртусенче чи пултарулли тата хастарриччĕ. Каярахпа вăл нумай çул «Прогресс» колхозра тĕп бухгалтерта тăрăшрĕ. Йĕлтĕрпе чупассипе Куславккапа Вăрмар хушшинче эстафета иртрĕ, унта Петрпа пĕрле хутшăнма тÿр килчĕ пире. Асра юлмалла иртрĕ çак ăмăрту. Вăрмарта пĕр каç уйрăм çын патĕнче çĕр каçрăмăр. Комсомол организацийĕн секретарĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕ. Каçхине клубра çамрăксен каçне хутшăнтăмăр, пĕрле юрăсем шăрантартăмăр. Вĕренсе пĕтерсен бухгалтерта ĕçлеме пуçласанах Хăвăлçырмари колхозра комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç. Хăвăлçырмапа Кÿлпуç ялĕсенчи организацире активлă, ĕçре хастар çамрăксем тăратчĕç. Вăл вăхăтра комсомолăн тĕп задачи – çамрăксен тавра курăмне аталантарасси, комсомол историне вĕрентесси, производствăна активлă хутшăнтарасси пулнă. Комсомолецсен ĕçри кăтартăвĕсене, килти, çемйисенчи йĕркесене сăнасах тăнă. Пуçаруллă, анлă тавра курăмлă çамрăксене пурнăçра ÿссе аталанма пулăшса пынă, дисциплинăна пăсасран асăрханă.

Комсомол пурнăçĕнче ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартакан çамрăксем чылайччĕ. Ĕне ферминчи Евгения Маслова /Иванова/ зоотехник, Вячеслав Маслов ветсанитар, Елизавета Маслова /Краснова/ агроном, Герман Волков бухгалтер, Надежда Ловкина /Зайцева / пахча çимĕç бригадирĕ, Анатолий Павлов уй-хир бригадирĕ, Валерий Павлов шофер, Альбина Князева /Салабайкина/ библиотекарь, Лидия Казакова ĕне сăвакан, Валерий Журавлев комбайнер, Николай Осипов механик тата ыттисем активлăхпа палăрса тăратчĕç.

Колхозра комсомол организацийĕн пуçарăвĕсене парти организацийĕ, колхоз председателĕ Алексей Купташкин яланах хаваспа йышăнатчĕç. Акă, Хăвăлçырмари йывăçран тунă пысăк кĕпер ишĕлсе ансан, ун вырăнне тимĕр бетонран плотина тăвас пирки нумай вăй хутăмăр. Виçĕ хутчен субботник йĕркелесе çак ĕçе комсомолецсене, ялти çамрăксене, канма килнĕ студентсене явăçтартăмăр. Икĕ машина лартмалăх гараж тата 50 ĕне вырнаçмалăх икĕ вите турăмăр.

Кĕтне шывĕ хĕрринче улăх пурччĕ, унта кашни çулах пĕтĕм çамрăк, вăй питти çынсем курăк çулма хутшăннă. Çак ĕç уява каяссипе тан пулнă-тăр ял çыннишĕн. Ватти те, çамрăкки те хитре çи-пуç тăхăннă, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ.

ДОСААФăн пуçламăш организацийĕпе пĕрле пăшалтан перессипе, йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем ирттернĕ. Колхозра художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркелени, спектакльсем лартни те асрах. Хор кружокĕ ĕçлетчĕ.

1959 çулта мана Хăвăлçырма ял совет депутатне суйларĕç. Çак çулах кĕтмен çĕртен пысăк пăтăрмах пулчĕ. Хамăрăн тăван ывăлĕн хĕресне ашшĕ пулма ыйтсан эпĕ килĕшрĕм. Çакăн хыççăн «Капкăн» журналта ман пирки хĕресне ашшĕ пулнăшăн критиклесе «Турă чури» ятпа статья пичетленчĕ. Мана парти райкомĕн бюровĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç: çавах партин членĕн кандидатĕнчен кăлармарĕç, асăрхаттарса хăварчĕç. Шел пулин те, хĕресне ывăл та 3-4 уйăхран вилсе кайрĕ.

Колхоз председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра та çамрăксемпе çыхăну тачă пулнă. Комсомолецсем тăрăшнипех колхозра вокалпа инструмент ансамблĕ йĕркеленчĕ /музыка хатĕрĕсене, тумтирсене колхоз шутĕнчен туяннă/, каярах вăл республика шайĕнче те палăрчĕ. Спортра та хастарччĕ яшсемпе хĕрсем.

Комсомолта пулни тата организацине ертсе пыни манăн пурнăçра пысăк йĕр хăварчĕç: тавра курăма ÿстерме, çынсемпе хутшăнса ĕçлеме, ертсе пыма, лайăххине начарринчен уйăрма, ыттисен шухăш-кăмăлне шута илме вĕрентрĕ. Кунта пухăннă опыт кайран колхоза ертсе пынă чух та питĕ кирлĕ пулчĕ. Вăл вăхăтри комсомолецсем каярах яваплă вырăнсенче ĕçлерĕç. Н.Осипов механикран «Мир» колхоз председателĕ таран ÿсрĕ. Н.Пирогов малтан «Искра» колхоз председателĕнче, «Знамя» колхозра тĕп агрономра ĕçлерĕ. М.Пирогов район администрацийĕн планпа экономика пайне ертсе пычĕ, ял совет председателĕнче, «Знамя» колхозри 4-мĕш комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшрĕ. Ытти комсомолецсем пирки те ыррине çеç палăртмалла.

Комсомол мана та çул уçса пачĕ. Патăрьелĕнчи, Елчĕкри ял хуçалăх управленийĕсенче тĕп бухгалтерта, парти райкомĕн инструкторĕнче, 7 яла пĕрлештерсе тăнă «Знамя» колхоз председателĕнче, Перекет банкĕн Елчĕкри управляющийĕнче ĕçлерĕм, чылай наградăна, вăл шутра Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçрĕм.

Илья ЛЕВЫЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code