Граждансен патшалăх органĕсене паракан ыйтусене вырăнтах татса пама майсем туса парас тĕллевпе тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăнăвĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Елчĕк район çыннисемпе Чăваш Республикинчи федераллă тĕп инспектор Геннадий Семенович Федоров вырăна тухса йышăну йĕркелет.
Унпа пĕрлех унта район администрацийĕн пуçлăхĕпе район прокурорĕ хутшăнаççĕ.
Йышăнăва килес текенсен район администрацийĕнче 8 /83549/ 2-53-15 номерлĕ телефонпа е Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче /8352/ 62-22-33, 39-36-83 номерлĕ телефонсемпе çырăнма майсем пур.
Хăвăрпа пĕрле паспорт пулмалла. Çавăн пекех хăвăрăн ыйтăвăра татса памалли документсем çумра пулни вырăнлă.