Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Призыв пуçланать

Призыв пуçланать

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланать. Çавна май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтĕр тата кăçал çар службине тăрассинчен пăрăннă çамрăксем тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни гражданин тĕп тивĕçĕ шутланать. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовнăй майпа явап тыттараççĕ: 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма е 200 пин тенкĕ таран штрафлама, е 2 çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ. 2018 çул пуçланнăранпа асăннă статьяпа 1 уголовнăй ĕç пуçарнă. Салтак тивĕçне пурнăçласран пăрăнакансен шучĕ çулсерен чакса пынине палăртмалла. 2011 çулта Чăваш Енре ку енĕпе 38 çамрăка явап тыттарнă пулсан, 2017 çулта вĕсен шучĕ 8-па танлашнă.

Т.ПРЫГУНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code