Ачалăхри асра юлнă самантсем питĕ нумай. Анчах пиртен никам та пĕрремĕш хут шкула кайнине, парта хушшине ларнине, вулама, çырма, шутлама вĕреннине нихăçан та манаймасть. Тата пĕрремĕш вĕрентекене епле манайăн, вăл-çке пире пĕлÿ тĕнчине пирвайхи утăмсем тума хăнăхтараканĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕри – Светлана Михайловна Зайцева /хĕр чухнехи хушамачĕ Ягудина/.
Света Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 1967 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 4 пĕр тăванран вăл иккĕмĕшĕ пулнă. Ачалăхĕ те кунтах иртнĕ, ялти шкулта вĕреннĕ, лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынă. 1982 çулта, 8 класс пĕтернĕ хыççăн, ачаран ĕмĕтленнĕ тĕллевне пурнăçлас шухăшпа, Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. 1986 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет.
Яла таврăнсан, пĕр çуллахи ăшă каç, Кушкă ял каччипе паллашать. Маттур та яштака яш Светăн чĕрине тыткăнлать. Туслăх вара майĕпен юратăва куçать.
Вĕренÿ çулĕ пуçлансан çамрăк учительница направленипе Элĕк районне ĕçлеме каять, пуçламăш класс ачисене вĕрентме пуçлать. Пĕр-пĕриншĕн çунакан чĕресен çулăмĕ вăйлăрах ялкăшма тытăнать. Вара çамрăксем декабрь уйăхĕнче пĕрлешме калаçса татăлаççĕ. Çĕнĕ çул хыççăн туй кĕрлеттереççĕ.
Элĕк районĕнче пĕр çул вĕрентнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнать Светлана Михайловна. Энтепе шкулĕнче ĕçлеме пуçăнать. Вăл тăрăшса пĕрремĕш пĕлÿ панă ачасенчен 9-шĕ вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Кам пĕлмест пулĕ Чăваш телевиденийĕн журналистне Оксана Баскаковăна? Ăна та вăл вулама, çырма вĕрентнĕ. Светлана Михайловнăн тăрăшса ĕçленĕшĕн панă Хисеп хучĕсем нумай. Хастар чĕреллĕ вĕрентекен пĕлĕве ÿстерес шутпа 2012-2015 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче куçăмсăр майпа психолог-педагог специальноçне алла илет. Энтепери пуçламăш шкул хупăннă хыççăн, 2017 çултанпа Елчĕк шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ парать мал ĕмĕтлĕ педагог.
Мăшăрĕ Владимир та ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Колхоз уйĕнче çум çумланă, ĕççи пуçлансан лашапа арпа-улăм турттарнă. Салтака кайиччен Канашри ДОСААФра шофера вĕреннĕ. Вологда хулинче Тинĕс-çар авиацийĕнче службăра пулнă çулсенче те автомашина рульне алăран яман. 1982 çулта çартан таврăнсан, тепĕр уйăхранах Елчĕкри строительство организацине водителе ĕçлеме вырнаçать вăй питти çамрăк. Каярах «Победа» колхозра, «Кушкă» ЯХПКра тимлет. Чылай çул хушши шкулта газовик-операторта тăрăшать.
Светлана Михайловнăпа Владимир Николаевич 3 ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ 3 мăнукĕпе савăнаççĕ.
Света Кушкă кинĕ пулнăранпа 32 çул çитет. Çавна май Кушкă ялĕ уншăн тăван ял пекех. Таврари ялсенче пурăнакансем ăна пурте паллаççĕ, тĕл пулмассерен сывлăх сунмасăр иртмеççĕ. Хăй те вĕсене ăшă кулăпа хуравлать.
– Пуринчен те хакли вара – хам вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă ачасем манманни, уявсенче саламласах тăни мана çав тери савăнтарать, – савăнăç куççульне пытармасть Светлана Михайловна.
Ю.ГОРДЕЕВ.
Сăн ÿкерчĕкре: С.Зайцева.