Октябрĕн 17-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый хутшăннă ушкăн Аслă Елчĕк, Елчĕк ял тăрăхĕсен активĕпе, Аслă Елчĕк тата Патреккел шкулĕсен коллективĕсемпе тĕл пулнă. Чăваш Республикин ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина Курнавăш, Тăрăм ял тăрăхĕсенче пулнă, «Яльчикское» ДПМК» предприяти коллективне çитсе курнă. Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хÿтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская Кушкă шкулĕнче тата «Победа» ОООра, Республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пулнă. Ертÿçĕсем халăхпа курнăçнă май Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем – Чăваш Республикинче çул-йĕр хута ярассипе çыхăннă лару-тăру, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси, 2018-2019 çулсенчи кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче пушартан сыхланасси, грипп чирне хирĕç вакцинаци тăвасси çинчен тата ытти ыйту тавра калаçнă.
Пушар теми çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăнă тĕл пулусен вăхăтĕнче. Тăхăр уйăхри кăтартăва тишкерес пулсан, кăçал республикăра вут-çулăм алхаснă тĕслĕхсен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ытларах. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра 670, пĕлтĕр çак тапхăрта – 647 /3,6 процент нумайрах/ пушар пулнине регистрациленĕ. Пушарта вилекенсен тата суранланакансен йышĕ те иртнĕ çулхинчен пысăкрах. 50 çын пурнăçĕ татăлнă. Пирĕн района илес пулсан, 2018 çулхи 3 кварталта 13 /14/ пушар пулнă, «хĕрлĕ автан» алхаснипе 4, иртнĕ çул 2 çын пурнăçран уйрăлнă.
Пушартан асăрханмалли тата пушар вăхăтĕнче пурнăçламалли тивĕçĕсене пĕлет-и халăх? Елчĕкри пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев, пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин, Елчĕкри ВДПО уйрăмĕн ертÿçи Ольга Патшина граждансемпе тĕл пулнă чух шăпах çак ыйту çине пусăм тунă, халăха пушар хăрушсăрлăхĕн ансат правилисемпе паллаштарнă.
Грипп тата респираторлă вирус чирĕсенчен асăрханса вăхăтлă прививка тутарассипе çыхăннă ыйтăва та çивĕч хускатнă.
Ертÿçĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Е.ПЕТРОВА.
Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Шупашкартан килнĕ тата вырăнти ертÿçĕсем ял тăрăхĕсене каяс умĕн.