Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сăн-сăпачĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ»

«Сăн-сăпачĕпе те, кăмăлĕпе те илемлĕ»

– теççĕ тавар туянма пыракансем сăн ÿкерчĕкри Марина Орлова тата Татьяна Доброхотова сутуçăсем пирки.

Вĕсем Елчĕкри Юбилей урамĕнче вырнаçнă уйрăм предпринимательсен – Савиновсен куллен кирлĕ таварсемпе суту-илÿ тăвакан пысăк лавккинче вăй хураççĕ.

– Сутуçă профессийĕнче чи кирли – тавар туянаканăн кăмăлне, вăл ыйтнине туллин тивĕçтерме пĕлни. Ĕçри ăсталăхĕ ÿссе пынă май вĕсенче çак енсем те çирĕпленсех пыраççĕ, – тет Надежда Савинова директор. Сăмах май, вĕсем кунта виççĕн – пĕр-пĕрне улăштарса ĕçлеççĕ. Тепĕр сутуçи – Ирина Никифорова. Вăл та тÿрĕ кăмăллă, шанса панă тивĕçе юратса пурнăçлакан çын пулнипе палăрса тăрать.

…Иртнĕ ырă вăхăтра «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕн ача сачĕ пулнă çуртра виçĕ çул каялла Савиновсем уçнă çак лавккана кун тăршшĕнче çынсем йышлăн кĕрсе тухнине курма пулать. Пушă алăпа тухакан вара, чăннипех, сахал. Апат-çимĕç таварĕсемпе кил-çуртра куллен кирлĕ ытти япаласене çынсем нумай чухне ушкăнпа, ытларах туянаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта, ытти лавккасенчипе танлаштарсан, хаксем те самай йÿнĕрех. Суту-илÿ картишне çынсем çавăнпа ытларах çÿреççĕ пулĕ.

Уйрăм предпринимательсем юхăнма тытăннă çак объекта хăйсен аллине илнĕренпех ăна хăтлăх кÿрессипе тимлеççĕ. Малтан çи виттине улăштарнă, ăна çÿллĕлетсе ăсталанăран вăл аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Хальхи вăхăтра строительсем çĕнĕ йышши материалпа усă курса çуртăн тулаш енчи стенисене çĕнетеççĕ.

С.АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code