Раççейре çулсеренех тĕрлĕ сăлтавпа 1,5 миллион çынна юн яраççĕ.
Теприне юн паракан çын унăн пурнăçне çăлса хăварса пархатарлă ĕç пурнăçлать.
Октябрĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп больницăра «Донор кунĕ» иртнĕ – 56 çын пурĕ 25 литр ытла юн пама кăмăл тунă. Вĕсен хушшинче «Хисеплĕ донор» ята тивĕçнисем те пур. Çын пурнăçне çăлас тĕллевпе 45-мĕш хут юн панă Таяпа Энтри ялĕнчи Галина Краснова ырă ята тивĕç.
Ырă тăвакансен çулталăкĕнче донорсен йышне 6 çамрăк хушăннă.