– тет чăваш эстрада юрăçи Юрий Кашкăр.
Темиçе çул каялла районти Акатуя хăйĕн юррисемпе савăнтарма килнĕ Юрий Кашкăра çĕр ĕçченĕсен чи паллă уявне хаклама ыйтнăччĕ. Кĕске калаçурах вăл харсăр Елчĕк халăхĕ мухтавлă ĕçĕсемпе палăрнăшăн мăнаçланнине хăпартланса палăртрĕ. Çамрăк юрăç-композитор тăван ене, унăн çыннисене пысăка хурса хаклани чуна ăшăтрĕ ун чухне.
Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Акă, Юрий Кашкăр тăван яла пурăнма, ĕçлеме килнĕ текен хыпар районта çиçĕм çиçнĕ евĕр хăвăрт çиçсе илчĕ. Ара, питĕ ăшă хыпар вĕт. Апла пулсан Лаш Таяпа юрăç-композиторне вырăнти сценăсем çинче час-часах курăпăр. Чат ялтах пурăнакан пултаруллă юрăç-композиторсем пур-и-ха тата пирĕн? Пурччĕ-ха. Куç умне тухса тăчĕ тÿрех Николай Краснов. Ыттисене пит пĕлместĕп те.
Юрий Петухов Лаш Таяпари культура çурчĕн культорганизаторне ĕçлеме вырнаçнă. Хăйне майлă çĕнĕ варкăш илсе килчĕ вăл тăван кĕтесе. Ялта чылай çул «Тайпи» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать, халĕ тата Юрий Кашкăр концертпа килентерме, çамрăк талантсене хăй йĕри-тавра пухма пултарать. Пĕр сăмахпа, малашне тата хытă кĕрлесе тăрĕ Лаш Таяпа культура çурчĕ.
Юрă-кĕвĕ ăстипе кăçал темиçе хутчен те тĕл пулма тÿр килнĕ май çамрăкăн кун-çулĕпе те тĕплĕнрех кăсăклантăм. Пĕринче унăн концертĕнче киленсе ларма та май тупăнчĕ. Хăйне евĕрлĕ сассипе, чуна пырса тивекен юрăсемпе тыткăнлать вăл куракансене.
Юрий Петухов кăçалхи çурла уйăхĕнче 43-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Галина Семеновнăпа Валерий Ивановичăн çемйинчи тăваттăмĕш тĕпренчĕк вăл. Пиллĕкĕн пĕр çăвартан, туслăн ÿснĕ пĕртăвансем. Ялти шкулта 11 класс пĕтерсен Юрий Кÿкеçри профессипе техника училищине вĕренме кайнă. Строитель, водитель профессийĕсене алла илнĕ. Унтан каччă çар ретне тăнă. Калинин облаçĕнчи ракета çарне лекнĕ вăл. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласан тăван яла таврăннă. ГАЗ-53 автомашинăпа çулталăк ытла ĕçлесен Чĕмпĕр тăрăхне тухса кайнă. Водитель-экспедитор кил-çуртра, йăлара кирлĕ оборудованисем турттарнă. Куллен инçетри рейссене çÿренĕ. Мускав çулне те витĕр пĕлсе çитнĕ. Виçĕ çултан Шупашкара çул хывнă. Хăйне стройкăра тĕрĕсленĕ. Крановщикре виçĕ çул вăй хунă хыççăн пурнăçа мĕн ачаран юратнă ĕçĕпе çыхăнтарма шухăш тытнă. Пĕчĕккĕ чухне кĕтÿ кĕтнĕ вăхăтра Виталий пиччĕшĕ пек юрлама юратнă вăл. Гитара каланă. Сахалтан та виçĕ аккорд лайăх пĕлнĕ. Сăвăсем чĕрмеленĕ. Ыттисене кăтартса пăхман, тетрадь çине çырса пынă вĕсене.
Унăн пĕрремĕш юррисене ытларах Александр Ильин юрланă.
– 2005 çулта вара юрă-кĕвĕ тĕнчине пуçĕпех кĕрсе ÿкрĕм, – тет Юрий Валерьевич. – Пĕрремĕш утăмсем хавхалантарчĕç пулмалла. Халĕ эстрадăра эпĕ çĕнĕ ят мар пулĕ тетĕп.
Стройкăран пăрахсан «Апельсин каччисем» ушкăнпа туслашнă. Вĕсем унăн юррисене халăх умне кăларнă. Вăхăт шунă май хăй те сцена çине «ачисемпех» тухнă. Гастроль хыççăн гастроль… Кирек ăçта та çамрăк юрăç-композитора ăшшăн йышăннă. Малтанхи куракансем ăна «Шурă Кашкăр» юрăпа астуса юлнă. Урампа иртсе пынă чухне те: «Авă, кашкăрсем çинчен юрлаканни пырать», – тенине пĕрре мар илтнĕ. Çакă каярахпа Ю.Петухова Кашкăр ят илме хистенĕ те. Халĕ ăна çак хушма ятпа республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл пĕрре мар ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркеленĕ. Ялта ĕçлеме пуçланăранпа чылай ялсенчи концертсене пуянлатрĕ.
Сăвăç-композиторăн чи малтанхи юррисенчен пĕри – «Кайăк пулса вĕçсе каяс çук». Унтанпа 300 ытла юрă çырса кĕвĕленĕ вăл. Чылайăшне хăй юрлать. Çавăн пекех чăваш эстрадин паллă юрăçисем те юратса шăрантараççĕ. С.Павлов, А.Ильин, Л.Семенова, С.Яковлева, К.Евруков, Алексейпе Андрей Шадриковсем, П.Ермолаев тата ыттисем юрлакан «Сар кайăкпа çăхан», «Шăматкун каçхине», «Пуç кăшăлĕ», «Вăтăр çул», «Çынсем», «Тăвăл», «Эсĕ телейĕм ман», «Хăвна анчах эсĕ шан», «Тепĕр хут», «Кăмăл», «Лаш Таяпа» юрăсем чуна тыткăнлаççĕ. Сăмахĕсем чĕрене витерсе тарăн шухăша путараççĕ, кĕввисем анлă Атăл хумĕсем пек чуна сиплеççĕ. Унăн юррисемпе А.Думилин, Д.Антипов юрăçсем хит-парадра мала тухаççĕ. Пурнăç кукăр-макăрĕн сулăнчăкне те лекнĕрен автор кашни кунпа, самантпа киленме, савăнма пĕлни сисĕнет.
Юрий Валерьевич 14 çул каялла çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Надежда Николаевнăпа, икĕ ача çитĕнтереççĕ. Асли, Анна, ашшĕ пекех, музыкăна кăмăллать. Çак енĕпе ятарлă пĕлÿ илес тесе ĕмĕтленет. Матвей иккĕмĕш класа çÿрет.
Юрий Валерьевич тăван ялта хăтлă çурт çĕкленĕ.
– Чăваш ачин, ывăлăн, тĕп тивĕçĕ – атте-анне кил-çуртне упрасси, йăха малалла тăсасси. Анне пĕччен тăрса юлсан, ăна ачисен пулăшăвĕ кирлĕ пулнăран, тăван яла, аннене пăхма таврăнтăм. Тĕнчери мĕнпур пуянлăх вăл – анне! Пĕлетĕр-и ыйхă мĕнле тутлă тăван килте. Анне манăн утиял çĕрелле ÿкмен-ши тесе ăна килсе пăхни, çепĕççĕн кăна ăна витни – каласа памалла мар ырăлăх. Аннерен хаклă çын никам та çуккине халĕ тата та лайăхрах ăнланса илтĕм. Нихăçан çупкă та парса курман вĕт вăл пире, – тет вăл çĕкленÿллĕ кăмăлне пытармасăр.
Петуховсем юрă тĕнчинчен нихăçан та аякра тăман. Аппăшĕ те, Людмила, республикăра паллă юрăçă, музыка училищинче фольклор ушкăнне ертсе пырать. Пĕртăвансем пĕрле пуçтарăнсан пысăк та хăтлă кермен çурт илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамне путать. Юрий хальхи вăхăтра ятарлă музыка пĕлĕвне илес, инструментпа калас ăсталăха ÿстерес тĕллевпе Шупашкарти культура институтĕнче вĕренет. Кăçал дипломлă специалист пулса тăрать.
– Ялти культура çуртĕнче «Тайпи» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра чапа тухнă. Унта аслă ăру çыннисем çÿрени кирек камăн кăмăлне те çĕклет. Ялта тĕрлĕ енлĕ талантлă çамрăксем те йышлăн. Вĕсен чун-чĕрине çĕклекен мероприятисем йĕркелес ĕмĕтсем те пысăк, – тет Чăваш Енĕн паллă эстрада юрăçи, ялти культорганизатор.
Çунатлă ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăсталăхпа пултарулăх, ял çинчи хисепĕ, ăнтăлăвĕ пур Юрий Кашкăрăн. Мĕнпур ĕçĕ ăнăçтăр унăн.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Юрий Кашкăр.