Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене — право пулăшăвĕ

Ашшĕ-амăшĕсемпе ачисене — право пулăшăвĕ

 Чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче районта ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртрĕ.

Кĕçĕннисен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе Елчĕкри нумай функциллĕ центрти кунсультаци пунктĕнче кунти ĕçченсемпе пĕрле район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем, Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова, Андрей Воробьев адвокат, Руфина Воронцова нотариус, Елена Романова педагог-психолог калаçнă.

Елчĕк район администрацийĕн 8-мĕш тата 14-мĕш пỹлĕмĕсенче халăха Алена Арефьева, Ирина Алексеева специалистсем, район администрацийĕ çумĕнчи çула çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарĕ Любовь Александрова йышăннă.

Халăха ытларах ачасен вĕренĕвĕпе, аталанăвĕпе, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассипе, ирĕкĕсемпе прависене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.

Е.Петрова.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Алена Арефьевăпа Ирина Алексеева (сулахайран 3-мĕш тата 4-мĕш) халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code