Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 1095)

Эпир туслăхшăн, çураçулăхшăн

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ноябрĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта "Эпир пĕрле" митинг-концерт иртнĕ. Унта 11 пин ытла çын пуçтарăннă. Митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Вăл уява килнисене ăшшăн саламланă. "Чăваш Енре 128 наци çынни туслăн та килĕштерсе пурăнать. Чĕлхе, тĕн тата культура уйрăмлăхĕсене пăхмасăр, республикăра пурăнакансем пĕрлехи ĕçшĕн пĕр

Подробнее

Иртнипе пуласлăх çурчĕ уçăлнă

Шупашкарта ЧР патшалăх истори архивĕн çĕнĕ çурчĕ хута кайнă. Уяв хăйăвне касма федерацин архив агентствин ертỹçи Андрей Артизов, ЧР пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă. "Архив кун-çулĕнчи питĕ пысăк пулăм ку. Çĕнĕ çуртра документсене упрама

Подробнее

Чăваш Енре туристсене илĕртмелли чылай

Чăваш Ене федерацин туризм агентствин ертỹçи Олег Сафонов килсе кайнă. Вăл Шупашкарти туризм объекчĕсемпе паллашнă. Чи малтан Мускав хăни "Амазони" этнокомплекса çитсе курнă. Аса илтеретпĕр, 2013 çулта пирĕн республикăра "Этническая Чувашия" инвестици проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннă. Виçĕ çулта туризм объекчĕсене тумашкăн 3 миллиона яхăн тенкĕ тăкакланă. Олег Сафонова "Тухья" музейĕн проекчĕ

Подробнее

Паттăр ячĕпе — палăк

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче Оренбург хулинче Раççей Федерацийĕн Геройне - Александр Александрович Прохоренко аслă лейтенанта халалласа палăк уçнă. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçма Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи тулли праваллă представителĕ Михаил Бабич, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен харкам йышĕн ĕçĕсен тĕп управленийĕн начальникĕ Михаил Барышев полковник, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ

Подробнее

Фольклор фестивалĕнче

Тăван районăмăрăн 90 çулхи юбилейне халалланă "Елчĕк ен ывăл-хĕрĕсен юрри-ташши" фольклор фестивалĕ Тăрăмри культура çуртĕнче иртрĕ. Уяв "Искусство каçĕ" акципе пĕр килчĕ. Район шайĕнче фестивале унта йĕркелесе ирттерме сăлтавĕ те пур: кунта тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн культура çурчĕн пурлăхпа техника никĕсне тĕпрен пуянлатнă. Çĕнелнĕ культура çуртне уçнă ятпа пухăннисене район администрацийĕн культура

Подробнее

«Искусство каçĕнче»

Раççейре çулсеренех йĕркелекен "Искусство каçĕ" акци районта çỹллĕ шайра иртнĕ. Районти тĕп, ялсенчи библиотекăсенче тĕрлĕ викторинăсем, тĕл пулусем, куравсем йĕркеленĕ. Вулакансем "Искусство пĕрлештерет" девизпа иртнĕ каçран çĕннине нумай пĕлнĕ. Патреккел шкулĕнчи истори предметне вĕрентекен Г.Иванов Елчĕк вулаканĕсене халăх пĕрлĕхĕн уявĕн историйĕпе паллаштарнă. Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне килнĕ ачасем вара тĕрлĕ

Подробнее

Район юбилейне — пысăк çĕнтерỹпе

Ĕнер, чỹк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри сумлă уявĕнче Елчĕк районĕнчи çăкăр çитĕнтерекенсен ĕçне тивĕçлипе хаклани пурин чун-чĕрине те мăнаçлăх кỹме тивĕçлĕ. Чăннипех те çапла, мĕншĕн тесен районти аграрисем çитес кунсенче уявлама палăртакан районăн 90 çулхи сумлă юбилейне те

Подробнее

Депутат Чăваш Ен интересĕсене хỹтĕлет

Октябрĕн 31-мĕшĕнче районта ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулчĕ. Чи малтанах вăл Елчĕк район пуçлăхĕпе Ираида Васильевăпа тата район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, ытти ертỹçĕсемпе курса калаçрĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче район ертỹçисем килнĕ хăнана кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономикипе паллаштарчĕç. Унтан депутат Елчĕк ялĕнче "Ача

Подробнее

Акар йыттисен питомникне — 15 çул

Лаш Таяпари акар йыттисен питомникне Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, кỹршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи туристсем те тăтăшах килсе çỹреççĕ. Ют çĕршыв çыннисене те Лаш Таяпасен питомникĕ кăсăклантарать. Акар йыттисен питомникĕпе "Кашкăр йăви" хăна çуртне уçнăранпа 15 çул çитнине паллă тума Лаш

Подробнее

Эфирта — черетлĕ кăларăм

Ноябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннипе иртекен "Приложение силы" телепроектăн çĕнĕ кăларăмĕ эфира тухнă. Ăна ноябрĕн 6-мĕшĕнче 18 сехет те 30 минутра е 22 сехет те 30 минутра "Россия 24" каналпа тепĕр хут кăтартаççĕ. Хальхинче тĕп калаçу Чăваш Енри агропромышленность аталанăвĕ, ялти пурнăç пахалăхĕ çинчен.

Подробнее