Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 163)

Килĕшỹсем аталанăва çул парĕç

Республика ертỹлĕхĕн Санкт-Петербургри экономика форумĕнче регион аталанăвĕшĕн усăллă тĕл пулусем иртнĕ. Пĕтĕмпе форумра Чăваш Ен тĕрлĕ тытăмпа 13 килĕшỹ тунă - 20 миллиард тенкĕлĕх. Раççей машиностроительсен союзĕпе алă пуснă килĕшĕвĕн тĕллевĕ - республикăн машинăсем тăвакан комплексне тата ытларах аталантарасси. "Росконгресс" фондпа тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен тунă килĕшỹ вара Чăваш Ене

Подробнее

Сăваплă ĕçре

Кăçал районти медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне нихçанхинчен анлă паллă турĕç. Елчĕкри культура керменне паян çак сферăра ырми-канми вăй хуракан шурă халатлă тухтăрсемпе сестрасем, тирпейлỹçĕсем, сывлăх сыхлавĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вун-вун çын пуçтарăнчĕ. Пурте ăшă кулăллă, савăк кăмăллă пулни тỹрех курăнчĕ. Пухăннисем чи малтанах районти тĕп больницăра тĕрлĕ вырăнта вăй

Подробнее

Хастарлă, хыт утăмлă пулар

Çамрăксен кунне пирĕн çĕршывра 1958 çултан паллă тума тытăннă. Апла пулсан пирĕн аннесемпе аттесен, пиччесемпе аппасен уявĕ те пулнă вăл хăй вăхăтĕнче. Праçнике июнь уйăхĕн вĕçĕнче ирттерни ахальтен мар ĕнтĕ: шкул пĕтерекенсем экзаменсене панă, малашлăх çулĕсене планланă, вĕренекенсемпе ĕçлекенсен çу кунĕсемпе киленсе савăнма та, канма та вăхăт пур. Районти çамрăксем хăйсен уявне

Подробнее

Астăвăмпа хурлăх

кунне Елчĕксем те, пĕтĕм çĕршыври пекех, асра тытаççĕ. Шăп 81 çул каялла, июнĕн 22-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре фашист эшкерĕ пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ. Çак кунран пуçласа тăватă çула яхăн пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Хурлăхлă куна районти кашни ялтах асра тытаççĕ. Елчĕксем те "Шăплăх минучĕ" акцие хутшăнса Тĕп лапамри Паттăр салтак

Подробнее

Конкурсра çĕнтернĕ

Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пункчĕ Медицина ĕçченĕн кунне халалланă конкурсăн "Чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" номинацийĕнче çĕнтернĕ. ФАПра заведующи пулса Валентина Головина тăрăшать. Вăл сывлăх сыхлавĕн сферинче 37 çул ĕçлет, çав шутран 15 çул - ертỹçĕре. Валентина Петровна хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекен ĕçчен, халăха вăл эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та

Подробнее

Суйлав — сентябрĕн 11-мĕшĕнче

Июнĕн 20-мĕшĕнче Елчĕкри территори суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн суйлавне ирттерес ыйтăва пăхса тухнă, комисси йышăнăвĕпе суйлава 2022 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çавăн пекех ларура суйлава хатĕрленсе ирттермелли ĕçсен календарлă планне, Елчĕкри территори суйлав комиссийĕн суйлав кампанийĕ вăхăтĕнчи мероприятийĕсен планне (ĕç

Подробнее

Сенаж хываççĕ

"Победа" ОООри механизаторсем пĕтĕм вăйне сенаж хывас ĕçе панă. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен çак вăхăтчен вĕсем 3000 тонна ытла хатĕрленĕ, ĕне выльăха хĕл каçарма вара вăл 6000 тоннăран кая мар кирлĕ. - Сенаж пахалăхĕ ытти çулсенчи пекех лайăх пуласса шанатпăр. Мĕншĕн тесен нумай çул ỹсекен курăк папки çурăлма

Подробнее

Вырăнти пуçарупа

Ялсенче хальхи вăхăтра ĕç вĕресе тăрать. "Пуçаруллă бюджет" программăпа палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртес енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçлет халăх. Асăннă программăпа усă курса Аслă Елчĕкри Калинин урамĕнче ача-пăча площадкине вырнаçтарас ĕçе вĕçленĕ. Ăна хута яма тĕрлĕ çăлкуçран 462 пин тенкĕ тăкакланă. Вăйă комплексĕ, спорт хатĕрĕсем, тренажера лартнă лаптăк ачасен юратнă вырăнĕ пуласса

Подробнее

Инвалида — ĕç вырăнĕ

Федерацин "Раççей Федерацийĕнче сусăрсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" саккунăн 11-мĕш статйипе килĕшỹллĕн ĕç параканăн тивĕçĕсенчен пĕри çирĕплетнĕ квотăпа килĕшỹллĕн инвалида ĕçе вырнаçтарасси шутланать. 100 ытла çын ĕçлекен предприятире сусăрсене списокри ĕçченсен вăтам йышĕн 3 проценчĕ, 35 çынран кая мар тата 100 çынран ытла мар ĕçлекен предприяти валли сусăрсене списокри ĕçченсен вăтам

Подробнее

Тимлĕхре пулччăр

Каникул кунĕсене ачасемпе ашшĕ-амăшĕ çулсеренех тỹсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ. Пирĕн, аслисен, ăшă çу кунĕсем ачасемшĕн хаваслă та асра юлмалла, пăтăрмахсăр тата инкек-синкексĕр иртчĕр тесе тăрăшмалла. Чăваш Республикинче патшалăх çул-йĕр автоинспекцийĕ йĕркеленипе "Внимание - каникулы!" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Каникул вăхăтĕнче çул çитмен ачасем хутшăннипе пулакан аварисен йышĕ ỹснине тĕпе хурса йĕркеленĕ ăна. Тепĕр чухне кĕçĕннисем

Подробнее