Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 164)

Тĕрлĕ ыйтупа

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе июнĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ канашлури тĕп ыйтусем - районăн 2022 çулхи январь-май уйăхĕсенчи социаллă экономика аталанăвĕн тата бюджета тултарнин малтанхи кăтартăвĕсем, кăçалхи 2-мĕш çур çулта хаçат-журнал çырăнтарас ĕçе мĕнле йĕркелени çинчен - пулчĕç. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сỹтсе явма тытăниччен

Подробнее

Профессие чунтан парăннă

Медицина ĕçченĕн профессийĕ обществăра пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Авалхи Грецин паллă философĕ Сократ каланă тăрăх, судья, педагог тата медицина ĕçченĕ хевтине çỹлтен илеççĕ. Енчен те ахаль çын урăх çын пурнăçне çăлать пулсассăн, ăна паттăр пек чыслаççĕ, награда параççĕ. Медицина ĕçченĕшĕн вара çын пурнăçне çăласси кулленхи йывăр ĕç пулса тăрать. Тĕрлĕ шайри

Подробнее

Шăл тухтăрĕсем маттур

Нумаях пулмасть виçĕ хутчен Елчĕкри тĕп больницăри стоматологи уйрăмне каймалла пулчĕ. Уйрăма пырса кĕрсен тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пациентсене кĕтсе ларма та лайăх. Часах кабинета чĕнсе кĕртеççĕ. Ылтăн алăллă стоматологсем патĕнчен сипленсе тухнине те сисместĕн. Халĕ врачсем патне электронлă майпа çырăнма май пуррипе пушшех меллĕ. Районти шăл тухтăрĕсем пĕринчен тепри пысăк опытлă.

Подробнее

Çыравçăпа тĕл пулу иртрĕ

Нумаях пулмасть Шăмалак ялĕн хастар вулаканĕсем хальхи чăваш çыравçипе тата Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕпе Ольга Федоровăпа (Васильевăпа) ялти библиотекăра тĕл пулчĕç. "Шăмалакри тĕл пулу" ятлă уява шкул ачисем тата кĕнеке вулама юратакансем хутшăнчĕç. Чăваш çĕрĕ пултаруллă ывăл-хĕрĕпе пуян, çак ял та хăйĕн маттур çыннисемпе мухтанать. Тĕл пулăва Чăваш кĕнеке издательствин художникĕ,

Подробнее

«Единая Россия»

парти членĕсем гуманитари миссине аталантарассине мала хураççĕ. Донбаса тата ирĕке тухнă территорисене пулăшасси малта тăракан тĕллевсенчен пĕри. Парти пулăшăвĕпе ЛДНР инфратытăмне тата ирĕке кăларнă территорисене юсама стройматериалсем ярас ĕç вăй илнĕ. Пархатарлă ĕçе Раççей студенчĕсен отрячĕсене явăçтарĕç. РФ Патшалăх Думин çамрăксен политикипе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Михаил Киселев пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра

Подробнее

Елчĕк тăрăхне мăнаçлăх кỹчĕç: унăн ĕçчен çыннисем, тăванлăх, туслăх, юрату!

Хĕрỹ тапхăр - çур аки вĕçленнĕ хыççăн иртнĕ вырсарникун районта çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Хăнăхнă йăлапа шăп палăртнă вăхăтра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, ĕçре малта пыракан тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансем, халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕн хастарĕсем шăпăр кĕввипе тĕп сцена

Подробнее

Генерал — тăван шкулĕнче

Пурнăçне çарпа çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн районта. Вĕсенчен пĕри - Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра РФ Оборона министерствин Генеральнăй штабĕнче службăра тăракан Роберт Баранов генерал-майор. Çак кунсенче Роберт Петрович районта пулчĕ. Хăй вĕренсе пĕлỹ илнĕ Елчĕкри вăтам шкула та çитсе килчĕ вăл, кунта кадет класĕнче вĕренекенсемпе тата учительсен коллективĕпе

Подробнее

Ватлăха курни хăй телей

Тип Тимешри Александра Цыгановăпа ăнсăртран паллашма тỹр килчĕ. Ялти чи аслă хĕрарăмăн пурнăçĕпе кăсăкланса ун патне çитрĕмĕр. Пĕчĕк хапха алăкне уçса малалла иртрĕмĕр. Пире хирĕç арçын тухрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕн ывăлĕ иккен. Вăл тĕп килте амăшĕпе пĕрле пурăнать. Арçын эпир мĕн сăлтавпа килнине пĕлтерсен пỹрте йыхравларĕ. Александра Николаевна хăйĕн пỹлĕмĕнче "Елчĕк

Подробнее

Ыйту-хурав

- Терапевта киле чĕнсен вăл мĕн вăхăт хушшинче килмелле? - 2021 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă 323 №-лĕ Федераллă саккунăн 4 статйинче сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă тĕп шухăшсене çирĕплетнĕ. Çав шутра: граждансен сывлăх сыхлавĕнчи прависене тытса пырасси, çак правăсемпе çыхăннă патшалăх гарантийĕсемпе тивĕçтересси, медицина пулăшăвĕ панă чухне пациентсен интересĕсене мала хурасси, медицина пулăшăвĕн

Подробнее

Сирĕн хăрушсăрлăх — сирĕн алăра

Хальхи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн нормативлă докуменчĕсенче пурăнмалли вырăнсене тĕтĕмпе пушар тухнине пĕлтерекен автономлă хатĕрсем (извещательсем) вырнаçтармаллине çирĕплетнĕ. Çак хатĕр пỹлĕмре çулăм хыпса илнине тĕтĕм урлă палăртать. Вăл чăнах та питĕ паха прибор. Юлашки тăватă çулта республика территорийĕнче граждансен хăш-пĕр категорийĕсем пурăнакан 1516 вырăнта 2 пине яхăн çакăн пек хатĕр вырнаçтарнă. Юлашки

Подробнее