Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 204)

Чирлекенсем тата нумайланнă

Январĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра 48418 çын коронавируспа чирленĕ, 4179-шĕ вилнĕ, 42034-шĕ сывалнă. Раççейĕпе илсен те юлашки вăхăтра чирлекенсем нумайланнă. Раççейре омикрон штамм хăвăрт аталанать. Чăваш Енри лару-тăру та çăмăл мар. Пĕр талăкра 235 çын ковидпа чирленĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче республикăри больницăсенче коронавируспа чирленисене госпитализаци тăвасси 30 процент ÿснĕ. Амбулатори мелĕпе сипленесси

Подробнее

Паллă спортсменăн – юбилей

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен ентешĕсемпе чăннипех те мăнаçланаççĕ. Тĕрлĕ енĕпе чапа тухнă çынсем нумай кунта. Вăрăмхăвара çуралса ÿснĕ Николай Анисимов та /сăн ÿкерчĕкре/ районта кăна мар, республикăра ырă ятлă. Вăл спортра пысăк ÿсĕмсем тунипе палăрнă. 65 çулхи ентешĕмĕр çăмăл атлетикăн СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ

Подробнее

900 кун та 900 каç

Выçлăх, асап, сивĕ...Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕнче паллă йĕр хăварнă Ленинград хулин тата унта пурăннă çынсен паттăрлăхĕ халăх асĕнчен нихăçан та тухмасть. Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте те, хулинче хăйĕнче те пирĕн ентешсем те сахал мар пулнă. Вĕсем те çак йывăрлăхсене ыттисемпе пĕрлех чăтса ирттернĕ, хулашăн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă. Ленинград хулине тăшманран хÿтĕлеме

Подробнее

Ящур – каварлă чир

2021 çулхи декабрь уйăхĕнче Оренбург облаçĕнче, кăçал, акă, Казахстан Республикин территорийĕнче выльăхсем хăвăрт сарăлакан тата ерекен ящур чирĕпе чирлени çирĕпленни пурне те сисчĕвлентерет. Чăваш Республикинчи патшалăх ветеринари служби региона инфекцие килсе çитесрен асăрханса пур çынран та тимлĕхе ÿстерме ыйтать. Ящура пуçласа яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А, О, САТ-1, САТ-2,

Подробнее

«Контактсăр ултав»

Юлашки вăхăтра «контактсăр ултав» текен тĕслĕхсен шучĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пырать. Сăмах преступниксем çынсене курăнмасăрах, вĕсемпе тĕл пулмасăрах Интернет урлă, телефонпа шăнкăравласа, банк карттинчен укçа куçарма хистени е вăрлани, çапла майпа халăха улталани пирки пырать. 2021 çулта районта «контактсăр» мелпе улталассипе çыхăннă преступленисем 33,3 процент /6 тĕслĕхрен 8 таран/ ÿснĕ. Информаци

Подробнее

Курнавăшсем çурма финалта

«Россия – страна возможностей» Президент платформин «Флагманы образования. Школа» Пĕтĕм Раççейри ăсталăх конкурсĕн çурма финалĕ Чулхулари Лобачевский ячĕллĕ патшалăх университечĕн Наци тĕпчевĕн площадкинче иртнĕ. Ăмăртура Атăлçи округĕнчи 47 команда хутшăннă. Проекта вĕренÿ тытăмĕн малашлăхри ертÿçисене тупса палăртас тата хатĕрлес тĕллеве тĕпе хурса йĕркеленĕ. Раççейри 36758 педагог унта хутшăнма заявка тăратнă. Конкурс

Подробнее

«Хĕрÿ лини» ĕçлет

Январĕн 21-мĕшĕнчен Елчĕк район прокуратуринче нумай хваттерлĕ çуртсене çут çанталăк газĕпе чăрмавсăр тивĕçтерессипе, муниципалитет тата патшалăх пулăшăвĕсене парассипе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслес енĕпе «Хĕрÿ лини» ĕçлет. Енчен те маларах асăннă ыйтусемпе йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулсан 2-59-05 номерлĕ телефонпа тунтикунран пуçласа эрнекунччен 9-18 сехетсенче шăнкăравлама ыйтатпăр. А.КУДРЯШОВ, район прокурорĕ, юстици советникĕ.

Подробнее

Район пурнăçĕ

Кремль конвертĕнче – салам открытки Халăхра «Ырă çыннăн ĕмĕрĕ вăрăм», – тенине час-часах илтме пулать. Таяпа Энтринчи Николай Паллин, Кивĕ Арланкассинчи Елена Богданова иртнĕ кунсенче 90 çулхи юбилейĕсене кĕтсе илнĕ. Вĕсене вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем РФ Президенчĕн салам открыткисене вуласа панă, асăнмалăх парнесем парса чысланă. Сумлă ĕç ветеранĕсене ачисемпе тăванĕсен, ял çыннисен саламĕсем

Подробнее

Ветерана чысланă

Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Петр Григорьевич Михайлов çак кунсенче 9 теçетке çула çитнине паллă турĕ. Çак ятпа ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, ял старости Валерий Яковлев, ял тăрăхĕн депутачĕсен пухăвĕн председателĕ Леонид Князев, культура ĕçченĕсем ăшшăн саламларĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам телеграммипе тата асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕç. Юбилей

Подробнее

Çурт тăрринчи пăр – хăрушă!

Çанталăк тăтăшах улшăнса тăнипе çурт тăррисенчен юр-пăр ÿкес хăрушлăх ÿсет. Иртсе çÿрекенсене амантма та пултарать. Çавăнпа та çакнашкал хăрушлăха сирес тĕллевпе предприяти-организаци тата икĕ-виçĕ хутлă çуртсен тăррисенчен юра вăхăтра тасатмалла. Çурт таврашне хăюпа карса тухмалла. Ашшĕ-амăшĕн ачисене хăрушсăрлăх пирки аса илтерсех тăмалла. Çурт тăррисемпе карниссем айĕнче выляма юраманнине пĕлтермелле. Çуртсен çывăхне тата

Подробнее