Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 218)

Ĕмĕр-ĕмĕртен упранакан пуянлăх

Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ уяв – Чăваш тĕррин-эрешĕн кунне пуçарса янине ăста алăллă ял хĕрарăмĕсем уйрăмах ăшшăн йышăнчĕç. Тĕрĕ сăмаха аса илсенех куç умне илемлĕх тухса тăрать. Тĕрĕ тĕнчи питĕ те пуян. Кашни халăхăнах юратнă тĕрри пур. Пирĕн те çаплах. Ахальтен мар ĕлĕкхи чăвашсемех эпир çĕр

Подробнее

Чирлекенсем çав-çавах нумай

Коронавирус тĕлĕшĕнчи лару-тăру районта çав-çавах çивĕч. Юнкун пулса иртнĕ республикăри оперштабăн ĕçлĕ ушкăнĕн ларăвĕнче сÿтсе явнинчен те çакна уçăмлăн пĕлме пулчĕ. Ĕçлĕ калаçăва ертсе пынă ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Елчĕк районĕнче хăрушă чирпе чирлекенсен, çав шутра вилекен çынсен хисепĕ те пысăк пулни, çав вăхăтрах вакцинаци тăвасси палăртнă шайра пулманни

Подробнее

Ĕне выльăх алла пăхать

Хĕл тапхăрĕнче выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри продукци туса илесси вĕсене мĕнле тăрантарнинчен, паллах, çакăн валли мĕнле условисем йĕркелесе панинчен те нумай килет. Лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашас шутпа районти ветеринари службин специалисчĕсемпе пĕрле хальхи вăхăтра тăтăшах ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен выльăх-чĕрлĕх фермисенче пулса куратпăр. Малтанласа «Победа» ОООпа Ленин ячĕллĕ, «Рассвет», «Сатурн» ЯХПКсемпе

Подробнее

Тÿлевсĕр экскурси

Амăшĕн кунĕнче Шупашкарти Музейпе туризм центрĕ тата Чăваш наци музейĕ парне хатĕрлесшĕн. Эпидеми лару-тăрăвĕ йĕркеллех пулсан Хĕрлĕ тÿремре тата Чăваш наци музейĕнчи «Вологда чĕнтерĕсем» курав залĕнче экскурси иртмелле. Унта хутшăнас текен амăшĕсен паспортра ачасем пуррине кăтартакан паллă пулмалла. Çавăн пекех коронавирусран вакцинациленнине ĕнентерекен сертификата е çак кунсенче ковидпа чирлеменнине çирĕплетекен ПЦР-теста

Подробнее

Хĕл каçарма

Чи кирли – уй-хирти кĕркуннехи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх техникине хĕл каçарма тĕрĕс вырнаçтарса лартасси. Çакă техникăн ĕмĕрне нумай çуллăха тăсма май парать. «Сатурн», «Комбайн», «Рассвет», «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе «Яманчурино», «Победа», «Клевер», «Эмметево» ОООсенче тата «Прогресс» АХОра тыр-пул пухса кĕртекен комбайнсене хĕл каçма ятарлă ангарсене вырнаçтарса лартнă ĕнтĕ. Тĕрĕслев

Подробнее

Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

Федераци шайĕнче йышăнакан тĕрлĕрен наци проекчĕсем Чăваш Енре анлăн ĕçе кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри – ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи. Унпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕнче те сахал мар ĕç пурнăçланать. Юлашки вăхăтри строительство объектĕнчи, Елчĕкри пушар чаçĕ вырнаçнă çурт çывăхĕнчен – Октябрь урамĕнчен пуçласа Мир урамне илсе çитерекен, çынсем

Подробнее

Район тĕслĕхĕ – кăтартуллă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура спорт министрĕ Василий Петров футбол уйĕсем тăвас ĕçпе паллаштарнă. Кăçал республикăра 11 футбол площадки тунă. Вĕсенчен саккăрăшĕ – районсенче. Министр шучĕпе, спортри пысăк çитĕнÿсемпе шăпах ял çамрăкĕсем тĕслĕх кăтартаççĕ, çавна май футбол уйĕсене ытларах районсенче туни вырăнлă. Вĕсемпе тухăçлă усă курни пысăк пĕлтерĕшлине,

Подробнее

Электронлă майпа меллĕ

Раççей Федерацийĕн патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă Чăваш Енре пурăнакансем паян тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пултараççĕ. Электрон мелĕпе усă курас тесен чи малтанах пĕрлехи портал ?www.gosuslugi.ru/ урлă заявлени çырса регистрациленмелле. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе усă курса Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне, ют çĕршыв паспортне илме, улăштарма, регистраци учетне тăма тата

Подробнее

Террористсем тата экстремистсем

Камсем вĕсем? Мĕнле тĕллеве мала хураççĕ? Экстремистла тата терроризмла ушкăнсем тÿрĕ çыхăнура пулни куç кĕрет. Пусмăрлăх тата сехĕрлентерÿ çинче никĕсленеççĕ вĕсем. Ислам радикалисчĕсем хăйсен ĕç-хĕлне коранпа çыхăнтараççĕ. Анчах корана араб чĕлхипе çырнă, радикаллă кашни юхăм ăна хăйне кирлĕ пек куçарать, ыттисене корана çапла çырнă тесе ĕнентерет. Чăн ислам йĕркине пăсса вĕсем

Подробнее

Сывлăха упрар

Коронавирус никама та хĕрхенмест. Маларах унпа аслă çулхисем час-час чирлетчĕç пулсан, халĕ вара вăл çамрăксене те çулăхать. Паянхи кун коронавирусран упранмалли пĕртен-пĕр мел – вакцинаци тутарни. Çакна шута илсе эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех прививка тутартăм, ялти староста пулнă май ял çыннисене те çапла тума чĕнсех калатăп. Медицина ĕçченĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вакцина тутарнисем

Подробнее