Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 219)

«Пысăк тăхтав» финалисчĕ

Хусанти Универсиада ялĕнче Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» конкурсăн çурма финалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 74 шкул ачи тупăшнă. Проект тăршшĕпех вĕренекенсем ертсе пыракан спикерсен лекцийĕсене итленĕ, тренингсене хутшăннă, çурма финалта хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Конкурс тапхăрне пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Ксения Королева пултаруллисен йышне кĕнĕ, ăна дипломпа чысланă. Сăн ÿкерчĕкре: К.Королева.

Подробнее

Пĕтĕм тĕнче шайĕнче палăрнă

Халăх пĕрлĕхĕн уявне халалланă «Эпир пĕрле» наци культурипе йăли-йĕркин Пĕтĕм тĕнчери нумай жанрлă дистанци конкурсĕ иртнĕ. Унта Елчĕкри искусство шкулĕнчи ташăçăсем /А.Архипова, В.Агеева, А.Айметова, В.Мисякова, Е.Васильева, Е.Молодова, Е.Яковлева, М.Скворцова/ хутшăннă. Хăйсен пултарулăхне кăтартса хореографи искусствин вĕренекенĕсем I степень лауреат пулса тăнă. Пултаруллă хĕр ачасене диплом, вĕсен преподавательне С.Карамаликовăна Тав çырăвĕ парса

Подробнее

Уявран – 5 Дипломпа!

Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕ, календарьпе килĕшÿллĕн, юпа уйăхĕн иккĕмĕш вырсарникунĕпе пĕр килет. Çакна асра тытса ăна федераци шайĕнче чылай маларах йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш хресченĕ вара уй-хирте кĕркуннехи юлашки ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн тин кĕрекене ларать. Çакă унăн тахçантанпах çирĕпленнĕ йăли. Унсăрăн хавшак чун-чĕреллĕ ял çынни канăç

Подробнее

Професси кунне паллă тунă

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче Право хуралĕн органĕсенче тăрăшакансем хăйсен професси уявне – Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунне паллă тунă. Районти полици пайĕнче паянхи кун уголовлă шырав, следствипе дознани, экономика преступленийĕсемпе, çул çитменнисемпе ĕçлекен, участоксенчи уполномоченнăйсен, дежурство уйрăмĕсем ĕçлеççĕ, пурĕ 29 сотрудник тăрăшать. Полици сотрудникĕсем шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ, районти йĕркелĕхпе саккунлăха, граждансен

Подробнее

Водительте – 40 çул

Петр Федорович Петрушкин Елчĕкри тĕп больницăра 1980 çултанпа водительте тăрăшать. Ĕç кĕнекинче 40 çул ытла стаж пухнăскер шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, чирлисене пулăшас тĕллевпе васкавлă пулăшу машини çине те час-час ларать вăл. Коллективра тата ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ ĕçчен çул çинче яланах тимлĕ. Пысăк ăсталăхĕшĕн тата чылай çул тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн

Подробнее

Кĕр мăнтăрĕпе ярмăрккăра пулса курар-и?

Ыран – чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп пасар çывăхĕнче – «Охота», «Рыбалка», «Спорт» лавкка вырнаçнă айлăм вырăнта ял хуçалăх таварĕсемпе суту-илÿ тăвакан ярмăрккă иртет. Кунта ытти çулсенчи пекех районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсене сутаççĕ. Пурне те ял

Подробнее

Çĕнĕ стадион – пысăк парне

Çак кунсенче Елчĕк шкулĕ çумĕнче хута кайнă стадион-площадка район центрĕнчи ачасемшĕн анчах мар, ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те пысăк парне пулчĕ. Унта футбол уйĕнче пÿске чуптарма та, хоккейла выляма та, тренажерсемпе ÿт-пĕве тĕреклетме те, ăмăртусем ирттерме те питĕ меллĕ. 2020 çулта тума пуçланă стадион-площадка теми маларах питĕ çивĕччисен шутĕнчеччĕ. Малтан строительство

Подробнее

Ĕç тума сывлăх кирлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май, Леонард Васильевич малтан пĕлтерĕшлĕ тата асра юлма тивĕçлĕ пулăм пирки чарăнса тăчĕ: АПК ĕçченĕсен республикăри уявĕнчен пирĕн район делегацийĕ сумлă наградăсемпе таврăннă. Пĕр чыславра харăс 5 Диплома тивĕçни сайра

Подробнее

Хастар çамрăк çар ретне тăрать

Çамрăксем çĕршывшăн, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хутшăнса хастарлăх кăтартни савăнтарать. Кушкă ялĕнчи Игорь Тихонов кăçал августра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх тата октябрь-ноябрь уйăхĕсенче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнчĕ, шаннă тивĕçе тĕплĕн пурнăçласа ĕçре хăйне ырă енчен анчах кăтартрĕ. 22 çулхи йĕкĕт çак кунсенче Раççей хĕç-пăшалĕн вăйĕсен ретне тăрать. Эпир ăна такăр

Подробнее