Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 251)

Пысăк шанăçпа

Районти ЗАГС пайĕнче иртнĕ уявра çамрăк мăшăрсене чысланă. Унта виçшер ачаллă – Елчĕкри Викторпа Татьяна Агеевсене, Акчелĕнчи Владимирпа Наталья Владимировсене, Ĕнелĕнчи Сергейпе Елизавета Немцевсене нумай ачаллă çемьен удостоверенине панă. Хĕрлĕçырти Николайпа Светлана Капитоновсем вара çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернин сертификатне илнĕ. Малашлăха пысăк шанăçпа пăхакан çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, вĕсем чăннипех

Подробнее

Предпринимательсемпе – тĕл пулу

Иртнĕ эрнере районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ /«Манăн бизнес» форум/ иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Денис Спирин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков, «Манăн бизнес» центр представителĕсем – Николай Кузьмин, Александр Быченков, Андрей Игнатьев, Пĕтĕм тĕнчери «Опора России» пĕчĕк

Подробнее

Типĕ курăка ан çунтарăр!

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç. Леонард Левый малтанах Елчĕк районĕ 2020 çулхи пĕтĕмлетÿпе ĕç сыхлавĕ енĕпе йĕркеленĕ республикăри смотр-конкурсра çĕнтерсе I степень Диплома тивĕçнине, унта райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн экологĕн Эльвира Молоствован тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ. Канашлу малалла

Подробнее

«Условник» операци

Майăн 17-21-мĕшĕсенче районта «Условник» операци иртнĕ. Операци вăхăтĕнче Елчĕк районĕнчи полици пайĕн, Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан управленин уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Патăрьелĕнчи инспекцин районти сотрудникĕсем условнăй майпа айăпланнă граждансен /26-ăн вĕсем/ килĕсенче пулнă, айăпçăсен пурнăç условийĕсемпе паллашнă.

Подробнее

Ултавран сыхланăр!

Преступниксем халăха улталамалли тĕрлĕ мел шухăшласа кăлараççĕ. Юлашки вăхăтра çын укçи-тенкипе пуяс текен ултавçăсем Viber тата WhatsApp тытăмсене, тĕрлĕ сайтри страницăсене лотерея выляса илни тата ыйтусем çине хуравласан укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май пурри пирки пĕлтерекен ссылкăсем ярса параççĕ. Ыйтусем çине хуравласа пынă май малтанлăха кăштах укçа-тенкĕ куçараççĕ-ха вĕсем, кайран çыхăнăва татаççĕ.

Подробнее

Кăтартусем…

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче кăçалхи 4 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Тÿрех палăртар: хĕпĕртемелли çукрах. Асăннă тапхăрта районта 25 /пĕлтĕр – 26/ пепке çут тĕнчене килнĕ. Икĕ çемьере 1-мĕш, çиччĕшĕнче – 2-мĕш, вун виççĕшĕнче – 3-мĕш, иккĕшĕнче – 4-мĕш, пĕринче 6-мĕш ача регистрациленĕ. Çĕре кĕнисен шучĕ – 126 /105/. Тăватă уйăхра 3 /5/

Подробнее

Пурнăç тĕрекĕ

Çемье кунне кашни çулах сумлăн кĕтсе илсе уявлатпăр, мĕншĕн тесен унăн çирĕплĕхĕнчен район, республика, çĕршыв малашлăхĕ килет. Аслă Пăла Тимешри вулавăш ертÿçипе Надежда Викторовăпа ялти ветерансен канашĕн председателĕ Зинаида Портнова уяв кунĕ 55 çул пĕрле килĕштерсе те тату пурăнакан ялти хисеплĕ те сумлă çемьесенче пулса вĕсене саламланă. Виталий Александровичпа Зинаида Васильевна Александровсем,

Подробнее

Яла аталантарма – хушма укçа

РФ Президенчĕ Владимир Путин «Единая Россия» парти яла аталантарма 6 миллиард тенкĕ укçа уйăрма сĕнÿпе тухнине ырласа йышăннă. Çак укçа-тенке ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртме, çĕнĕ инфраструктура объекчĕсене ĕçе кĕртме тата ял ипотеки валли усă курмалла. Парти пуçарăвĕ пирки партин дума фракцийĕн ертÿçи Сергей Неверов Министрсен Кабинечĕ Патшалăх Думинче кашни çул тăвакан

Подробнее

Спорт тумĕ туянма

Федерацин «Спорт – пурнăç норми» наци проектне пурнăçа кĕртме кăçал Чăваш Ене 6,2 млн тенкĕ уйăрĕç. Ăна Раççей Федерацийĕ ыйтакан стандартсене тивĕçтерессишĕн спортăн тĕп тĕсĕсене аталантарма ярĕç. Çав шутран 6,127 млн тенки – çĕршыв бюджетĕнчен куçарма шантарни. Паян тĕп тĕссен шутне велоспорт, çăмăл атлетика, кĕрешÿ, спорт гимнастики, ухăран пересси, йывăр атлетика,

Подробнее

Çулла тимлĕхе ÿстерер

Ачасем инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи – пурнăçран уйрăлни – калама çук пысăк инкек. Çакăн евĕр синкерсем ан пулччăр тесен пирĕн, аслисен, питĕ тимлĕ пулмалла, ывăл-хĕрсене мĕн пĕчĕкрен хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтармалла. Çулталăкăн ăшă тапхăрĕсенче пулакан пысăк инкексенчен пĕри – ачасем чÿречерен тухса ÿкни. Кăçалхи май уйăхĕнчи кану кунĕсенче

Подробнее