Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 257)

«Красная гвоздика» — помощь ветеранам

С 27 апреля по 22 июня жители России вновь смогут присоединиться к масштабной всероссийской акции помощи ветеранам Великой Отечественной войны «Красная гвоздика». Знакомый миллионам россиян бумажный и металлический значок будет представлен в сетевых магазинах, на интернет-ресурсах, а также его будут раздавать волонтеры – акция охватит 75 регионов нашей страны. В Чебоксарах

Подробнее

Хăюллисен профессийĕ

Пушарнăйсен профессине йывăрлăхран хăраман хăюллă та паттăр çынсем суйласа илеççĕ. Кашни пушар сÿнтермессерен хăйсен пурнăçне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкернине вĕсем çирĕп туяççĕ. Кăçал апрель уйăхĕнче районта пушар хурал организацине туса хунăранпа 60 çул çитрĕ. Çак уява районти пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем анлăн паллă турĕç. Пушар хурал кунĕ умĕн эпир Елчĕкри

Подробнее

Улатăртан Шупашкар таран

Чăваш Енре экологи субботникĕсем иртрĕç Апрелĕн 23-24-мĕшĕсенче республикăри хуласемпе ялсенче пурăнакансем урамсене, парксемпе скверсене, картишсене çÿп-çапран тасатрĕç. Экологи акцийĕсене йĕркелекенсем – Чăваш Республикин Строительство министерстви тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕ. Вĕсене чылай предприяти, волонтерсем, общество ĕçĕн хастарĕсем, вузсемпе колледжсен студенчĕсем пулăшрĕç. – Эпир акцие ырласа йышăнтăмăр, территорисене хĕл каçиччен пухăннă

Подробнее

Богдановсен ырă пуçарăвĕ

Пĕтĕм тĕнчери «Асăну сачĕ» акцире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса тата «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхлар» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра çĕршывĕпех йывăç-тĕм лартасси анлăн сарăлнă. Пархатарлă ĕçрен Елчĕксем те айккинче тăрса юлмаççех. Ентешсен пуçарăвĕпе – Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр тăван Богдановсем – Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн

Подробнее

Тăрăшса ĕçлекене – ят-сум

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн 2021 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче йышăннă 76-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 2021 çулта районти Хисеп хăми çине çак çынсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма йышăннă: Надежда Алексеевна АФАНАСЬЕВА, районти тĕп больницăри участокри педиатр тухтăр; Надежда Васильевна АФАНАСЬЕВА,

Подробнее

Пăла тăрăхĕн сумлă ывăлĕ

КĔСКЕ СПРАВКА Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçлĕ пулнă Гурий Иванович Федоров – районта, республикăра малта пыракан «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ. 1994 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ хуçалăха пĕр улшăнмасăр 26 çул ертсе пырать. Гурий Федоров 1961

Подробнее

Кĕтнĕ уяв

Çуркунне – чĕрĕлÿ тапхăрĕ. Çулсеренех вăл пире çĕнĕ вăй, çĕнĕ шанчăк илсе килессе кĕтетпĕр. Майăн 1-мĕшĕнчи уяв вара ĕç çыннин пĕрлĕхне кăтартать. Историрен çакă паллă. Маларах Раççейре майăн 1-мĕшне уявласси çирĕп йăлара пулман, вăл ют çĕршывсенчен килнĕ уяв. Хĕл тапхăрĕ хыççăн канас тесе ял çыннисем уй-хир ĕçĕсенчен пушансан каçсерен мĕн пур

Подробнее

Мал ĕмĕтлĕ

Хăйсен чун киленĕç ĕçне тупса йăпанакансем телейлĕ çынсем. Анатри Тимеш ялĕнче пурăнакан Сергей Петров фермера вĕсен шутне кĕртес килет. 52 çул каялла йышлă ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ вăл. Ултă ачаран 5-мĕш пулнă. Ашшĕ – Софрон Петрович – техникăна юратнипе палăрса тăнă. Вăл тăван хуçалăхра чылай çул трактористра, кайран тимĕрçĕре тăрăшнă.

Подробнее

«Георгий хăйăвĕ» акци

Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Георгий хăйăвĕ» акцие районта çулсерен активлă хутшăнаççĕ. Акци вăхăтĕнче Георги хăйăвне валеçни – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тав тунине палăртакан ырă меслет. Çавăн пекех пĕрлĕхлĕхĕн тата ыркăмăллăхăн палли шутланать вăл. Çак тапхăрта волонтерсем ветерансем тата тыл ĕçченĕсем патне çитеççĕ, хăйăва урамсенче салатаççĕ.

Подробнее

Санавиаци пулăшать

Вертолет пациенткăна Чăваш Республикин кардиологи диспансерĕнчен Раççейри Б.Петровский академик ячĕллĕ ăслăлăх центрне илсе çитернĕ. Васкавлă пулăшу транспорчĕ республика тулашĕнчи пĕрремĕш рейсне «Шупашкар – Мускав» маршрутпа хывнă. Чирлĕ хĕрарăма пĕр кун маларах Çĕмĕрлерен кардиодиспансера çав вертолетпах илсе килнĕ. Ăна вилĕмрен çăлассишĕн медиксен бригади пĕр талăк кĕрешнĕ. Иккĕмĕш кунхине телемедицина майĕпе федераци клиникин

Подробнее