Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 258)

«Цифра диктанчĕ» акци

Чăваш Енре пурăнакансене Цифра диктанчĕ çырма йыхравлаççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Цифра диктанчĕ» акци апрелĕн 9-24-мĕшĕсенче иртет. Ăна мĕншĕн йĕркелеççĕ-ха; Çынсем компьютера мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме, халăха хальхи вăхăтри технологисемпе сервиссем çинчен çĕннине пĕлтерме, социаллă сетьсемпе йăнăшмасăр усă курма хăнăхтарма... Диктант çырмашкăн 7 çултан аслăраххисем регистрациленме пултараççĕ.

Подробнее

Çурхи призыв пуçланнă

Апрель уйăхĕнчен пуçласа июль уйăхĕн çурриччен 134 пин те 650 çамрăк салтак аттине тăхăнĕ. Генштабра палăртнă тăрăх, хальхи призыва та пĕлтĕрхи пекех санитарипе эпидемиологин ятарлă мерисене пăхăнса йĕркелĕç. Çара ăсатиччен яш коронавируспа чирленипе чирлеменнине тĕрĕслĕç. Инфекци пуррисене сиплеме ярĕç. Хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăнисене «Спутник-V» вакцинăпа прививка тăвĕç.

Подробнее

Вĕри апат çиеççĕ

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи 1-4 классенче 595 ача пĕлÿ пухать. Пуçламăш классенче вĕренекенсем пурте тÿлевсĕр вĕри апат çиеççĕ. Çак тĕллевпе патшалăх 2629 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă май чи малтанах кĕçĕн классенче вĕренекенсене вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ.

Подробнее

Кунĕ паллă

Раççей Çутĕç министерствипе вĕренÿ сферин асăрхавĕн федераллă служби 11 класра вĕренекенсен пĕтĕмлетÿ сочиненийĕ çырмалли çĕнĕ расписанине палăртнă. Апрелĕн 15-мĕшĕнче вунпĕрмĕшсем сочинени çырĕç. Зачет илейменнисем тата тивĕçлĕ сăлтава пула çак кун çырайманнисем валли хушма кунсем – майăн 5-мĕшĕпе майăн 19-мĕшĕ – палăртнă. Сочинени çырса зачет илни патшалăх аттестацине кĕме май парать.

Подробнее

Часах экзаменсем

Тăххăрмĕшсем пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ илнине ĕнентерекен аттестат илес тесен кăçал икĕ предметпа /вырăс чĕлхи тата математика/ патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Çавăн пекех вĕсем пĕр предметпа тĕрĕслев ĕçĕ çырĕç, мĕншĕн тесен хăйсем суйласа илекен икĕ обязательнăй экзамен тытассине пăрахăçланă. Кăçал аслă шкулсене вĕренме кĕме планламан вун пĕрмĕшсем вырăс чĕлхипе тата математикăпа патшалăх

Подробнее

Вĕсен ячĕсем манăçман

1997 тата 2005 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен списокне 8 томлă «Астăвăм» кĕнекере пичетлесе кăларнă. Анчах кĕнекене нумайăшĕн ячĕ кĕмен, çав шутра пирĕн ентешсен те. Асăннă «шăйрăка» тÿрлетессипе ĕçлекенсем пурри савăнтарать паян. Патреккел ялĕнче çуралнă, халĕ Челябинскра пурăнакан Владимир Григорьевич Марков тулли кăмăлпа пурнăçлать çак ĕçе: «Память

Подробнее

Журналистсене – хисеплĕ ят

Чăваш Республикинче журналистикăра ĕçлекенсен хисеплĕ ятне çирĕплетес ыйтăва пăхса тухнă. Ку сăмаха пуçласа «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулсан хускатнă пулнă. Олег Николаев çак шухăшпа килĕшсе ăна тĕплĕнрех тишкерме сĕннĕ. Иртнĕ кунсенче ыйтăва ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕнче пăхса тухнă, пурте журналистикăра хисеплĕ ят çирĕплетессишĕн сасăланă. Проект

Подробнее

Мускавра сÿтсе явнă

«Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене» палăка тăвассипе çыхăннă ыйтусене Мускавра сÿтсе явнă. Аса илтеретпĕр: вăл Куславкка районĕнче пулĕ. Раççей çар-истори обществин канашлăвне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Павел Данилов, культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри конкурсра Константин Фомин архитекторăн проекчĕ çĕнтернĕ. Çак палăк хÿтĕлев чиккисене

Подробнее

Фильм ÿкернĕ

«Окопсем патне кай» ятпа Шупашкар хулинче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалласа фильм ÿкернĕ. Унта тылри çынсен кулленхи паттăрла ĕçне сăнланă. Фильма ÿкерме республикăри 11 районти культура ĕçченĕсем хутшăннă. Сăнарсене, атмосферăна, атрибутсене – йăлтах иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчи евĕрлĕ тума тăрăшнă. Чăваш Енре пурăннă çынсен паттăрла ĕç хавалне туллин кăтартас

Подробнее

Медосмотр йĕрки улшăннă

Апрель уйăхĕнчен пуçласа производствăри сиенлĕ тата хăрушă факторсен çĕнетнĕ переченĕ вăя кĕнĕ. Ĕç министерствинче шутланă тăрăх, çак улшăну сиенлĕ вырăнта ĕçлекен хăш-пĕр категорие кĕрекен çынсен медосмотр йĕркине çăмăллатма май парĕ. Сăмахран, çакăн пек предприятисенчи бухгалтерсене, IT-специалистсене, инженерипе техника ĕçченĕсене медосмотра явăçтарассине пăрахăçлаççĕ. Сиенлĕхпе тÿрремĕнех çыхăнса ĕçлекенсене кăна медосмотра явăçтараççĕ.

Подробнее