Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мускавра сÿтсе явнă

Мускавра сÿтсе явнă

«Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене» палăка тăвассипе çыхăннă ыйтусене Мускавра сÿтсе явнă. Аса илтеретпĕр: вăл Куславкка районĕнче пулĕ.

Раççей çар-истори обществин канашлăвне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Павел Данилов, культура министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри конкурсра Константин Фомин архитекторăн проекчĕ çĕнтернĕ. Çак палăк хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халăх асĕнче ĕмĕрлĕхех хăварĕ. Канашлăва хутшăннисем палăка хăпартас енĕпе çул-йĕр карттине ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитересси пирки калаçса татăлнă. Наталья Николаеван пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн ку ĕçе республикăри пĕтĕм районпа хула хутшăнма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code