Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 271)

«Сударушки» ушкăна – 20 çул

Юрă-кĕвĕ ытамĕнче киленекен, районти культура пурнăçĕнчен аякра тăман çын Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăна питĕ лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Юлашки çулсенче коллектив пултарулăхĕпе вырăнти, районти сцена çинче кăна мар, республикăри тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче палăрса сахал мар дипломсемпе грамотăсене, тав сăмахĕсене тивĕçрĕ. Вĕсене паян хулари юбилей концерчĕсене те йыхравлаççĕ. Илĕртÿллĕ те хаваслă вырăс халăх

Подробнее

Ыйтусем пĕлтерĕшлĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе пухăннă канашлура, иртнĕ эрнери пекех, калаçу ялсенчи граждансен пухăвĕсенче хускатнă ыйтусем тавра пычĕ. Хальхинче Курнавăш, Тăрăм, Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенчи проблемăсене палăртрĕç. Кашни ялтах çĕкленĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – çул-йĕр юсасси е çĕннине

Подробнее

Республикăра

Çитменлĕхсене те пытарман Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн 48-мĕш сессийĕнче Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет тунă. Пурăнмалли çурт-йĕр строительстви чакни çинчен каланă май Олег Алексеевич ял ипотеки çинчен чарăнса тăнă. Пĕчĕк процентпа кредит уйăрассине йĕркеленĕ, анчах Чăваш Енри ялсенче ипотекăпа туянма çĕнĕ çуртсем çук иккен. Ку енĕпе ĕçлемелле.

Подробнее

Район пурнăçĕ

Раççей шайĕнче çĕнтернĕ Таяпа Энтри каччи Анатолий Узюкин /пĕрремĕш тренерĕ – Олег Федоров/ тĕрлĕ турнирсенче тăтăшах çĕнтерÿпе палăрать. Шупашкарта иртнĕ кирепуканçăсен Раççей первенствинче те 68 килограма çитичченхи виçере унпа танлашакан пулман. Спорт мастерĕ икĕ енлĕ кĕрешÿре 208,5 очко пухса Чăваш Ен рекордне тунă. Пултаруллă атлета çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. «Онкопатруль» ĕçлерĕ Иртнĕ кунсенче Елчĕкри тĕп

Подробнее

Ырă ĕç – ик ĕмĕре

Юлашки вăхăтра «кĕмĕл волонтерсен» ĕçĕ-хĕлĕ пирки ытларах калаçма пуçларĕç. Камсем-ха вĕсем? «Кĕмĕл волонтер» – Раççейри доброволецсен юхăмĕ, унта 55 çултан аслăрах çынсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем общество пурнăçĕнчи активистсем, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшу аллине тăсакансем. Мĕн тетĕр, пенсионерсем алса-нуски çыхса е телевизорпа сериал курса кăна ларма пултараççĕ тетĕр-и; Йăнăшатăр. Тивĕçлĕ

Подробнее

Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ – хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Вăл вĕçен кайăксен мĕн пур тĕсне ерме пултарать. Ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем инфекцие хăвăрт сарас хăрушлăх пысăк. Чир вирус ернĕ тискер вĕçен кайăксемпе хутшăннинчен пуçланать. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарать. Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсен чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунран палăрма

Подробнее

Хăнасене кĕтеççĕ

Шупашкарти хăна çурчĕсем туристсене йышăнма хатĕр. Чăваш Енĕн тĕп хулинче çак тытăмри 51 заведени ĕçлет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем Чăваш Ене килекен туристсен пысăк йышне вырнаçтарма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ытти регион хăнисене республикăна ытларах илсе килес тĕллевпе Чăваш Енре ирттерме палăртнă

Подробнее

Тирпей-илем – тĕп вырăнта

Кăçал Республика кунĕ Çĕмĕрле районĕнче те иртнине пĕлтернĕччĕ эпир. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов ертсе пынипе уява йĕркелес тата ирттерес тĕллевпе оргкомитет канашлăвĕ иртнĕ. Унта Тăванкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи, Карл Маркс ячĕллĕ урамри Çĕнтерÿ скверĕсене тирпей-илем кĕртесси, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса палăк вырнаçтарасси, Турханти Октябрь урамĕнчи спорткомплекс тата

Подробнее

Цифра медицинин сервисĕ

Чăваш Енри тухтăрсем цифра медицинин меллĕ сервисĕсемпе усă курма хăнăхаççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕç вырăнĕсене компьютерпа туллин тивĕçтернĕ, интернетпа çыхăнтарнă. Поликлиникăсенчи терапевтсен тата пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен планшетсем пур. Халĕ участок врачĕ планшетпа усă курса пациент хваттерĕнчех ăна специалист патне, анализ пама, ятарлă ытти учреждение черете

Подробнее

Ята кăтартмасăр юрать-и?

Çĕршывра пурăнакансене кăçал иртекен цифрăллă пĕрремĕш çырав çавнашкал мел уçса парать. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче пуçтарнă кăтартусене усал шухăшлă çынсен вăрлама хăтланма та кирлĕ мар – пурпĕрех май килмĕ. Çитес çыравăн хăйне евĕрлĕхĕ – вырăнта халăхран ыйтса пуçтарнă информаци Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тата çыравçăсен планшечĕсенчен тÿрех Раççей статистикине çитет. Асăрхаттаратпăр, çырав листисенче

Подробнее