Пятница, 29 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 58)

Ылтăн сас паллисемпе çырăннă Сирĕн ятăр

Петр Никифорович Чернов… Нумаййи çинчен калать ку ят. Хулăн кĕнекере çырса пĕтереймĕн ун ĕç-хĕлне, ик-виç сехетлĕх фильмра çутатаймăн кун-çулне. Пиншер ача ун ăс-хакăлĕпе пурнăç çулĕ çине çирĕпленсе тухнă, вуншар çыншăн вăл паян та наставник. Ĕнер 95 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илнĕ мухтавлă вĕрентекенĕмĕрпе тĕл пултăмăр. Çирĕп ăс-тăнпа-ха вăл. Туяра "юлташне" курать

Подробнее

Пушар хуралĕнче — чи хăюллисем, хастаррисем

Апрелĕн 30-мĕшĕнче Раççей пушар хуралне туса хунăранпа 375 çул çитет. Пушарнăйсен ĕçĕ - чи хăрушшисенчен тата кăткăссисенчен пĕри. Пушара асăрхаттарасси, инкек пулчĕ пулсан çыннăн пурнăçне çăласси, пушара вăхăтлă сỹнтересси, пулăшасси вĕсен тĕп тĕллевĕ. Пушар хурал ĕçĕ пысăк хăрушлăхпа çыхăннă. Çапах та йывăрлăхсен умĕнче пуçа усмаççĕ вĕсем. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал

Подробнее

Ака ĕçĕн пуçламăшĕ ăнăçлă

Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2392 гектар çинче (14 процент) акнă. ЧР Ял хуçалăх министерствин оперативлă сводкине тишкерес пулсан та, ака ĕçĕсене пурнăçлассипе Елчĕксем хальхи вăхăтра республикипе илсен чи малтисен ретĕнче. Юлашки кунсенчи ĕç тухăçлăхлăхĕ

Подробнее

100 çул… Пĕр ĕмĕр…

Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан Анастасия Ефимовна Скворцова апрелĕн 29-мĕшĕнче 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Инкек-синкеке çителĕклех астивнĕ вăл. Апла пулин те кăмăл-сипетне упранă, çавăнпах ăс-хакăлĕ паян та çирĕп. Анастасия Ефимовна Кĕçĕн Патреккел ялĕнче Петровсен çемйинче çуркунне - çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çуралнă. Сакăр ачаллă çемьере тăваттăмĕш пулнă. Ỹссе çитсен çамрăк хĕрĕн

Подробнее

Телейĕме ачасенче куратăп

Мĕн авалран ватă çынсем сумлă вырăн йышăнаççĕ. "Ватă çын - тăватă çын", - тесе ахальтен каламан. Унăн сăмахĕ ăслă та вырăнлă. Пысăк ĕç тума тытăниччен аслă çынпа канашлани ĕçе йĕркелеме пулăшать, çăмăллăх кỹрет. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче паянхи кун тĕлне 90 çултисемпе аслăраххисем 19 çын шутланаççĕ. Ватă çынсен ĕмĕрĕ вăрăмланса пыни,

Подробнее

Кĕнеке хаклавĕ иртрĕ

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри вулавăшра "Янтиково: прошлое и настоящее" кĕнекен (кăçалхи март уйăхĕнче "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра пичетленсе тухнă) хаклавĕ иртрĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ольга Тихонова, Светлана Голубева тĕп специалист, ялти ветерансен канашĕн ертỹçи Зинаида Портнова хутшăнчĕç. Кĕнеке авторĕ - Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шкулта 41

Подробнее

Уява тивĕçлĕ ирттерер

Округ администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче Аслă Çĕнтерỹ уявне тивĕçлĕ кĕтсе илсе паллă тăвассипе çыхăннă анлă лару иртрĕ. Ăна округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. - Аслă Çĕнтерỹ кунне кăçал 79-мĕш хут уявлатпăр. Раççейри чи таса та çутă уявсенчен пĕри вăл. Çак куна эпир çулсерен савăнса та пăлханса кĕтсе илетпĕр, çĕршыва фашизмран

Подробнее

Çĕрпе мĕнле усă куратпăр?

Россельхознадзăрăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем çĕр саккунĕсене мĕнле пăхăннине уçăмлатас тĕллевпе 2023 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 68,5 пин гектар лаптăка тĕрĕсленĕ. Ку ĕçе хăвăртрах та лайăхрах пурнăçлама пире вĕçекен пилотсăр аппаратсем пулăшаççĕ. Хуçалăхсем 37,2 пин гектар çĕр лаптăкĕпе (çуррине яхăн) саккуна пăсса усă курнине çирĕплетнĕ. Çĕрпе усă курмалли

Подробнее

Вĕсем тăшмана çĕнтернĕ, пирĕн те çĕнтермеллех

Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитрĕ. Унччен Совет Союзĕн йышне кĕнĕ, чăн вырăс çĕрĕсем шутланакан Донецк, Луганск, Херсон, Запорожье, Харьков облаçĕсенче, çавăн пекех Раççейĕн хĕвел анăç облаçĕсенче паян та лăпкă мар. 80 çул каяллахи пекех, хура хĕреслĕ танксем вырăс çĕрĕсене таптама хăтланаççĕ. Украина национализмне хирĕç тăнă

Подробнее

Аваллăхсăр малашлăх çук

Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Владимир Волков килте музей йĕркелени пирки хамăр хаçатра маларах çырнăччĕ. Вулакана аса илтерĕпĕр. Владимир Мефодьевич çуртĕнче аслашшĕнчен юлнă ĕç хатĕрĕсене - сенĕк, кĕреçе, карлав, купăста тỹмелли тата салма таканисем, кункра, арман калакĕ, йывăçпа хăмăш çулçисенчен явса çыхнă арчасем… - анчах мар, виçĕ ĕмĕр каяллахи тимĕр укçасене, Франци

Подробнее