Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 844)

Ĕмĕр тÿрленмен суран…

Кашни çынах çĕр çинче Телей курма çуралать. Темшĕн телейĕ вара Аякра тарса пырать... 1933 çулхи кăрлач сиввинче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Кудрявцевсен çемйине иккĕмĕш хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Тăххăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Ку çулсенче ялти хресченĕн пурнăçĕ çăмăл пулман. Çавăнпа та çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Нина аппа пĕрлештернĕ хуçалăхăн сысна фермине ĕçе

Подробнее

Хĕл кунĕсем инкексĕр иртчĕр

Раççейри медицина пĕрлешĕвĕсем çулсерен 3 миллион ытла ача аманса шар курнине палăртаççĕ. Çапла вара 18 тултарман кашни саккăрмĕш пепке аманнине пула больницăна пулăшу илме пырать. Хĕллехи вăхăтра сусăрланнă ачасен шучĕ пушшех пысăк. Урамран тĕрĕс-тĕкел, аманмасăр таврăнас тесен мĕн асра тытмалла, инкекрен мĕнлерех сыхланмалла? Çак ыйтусен хуравне тупас тесе эпир республикăри

Подробнее

Хавхалану пысăкчĕ

Лаш Таяпа ялĕнче хоккейла иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче выляма пуçланă. Петр Сидоров яла физкультура учителĕ пулса таврăнсан хоккей команди йĕркелерĕ, вăл ытти ялти командăсемпе пĕрле хĕрÿ тупăшусене хутшăнма пуçларĕ. Уйрăмах Тĕмер, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Патреккел, Лаш Таяпа ялĕсен командисем харсăрччĕ. Командăри пур ачан та коньки пулман ун чухне, хăма

Подробнее

2018 çулхи тĕп спорт уявĕ

Футбол асамлăхĕ 2018 çулта Раççейри 11 хулари 12 стадионта футбол енĕпе 21-мĕш тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Сочи, Ростов, Самара, Екатеринбург, Чулхула, Волгоград, Калининград, Саранск тĕнчери чи вăйлă 32 командăна йышăннă. Чемпионат историллĕ «Лужники» стадионта уçăлчĕ. Тĕп хулари аренăна 85 пин çын йышăнчĕ. Пĕрремĕш вăйăра Раççей команди Сауд Аравин коллективĕнчен 5:0

Подробнее

Кĕнеке тусĕсем

Пирĕн пурнăçа интернет, электронлă кĕнекесем çиçĕмле вирхĕнсе кĕни вулакана библиотекăсенчен сисĕнмеллех уйăрни вăрттăнлăх мар. Çапах çитĕнекен ăрăва кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе эпир тĕрлĕ мелсемпе усă курма тăрăшатпăр. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул та ку енĕпе кая юлмасть. Библиотека пысăках мар пÿлĕмре вырнаçнă пулин те вулакансене илĕртет вăл. Çĕнĕ кĕнекесем, вĕренÿре усă

Подробнее

Канмалли кун – походра

Республикăри шкул ачисен турист похочĕсен республикăри конкурсĕ хыçа юлнă. Чăваш Республикинчи XIII Туриадине пирĕн районти 10 шкул та хутшăннă. Конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ. «Кану кунĕнчи походсем» номинацире Кивĕ Эйпеçри тата Курнавăшри шкулсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Муниципалитетсем хушшинче вара район пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

Подробнее

Ахальлисенчен те сиенлĕ

Хальхи тĕрлĕ технологи аталаннă вăхăтра çамрăксем хушшинче электронлă сигарет анлă сарăлчĕ. Электрон сигаретсем ахальлисенчен те сиенлĕрех. Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ палăртнă тăрăх, электронлă сигаретран тухакан пăс сĕтел-пукан, çи-пуç, урай çине ларать. Çакă туртаканшăн кăна мар, ун таврашĕнчи çынсемшĕн те питĕ сиенлĕ. Ахаль пирус туртнă пекех ÿпке, пуç мими, чĕре сиенленет.

Подробнее

Ĕмĕтри принц

Алевтина тантăшĕсенчен яланах ырра шаннипе, ĕмĕтсенчен пуян пулнипе уйрăлса тăратчĕ. Пулас савнине те юмахри принц евĕр курчĕ вăл. Ĕмĕтсен чикки çук: мăшăр пулсан ĕçрен кулленех чĕрĕ чечек çыххипе таврăнĕ, çемье кашни çулах ют çĕршывра канса киленĕ. Пушă вăхăта час-часах ресторан-кафере, театр-концертра, дискотекăра ирттерĕç... Пĕр сăмахпа каласан, упăшки алă çинче йăтса çÿрĕ арăмне.

Подробнее

Кадастровую стоимость новых домов определит «Чуваштехинвентаризация»

Управление Росреестра по Чувашской Республике сообщает, что 1 января 2019 года вступило в силу постановление Кабинета Министров Чувашской Республики от 14.11.2018 № 457, утвердившее результаты определения кадастровой стоимости объектов капитального строительства и земель промышленности и иного специального назначения. С этой даты полномочия по определению кадастровой стоимости вновь учтенных квартир, домов и

Подробнее

Çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, предпринимательсем хутшăннипе иртнĕ 2019 çулхи пĕрремĕш канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем суннинчен пуçларĕ. Канашлура уявсемпе çыхăннă мероприятисене пĕтĕмлетесси тĕп вырăнта пулчĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем» смотр-конкурс

Подробнее