Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование (Страница 9)

«Хастарлă, хыт утăмлă»

Юнкун Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче вĕренỹпе воспитани ĕçĕнчи чи пултаруллă педагогсене - "Çулталăкри воспитатель", "Чи класлă класнăй", "Çулталăкри социаллă педагог", "Çулталăкри учитель - 2023", "Тăван чĕлхепе тăван литературăна вĕрентекен чи лайăх учитель" конкурссен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене чысланă. Педагог ăсталăхĕ ятарлă е аслă пĕлỹллĕ пулнинче çеç мар, хăйне пĕтĕмпех ачасене панинче - юратăвне,

Подробнее

Литература викторини

Викторинăна шкул ачисемпе вулавăш ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ. Вăл ака уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пырать. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ, ыттисене сертификат параççĕ. Çак йĕркесене И.Я.Яковлевăн мĕнле калавĕсенчен илнĕ? "Çыха пĕлмесĕр, çиппине пĕтĕмпех чăлхантарса пĕтертĕм""Хакне-мĕнне пĕлмерĕм, алă пусса патăм""Как быть, Каринкке? Епле тăвас, Емелкке?""Лаши çине утланчĕ тет те, савăнса чуптара пачĕ тет килне""Манăн пуçа

Подробнее

Пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернĕ

Пуш уйăхĕнче Шупашкарти художество училищине йĕркелесе янă Ф.С.Быкова халалласа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри конкурса пĕтĕмлетнĕ. Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасемпе çамрăксем хушшинче кăмăл-сипет пуянлăхĕпе эстетикăпа патриотла кăмăл-туйăма çирплетес тĕллевпе йĕркеленĕ çак конкурсра 27 облаçрен, ытти регионсемпе хуласенчен 1200 ача хутшăннă. Çав шутра Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн ИЗО класĕнче

Подробнее

Вĕрентỹ ĕçĕнче — 40 çула яхăн

Петр Комиссаров Педагогсемпе наставниксене халалланă çулталăкра Яманчỹрелĕнче çак пысăк ята тивĕçнĕ Петр Комиссаров çинчен каласа парасшăн. 87 çула çитиччен пурăннă вăл, ыран хисеплĕ çыннăмăр çуралнăранпа 100 çул çитет. Петр Кондратьевич хăйĕн ĕмĕрĕн пысăк пайне - 40 çула яхăн - ялти шкулпа çыхăнтарнă. Педагогика ĕçĕнчи пысăк ỹсĕмсемшĕн "РСФСР халăх çут ĕç отличникĕ"

Подробнее

Çыравçăсемпе тĕл пулнă

Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакансем шкулсенче час-час пулнă май хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн пĕлтерсе ачасене професси тĕнчипе паллашма май туса параççĕ. Патреккел шкулĕнче вĕренекенсем çак кунсенче Николай Ларионов-Йĕлмел çыравçăпа тата Галина Енейкина сăвăçпа курнăçрĕç. Хăнасем чи малтанах хăйсем пирки каласа пачĕç тата пултарулăх çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕç. Н.Ларионов ячĕ пирĕншĕн ют мар. Унăн

Подробнее

Пуласлăха паян курмалла

Патреккел шкулĕнче ялсенчи тата пĕчĕк хуласенчи шкулсен республика шайĕнчи форумĕ иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - шкул ачисене професси суйлама пулăшасси тата ку енĕпе пухнă опыта сарасси. 2017 çултанпа иртерекен форумра çавăн пекех яллă территорисене аталанма пулăшакан проектсене сỹтсе явассине те ĕçе кĕртнĕ. Форума Федерацин "Росцентр" патшалăх бюджет культура учрежденийĕн граждансене патриотла

Подробнее

«Экскурси питĕ килĕшрĕ»

Хамăр тăрăхра çуралса ỹссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, хăйсен тăрăшуллă ĕçĕсемпе ят-сум çĕнсе илнĕ мăнаçланмалли ентешĕмĕрсем сахал мар пирĕн. Вĕсенчен пĕри - Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор. Ентешĕмĕр тăван тăрăха манманни, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнни савăнтарать. Роберт Петрович иртнĕ çул тăван тăрăха

Подробнее

Корреспондентсен слетĕнче

"Хыпар" издательство çурчĕ йĕркеленипе Чăваш Енре çамрăк корреспондентсен слечĕ иртнĕ. Унта сăвă-калав, тĕрлĕ хайлав шăрçалама кăмăллакан 100-е яхăн ача пуçтарăннă. Пысăк уява Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти хастарсем те хутшăннă. Слетра калем ăстисем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăсталăх лаççинче кăтартнă. Кунта вĕсем телефонпа хитре сăн ỹкерчĕк тăвас,

Подробнее

Наставникпа — тĕл пулу

Шкулта вĕреннĕ çулсем - чи хаваслă та асра юлмалли самантсем. Вăл кашни çыншăнах ачалăхпа, яшлăхпа çыхăннăран пурнăçăн пĕр пайĕ пекех пулса тăрать. Хăйсен шăпине шкул пурнăçĕпе çыхăнтаракансемшĕн, пушшех, ĕмĕр манăçмаççех çак вăхăтсем. Ялти учителĕн тивĕçĕ вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен кунта пурте пĕр-пĕрне паллаççĕ. Вĕрентекен те хăй лайăх

Подробнее

Телейлĕ ачалăх — телейлĕ çĕршыв

Мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинчи "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче Телейлĕ ачалăх çулталăкне официаллă майпа савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çавна май кермен ача-пăчан хаваслă сассипе тулса тăчĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие республикăн мĕн пур кĕтесĕнчен тăватă пин ытла ача хутшăнчĕ. Вĕсем - олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерỹçисем, вĕренỹре малта пыракансем, спортра тата тĕрлĕ юхăмра палăрнисем. Вĕсемех

Подробнее