Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 28)

Çын ĕçпе илемлĕ

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче малтан нумай çул сысна пăхакан пулса вăй хунă, халĕ пăру пăхакан операторта тăрăшакан Алевтина Ивановна Мясникова пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрать. Ĕç кăтартăвĕсемпе вăл хуçалăхра анчах мар, округ шайĕнче те яланах малти ретре. Çакăншăн вăл сахал мар ят-сума тивĕçнĕ. Кăçалхи Акатуйра та Алевтина Мясникова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн

Подробнее

Тихоновсем — çар çыннисем

Нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин "Паттăрсен вăхăчĕ" программăпа килĕшỹллĕн вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Уçăмлатни кирлех: асăннă проектăн тĕп тĕллевĕ - ятарлă çар операцине хутшăнакан офицерсенчен пысăк квалификациллĕ ертỹлĕх кадрĕсене хатĕрлесси. Пĕрремĕш юхăма суйласа илнĕ 83 çын малашне хăйсен пĕлĕвне патшалăх ĕçĕ-хĕлĕнче те усă курма пултарĕç. Хальлĕхе вĕсене практика, теори хатĕрленĕвĕ,

Подробнее

Çут çанталăкпа килĕшỹре пурăнни телей кỹрет

Владимир ПУТИН,Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Тăван тавралăха хỹтĕлессипе, çут çанталăкпа тухăçлă усă курассипе тата экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусем паян Раççейĕн наци приоритечĕ шутланаççĕ. Çут çанталăк ресурсĕсемпе пĕлсе усă курни патшалăх аталанăвĕн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать, экотытăмăн хăйне евĕрлĕхне упраса хăварассине, çавăн пекех миллион-миллион çын сывлăхне тата халăхăн пурнăç пахалăхне тỹррĕнех

Подробнее

Çăл пур — ял пуласлăхлă

Авалтанпах çыншăн шыва тупса упраса хăварасси пысăк тĕллев шутланнă. Ăна хакланă, вăл пурнăç çăл куçĕ пулнине ăнланса, хисеплесе пăхнă. Шыв этем пурнăçĕнче кăна мар, пĕтĕм Çĕр пурнăçĕнче те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн кашнийĕнех шыва упрамалла, унăн мĕн пур çăл куçне - пĕчĕк çырмасене, юхан шывсене, кỹлĕсене упрамалла. Пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, ĕçмелли шыв тасалăхĕ

Подробнее

Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă

Елчĕк тăрăхĕн пулăхлă çĕрĕсен сĕткенĕпе çитĕннĕ Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă Владимир Викторовăн - Кỹкеçри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн,Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Шупашкар округĕнче пурăнакан халăхăн ырлăхĕшĕн, çав вăхăтрах ентешĕсен хутне кĕрсе тăрăшса пурнăçланă ырă та пархатарлă ĕçĕсем пирки хаçатра пуçласа сăмах хушмастпăр. Туррăн ирĕкне малти вырăна хуракан çак çыннăн

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

БРИКС вăййисенче Хусан хулинче июнĕн 12-23-мĕшĕсенче 80 ытла çĕршыв командисем хутшăннипе БРИКС вăййисем пыраççĕ. Виçĕ пин спортсмен хăйĕн ăсталăхне 27 спорт тĕсĕнче кăтартĕ. Йывăр атлетсем хăйсен ăмăртăвне вĕçленĕ. Унта Раççей спорт мастерĕ Полина Андреева (пĕрремĕш тренерĕ - Виталий Марков) 49 килограмлă виçе категорийĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унăн икĕ енлĕ кĕрешỹри кăтартăвĕ

Подробнее

Кĕр! кĕрлерĕ Акатуй

Июнĕн 8-мĕшĕнче çĕр ĕçченне чыслакан Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Кăçалхипе 66-мĕш хут иртекен çак уява Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин çулталăкĕсене халалланă. Уяв "Итлĕр уяв сассине, килĕр Акатуй кĕрекине" музыкăпа ташă композицийĕпе пуçланчĕ. Пĕрлештернĕ хор "Алран кайми аки-сухи" чăваш халăх гимнне шăрантарчĕ, çак вăхăтра Юрий Комиссаров ака чемпионĕпе округри чи лайăх

Подробнее

Тухтăр амбулаторийĕ çĕкленет

Аслă Таяпа ялĕ варринче çĕнĕ тухтăр амбулаторине тума пуçăннă. Строительство ĕçĕсене округ центрĕнчи "Стройэнергосервис" ООО пурнăçлать. Хальхи вăхăтра кунта ĕç хĕрỹ пырать. Надежда Уркова тĕп тухтăр строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе интересленсе объекта хăпартнă вырăнта час-час пулать, яваплă ĕçченсемпе канашлусем ирттерет. Нумаях пулмасть округра ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пулчĕ, округ

Подробнее

Мире сыхланă ушкăн

Хĕвел тухăç Германире Совет Çарĕсен ушкăнне (ГСВГ) туса хунăранпа июнĕн 10-мĕшĕнче 49 çул çитрĕ. Çав паллă куна асăнса ГСВГ ветеранĕсем Елчĕкри тĕп лапамра вырнаçнă стела умĕнче пуçтарăнчĕç, пурнăçран уйрăлса кайнă ветерансене халалласа палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Пухăннисем умĕнче Елчĕк округĕн администрацийĕн ертỹçи, ГСВГ ветеранĕ Левый Леонард Васильевич тухса калаçрĕ.

Подробнее

Хулаша тĕпченĕ

Пирĕн округра федераци пĕлтерĕшлĕ виçĕ палăк шутланать. Вĕсенчен чи пысăкки тата паянхи кунччен нумай вăрттăнлăх упраканни - Таяпа хулашĕ. XII-XIV ĕмĕрсенчи палăк территорийĕ 28 гектара яхăн йышăнать. Ун çинчен ученăйсем пуçласа çырни 1856, 1892 çулсенче пулни паллă. Шырав-тĕпчев ĕçĕсен тапхăрĕ вара 1948 çулта уçăлнă. Ун хыççăн археологсем пĕр хутчен мар пулнă

Подробнее