Пятница, 17 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 328)

Тăлăхсене – çемье ăшши

Чăваш Енри ача çурчĕсенче пурăнакансене çуллахи каникулта çемьене илме юрать. Çакна тăлăхсем кил ăшшине туйччăр, унти йăла-йĕркене ăша илччĕр тесе тăваççĕ. Ача çуртĕнче темле лайăх пулсан та килтине çитес çук. Патшалăх çуртĕнче ялан пурăнни йăлăхтарать. Каникул вăхăтĕнче тăлăхсене ют çынсемех вăхăтлăха хăйсен хÿттине илейĕç. Ун валли ача çуртне çитсе заявлени çырмалла,

Подробнее

Уява хатĕрленсе

Шупашкар хулине хăтлама кăçал 502 млн тенкĕ уйăрĕç. Унпа общество вырăнĕсене, нумай хутлă çуртсен территорийĕсемпе картишĕсене пырса кĕмелли çул юпписене çĕнетĕç. Çавăн пекех М.Горький проспектĕнчи сквера, Çĕнтерÿ тÿремĕнчи парка, Атăл юхан шывĕн Мускав çыранне çĕнĕ сăн кĕртме палăртнă.

Подробнее

Конкурсра палăрнă

Республика шайĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа онлайн мелĕпе «Чăваш Ен манăн чĕрере» ятпа çемье конкурсĕ иртнĕ. Унта конкурсантсем 8 номинаципе 78 ĕç тăратнă. Шăмалакра пурăнакан Петр Николаевичпа Венера Кузьминична Усановсен çемйи конкурса «Манăн çемье» ятпа ĕç тăратса фото пултарулăхĕн номинацийĕнче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă.

Подробнее

Вут-çулăмра туптаннă Кольцовсем

Иккĕмĕш тĕнче /1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ/, ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи /1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ/ пуçланса кайичченхи вунă çуллăхра тĕнчери политика питĕ кăткăс пулнă. Фашистла Германи пĕтĕм тĕнчене пусмăр айне хурас ĕмĕте пурнăçлама тытăннă. Совет Союзĕн ертÿçисем Европăра вăрçă пуçланас хăрушлăха сирсе яма пĕрлешÿ тăвасси пирки Англипе Франци ертÿçисене

Подробнее

Тивĕçлĕ ачасемшĕн – пысăк тав!

Вăхăт шав малалла шăвать. Пĕр самантлăха та чарăнмасть вăл. Чÿрече умĕнче ларнă май кантăк леш енчи тĕнчене сăнатăп. Шăнкăрчсем ывăннине пĕлмесĕр кунĕпех хăйсен чăмăртанса пыракан чĕпписене хурт-кăпшанкă пухса çитереççĕ. Вăр та вăр вĕçеççĕ вĕсем пÿрт çумĕпе, йăвине миçе хут кĕрсе тухаççĕ-ши; Пурнăçра этем те çаплах мар-и-ха; Пĕрлешсе çемье çавăрнă хыççăн

Подробнее

Килте кам хуçа?

Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравĕнче Чăваш Енре 472,5 пин уйрăм кил хуçалăхне шута илнĕ. Вĕсенче 1235,8 пин çын пурăннă. Ку вара пĕтĕм халăхăн 99 проценчĕ шутланать. Кил хуçалăхра вăтамран 2,6 çын пурăннă. Вăл шутран, хуласенче – 2,5 çын, ялсенче – 2,8. Икĕ е ытларах çынран тăракан 65,6 процент кил хуçалăхне

Подробнее

Раççей ачисем статистика куçĕпе пăхса

Виçĕ çултан пуçласа 16 тултарман ачасене июнĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх тÿлевĕпе тивĕçтерме пуçланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин май уйăхĕнчи хăйĕн Указĕпе ачаллă çемьесене социаллă пулăшу пама йышăннă. Çĕршыври пĕтĕм халăх йышĕнче ачасем мĕнле вырăн йышăнни, çамрăксем çитес вăхăтрах мĕншĕн ытларах пулни, ача сачĕсемпе тивĕçтерни мĕн пирки каланине ăнлантарăпăр. Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх,

Подробнее

Ĕне усракансене – патшалăх пулăшăвĕ

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕт хакĕ пирки ыйту хускатнă. Вăл çуллахи вăхăтра сăвăм ÿснĕрен продукци ытларах сутма тытăннине, çакă хака икĕ хут таран йÿнетнине палăртнă. Коронавирус инфекцийĕн эпидемийĕ те пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Сĕтпе усă куракан тĕп потребительсем – обществăлла апатлану заведенийĕсем, ача сачĕсемпе шкулсем

Подробнее

Кандидатсемшĕн пĕр пек услови пулĕ

Чăваш Енре Республика Пуçлăхĕн суйлав кампанийĕ старт илчĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн кандидачĕсене суйлавçăсемпе тĕл пулмалли площадкăсем йĕркелет. Çавна май Канаш регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн суйлав умĕнхи кампание хутшăнакансене пурне те пĕр пек условипе тивĕçтермелли шухăшне ырланă. Суйлава уççăн ирттересси пирки Олег Николаев республикăри Патшалăх Канашĕн

Подробнее

Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ыйтăвĕ

2020 çулхи июнĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ кăçалхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче регион пуçлăхне суйламаллипе çыхăннă йышăнăва çирĕплетрĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче асăннă йышăнăва массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетлесе кăларчĕ. Кунта пурăнакансен ирĕкĕсене пурнăçа кĕртсе çитес пилĕк çуллăха регионăн тивĕçлĕ ертÿçине суйласси малашлăхри чи яваплă тĕллевсенчен пĕри. Çавăнпа та çак пĕлтерĕшлĕ ĕçрен Чăваш Енри муниципалитет

Подробнее