Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 329)

Сывлăх сыхлавĕнче – 36 çул

Элпуçри фельдшерпа акушер пунктĕнче Татьяна Федорова медсестра тăрăшать. Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăнах сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме пуçăннă вăл. Малтанах Вăрнарта паха опыт пухнă. Кунта ĕçлеме пуçлани те 24 çул иртнĕ. Татьяна Денисовна хăйĕн профессине чун-чĕререн юратать, профилактика мероприятийĕсене вăхăтлă ирттерет. Кам та пулин пулăшу ыйтсан çĕрле те ун патне пĕрремĕш пулăшу

Подробнее

Тĕрлесси – чун киленĕвĕ

Елчĕкре пурăнакан Галина Щипцова тĕрĕçе таврара лайăх пĕлеççĕ. Унăн ĕçĕсемпе районта кăна мар, ун тулашĕнчи куравсенче те тăтăшах паллашма пулать. Тĕрĕ тĕрлесси унăн мĕн ачаран килĕштернĕ паха ĕç. – Эпир тăхăр пĕр тăван çитĕннĕ. Эпĕ – чи кĕçĕнни. Атте, Алексей Петрович Петров, вăрçă участникĕ. Фронтран аманса таврăннă вăл. Тăшман пули ун куçĕ

Подробнее

Лайăххисен йышĕнче

Апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри педагогсен «Манăн çĕршыв» II съездĕнче çĕршыври чи лайăх 500 шкулăн кăçалхи конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çулсеренех ирттерекен конкурса Кушкăри вăтам шкул та хутшăннă. Вĕсем «Çĕршыври пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чи лайăх 500 организаци» конкурсăн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организаци – Раççей Гражданинне тата Патриотне воспитани паракан территорийĕ...» номинацире лауреат пулса тăнă.

Подробнее

Пурнăç таппинчен юлмаççĕ

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан чĕнÿ – «Пĕрле» сăмах. Республикăн çак паллă кунĕпе çыхăнтарнă мероприятисен марафонĕ «Шупашкар- Арена» пăр керменĕнче старт илчĕ. Пĕрле... Алла-аллăн тытса ĕçлеççĕ районти ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшал вăйĕсен, право органĕсен ветеранĕсен канашĕпе районти социаллă сферăри организацисене ертсе пыракансем. Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа

Подробнее

Вĕренÿсĕр çутă пулмĕ

Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явас енĕпе иккĕмĕш ĕçлĕ калаçу ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Алла Салаева ертсе пынипе видеоçыхăну мелĕпе çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ, ăна вĕренÿ темине халалланă. Канашлу умĕн Регионсен аталанăвĕн пĕтĕм тĕнчери центрĕн тĕп директорĕ Игорь Меламед, экспертсен ушкăнĕпе Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика

Подробнее

Йывăç тымарпа вăйлă, этем – тăванпа, ăс-тăнпа

Районти 53 ялтан иккĕшĕнче тутарсем пурăнаççĕ. Сăмахăм паян Пикшик пирки пырĕ. Кĕске справка Тĕрлĕ документсенче çак тутар ялне Хирти Çĕнĕ Пикшик тени те тĕл пулать. Вырăсла ячĕ – Новые Бикшики. Ял ятне 1929 çулта çирĕплетнĕ. Пикшик 1927 çулччен Патăрьел уесĕнчи Шăнкăртам вулăсне, çав çулхи октябрьте Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1929 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче

Подробнее

Вăрçă салтакĕн ачалăхĕ

Александр Павлович Петров /1921-1995/ Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялта 4 класс пĕтернĕ хыççăн Кавалти 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищине, Канашри учительсен институтне пĕтернĕ. Çĕнĕ Эйпеç, Энтепе, Исемпел, Кавал, Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Эйпеç, Кушкă шкулĕсенче учитель, директор пулса ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Хĕрлĕ Çар

Подробнее

Талисман – сериалăн тĕп сăнарĕ

Интернетра кăтартма пуçланă «ВиПиН мыскарисем» фильмра халăх çыравĕн талисманĕ – ВиПиН вĕçен кайăк чĕппи тĕп сăнара калăплать. Çырав пĕлтерĕшне ÿстерес тĕлĕшпе сериал ÿкерни Раççей историйĕнче хальччен пулман. «ВиПиН мыскарисем» сериалăн пĕрремĕш кăларăмĕ çĕршыври хальхи тапхăрти лару-тăрупа çыхăннă. «Самоизоляция» ятпа тухнă вăл. Фильм 5 серирен тăрать. Çĕнĕ серисенче куракансем ВиПиНăн тăванĕсемпе, юлташĕсемпе,

Подробнее

Ялан пĕрле пулар!

2006 çулта уçăлнă Хăвăлçырмари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿре иконостас вырнаçтартăмăр. Шăпах вăхăтлă – престол уявĕ умĕн Турă пулăшнипе пурнăçлама май пулнă çак пархатарлă та сăваплă ĕçшĕн халĕ пĕтĕм ял-йышпа пĕрле савăнатпăр мар-и; Пикеннĕ ĕçре пысăк пуçарулăх кăтартнăшăн прихута кĕрекен ялсенче пурăнакансене, ырă кăмăллă предпринимательсене, патшалăх ĕçĕнче тăрăшакансене тата ыттисене те чĕререн тав

Подробнее

Масара кĕме чарнă

Коронавирус инфекцийĕ çав-çавах парăнма шутламасть. Эпир кашниех тимлĕ пулсан, санитарипе эпидемиологи йĕркисене çирĕп пăхăнсен çеç çĕнтерме пулать ăна. Çавăнпа та хальлĕхе массăллă мероприятисем ирттересси пирки те сăмах пыма пултараймасть. Çакна шута илсех республикăра, çавăн пекех Елчĕк районĕнче те чиркÿсене кайма, Çимĕкпе Троицăна тухма чарнă.   Виталий РЫБКИН, район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн

Подробнее