Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 38)

Цехсене роботсем кĕреççĕ

Çитес кунсенче Чăваш Енри промышленность предприятийĕсенче роботсен йышĕ хушăнас шанăç пур. ЧР Промышленность аталанăвĕн фончĕ хăйĕн "Çĕнетỹ" программине ăна туянса вырнаçтарма тĕллев лартнă предприятисем валли çĕнĕ пункт кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн фонд вăл е ку предприятие чи сахал 6,25 миллион, чи нумай 100 млн тенкĕ таран кивçен илме пулăшĕ. Çапах та робот

Подробнее

Пĕлỹ никĕсĕ шанăç кỹтĕр

Шкул ачисем патшалăхăн пĕтĕмлетỹллĕ аттестацийĕ витĕр тухасси, тĕпрен илсен, вĕçленнĕ. Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта йĕркеленĕ 11-мĕшсен тĕрĕслевне 56 вĕренекен хутшăннă. Вăл патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ ятарлă йĕркепе килĕшỹллĕн иртнĕ. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнчен кунта çĕнĕлĕх те кĕртнĕ: экзамен юхăмĕпе паллашма ашшĕ-амăшĕн йышĕнчен никама пăхăнман сăнавçăна çирĕплетнĕ. Кăçал тĕрĕслевĕн

Подробнее

Ăшă сăмахпа та сиплеççĕ

Елчĕк округĕн тĕп больницин Убайдулла Бекмуратов ертсе пыракан терапи уйрăмĕнче пысăк опытлă медперсонал тăрăшать. Кашниех хăйне шаннă ĕçе тĕплĕн, чун хушнипе пурнăçлать. Эмелпе анчах мар, ырă та ăшă сăмахпа та сиплеççĕ вĕсем, пациента хавхалантарса унăн ыратăвне сиреççĕ, кĕске хушăрах самайланма пулăшаççĕ. Екатерина Ермолаева медицина тытăмĕнче 1987 çултанпа ĕçлет. Ирина Вастулова ку

Подробнее

Пархатарлă ĕçшĕн — тав!

Медицинăна чăннипех парăннă Елена Владимировна шаннă тивĕçе юратса пурнăçлать. Сăмахăм Патреккел ялĕнчи тухтăр амбулаторийĕнче тăрăшакан Елена Борисова медицина сестри пирки. "Мĕншĕн шăпах медицинăна суйласа илнĕ-ха эсĕ, Елена?" - ыйту çине вăл çапла хуравлать: - Тăван ялти - Элекçей Тимеш ялĕнчи 4 çул вĕренмелли шкул хыççăн тантăшăмпа Наталья Нестракановăпа Патреккелĕнчи 8 çул вĕренмелли

Подробнее

Тĕрлĕ регионтан

Республика кунне халалланă уявра çĕршывăн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ 34-мĕш хут иртнĕ. Унта юрă-ташă коллективĕсем Липецк, Кострома, Владимир, Свердловск, Ульяновск, Воронеж облаçĕсенчен, Удмурт Республикинчен, Санкт-Петербургран хутшăннă. Чăваш искусствине сцена çинче "Сăвар" тата "Янтал" ансамбльсем кăтартнă.

Подробнее

Камсен икĕ хут хутшăнать?

Кăçал Чăваш Енри 80 çултан иртнĕ 35,6 пин çын пенсине пысăклатса парĕç. Раççей социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ку ĕçе заявленисем йышăнмасăрах йĕркелет. 2026 çул пуçланнăранпа 8 теçетке çул тултарнă 1223 пенсионера çапла тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Ăна çуралнă кун хыççăн тепĕр уйăхшăн пама пуçлĕç. Кăçал ватлăхри страхланă пенси çумне фиксацилекен тỹлев 9584,89

Подробнее

Çутă сăнарĕ нихăçан та сỹнмĕ

Çын урăх тĕнчене куçни - чи пысăк хуйхă. Курнавăш ялĕн старости Василий Алексеевич Ефимов пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни çемйишĕн, тăванĕсемшĕн çеç мар, ял халăхĕшĕн те кĕтмен йывăр çухату пулчĕ. Колхоз саланса кайнă хыççăн тĕксĕм кичемлĕхе путнă ял пурнăçне çутатас, халăха "вăратас" ĕçе хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хурса ырми-канми ĕçлерĕ вăл. Ĕлĕкрех ялти

Подробнее

Çĕр çинчи паллă йĕр

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Алексеев - тавра пĕлỹре чи тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Вулакан ăна малтанах округ хаçачĕн аксакалĕ пулнипе лайăх пĕлет: редакцире корреспондент, яваплă секретарь, тĕп редактор пулса вăл 40 çула яхăн вăй хунă. Калемĕ халĕ те çивĕч-ха унăн - статьясем пичетлесех тăрать. Николай Васильевич

Подробнее

Асатте ятне çỹлте тытатпăр

Манăн ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен кĕнекесемпе кинофильмсем тăрăх кăна пĕлет. Çапах та мăн асатте 1-мĕш, асатте 2-мĕш тĕнче вăрçисенче çапăçни паллă. Пирĕн килте вăл вăхăтри сăн ỹкерчĕксем сахал мар. Çав вăхăтрах аттепе анне асаттен аса илĕвĕсене ытларах та тĕплĕнрех ыйтса пĕлменнине те пытармаççĕ. Мана асаттепе курнăçма тỹр килмен

Подробнее

Питĕр парни

Калав "Пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле" тенĕ пекех, çĕр çинче хĕр-хĕрарăм тени те тĕрлĕрен. Пĕрисем (тен, эсир те асăрханă çакна?) çамрăклăх хăçан та пулсан иртессе, илемлĕх çухаласса, арçынсене пуçне çухаттаракан вăрттăнлăх "кивелессе" аван ăнланаççĕ. Кун пеккисем хĕр-тантăшсем качча тухнине (юратса е çук - пурпĕрех), ача кỹми тĕртсе утнине ăмсанса пăхаççĕ, хăйсем никама кирлĕ

Подробнее