Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 43)

Ĕç сыхлавĕ енĕпе — канашлу

РФ сывлăх сыхлав ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕ ĕç саккунĕнчи улшăнусене пăхса тухас тĕлĕшпе час-часах семинар-канашлу йĕркелет. Черетлĕ канашлу "2026 çулхи ĕç планĕ" актуаллă темăпа иртнĕ. Республикăри медицина организацийĕсен пуçламăш организацийĕсен председателĕсем хутшăннă канашлура ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем кулленхи ыйтусене сỹтсе явнипе пĕрлех пуласлăх валли стратеги хатĕрлессине те мала хунă.

Подробнее

Инкеке лекме те пулать

Паянхи кун интернет темĕн те пĕлме май панисĕр пуçне çынна хăрушлăха кĕртсе ỹкерме те пултарать. Чылай чухне ултавçăсемпе вербовщиксен аллине ачасемпе çамрăксем лекеççĕ. Хальхи вăхăтра ачасем пушă вăхăтне интернетра ларса ирттерме кăмăллаççĕ. Анчах та ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕ телефонпа ларнă чухне мĕн тума юратнипе, кампа хутшăннипе интересленсех тăмалла. Ырă мар шухăшлă çынсем ачасемпе

Подробнее

Инноваци проекчĕпе ĕçлет

Дарья Машинова Чăваш патшалăх университетĕнче информатикăпа шутлав техникин факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Конференцисемпе конкурссене хастар хутшăнать. Вăл - Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Правительствин, ЧПУн Попечительсен канашĕн тата банкăн ятарлă стипендийĕсен лауреачĕ, программăсем хатĕрлес енĕпе 30 ытла ăслăлăх статйин авторĕ. Шупашкарта çуралса ỹснĕ хĕр хальхи технологисемпе тата информатикăпа кăсăкланать, "Кванториум" ача-пăча

Подробнее

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» тивĕçтерет

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Цифрăллă Раççей" проекчĕн хастарĕсем ялта пурăнакансене пралуклă интернетпа тивĕçтерес тĕллевпе заявка пуçтараççĕ. Чăваш Енĕн Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 26 пин çурта хăвăрт ĕçлекен интернет çитĕ. Çак ĕçе цифра тан марлăхне пĕтерме пулăшакан патшалăх программипе килĕшỹллĕн тăвĕç. Специалистсем ĕçе тỹлевсĕрех пурнăçлĕç, кил хуçисен оборудованишĕн кăна тăкакланма тивĕ. Инçетри

Подробнее

«Çемье хаклăхĕсем — Чăваш Енĕн культура эткерĕ»

ятпа Курнавăш ял библиотекинче çемье йăла-йĕркисем урлă культура эткерлĕхне упрас темăна халалласа çĕнĕ кĕнекесен куравĕн презентацийĕ иртнĕ.Библиотека заведующийĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Горшкова мероприятие пухăннисене тăван ен историйĕ, унăн ăс-хакăл çыхăнăвĕ çинчен каласа кăтартнă, çемье хаклăхĕн темине уçса паракан чи интереслĕ кăларăмсемпе паллаштарнă. Çак хайлавсене сỹтсе явнă май

Подробнее

Турă панă шăпана йышăннă хĕрарăм

Ĕмĕр 100 çул теççĕ,Ăна пурне те памаççĕ.Пурăннă кашни кунаТурă парни теççĕ. Тимлĕ вулакан астăвать те пулĕ-ха 2024 çулхи авăн уйăхĕнче "Ĕмĕрĕн чикки инçе мар" ятпа пичетленнĕ статьяна. Елена Матвеевна Мартынова 98 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илни çинчен çырнăччĕ çав çул эпĕ. Халĕ вара Елена Матвеевна 100 çул тултарать. Аса илỹ йĕрĕпе

Подробнее

Встань в ряды «БАРС»

На территории Чувашской Республики создается отряд "БАРС" МОГ (мобильная огневая группа) в целях повышения противовоздушной обороны и комплектуется из резервистов. По этому поводу для получения полной и достоверной информации мы связались с военным комиссаром Комсомольского и Яльчикского районов Альбертом Афанасьевым. - Альберт Федорович, в начале нашего разговора хочется довести до читателя о

Подробнее

«Эпĕ юлма пултараймастăп»

Тĕллев патне çирĕп утакан çын нихăçан та сăмахпа вылянмасть, кирек мĕнле ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Унашкаллисем тимлĕхе, тĕрĕслĕхе, яваплăха мала хунинчен, хăйсен шухăшĕ çине çирĕп тăнинчен тĕлĕнмелли çук. Елчĕкри Антонпа Степан Демьяновсене çар офицерĕ пулма никам та сĕнмен, хистемен - сăваплă профессие алла илме хăйсене мĕн пĕчĕкрен хатĕрленĕ. Паллах, вăй-хал тĕлĕшĕнчен

Подробнее

Хастарлăх чакман

Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисем хăйсен уявне çулсерен паллă тăваççĕ. Кăçалхи мероприяти организаци йĕркеленнĕренпе 81 çул çитнипе çыхăннă. Пирваях ветерансен вырăнти канашĕн ертỹçи Николай Павлов пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, ГСВГ ветеранĕсен республикăри союзĕн председателĕ Андрей Кудряшов тата ыттисем ĕнерхи

Подробнее

Уголовлă ĕç пуçарнă

Чăваш таможнин посчĕн ĕçченĕсене полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата взятка илнĕшĕн айăпланă. 2023 çулхи чỹк уйăхĕнчен пуçласа 2026 çулхи çу уйăхĕччен таможня тытăмĕн 2-мĕш уйрăмĕн ĕçченĕсем, пĕр-пĕринпе калаçса татăлнăскерсем, "MAZDA" автомобильсен докуменчĕсене йĕркеленĕ чухне даннăйсене юри тĕрĕс мар çырнă, тулли комплектацие кăтартман, документсен экспертизине ирттерме çырса паман. Çавна пула транспорт

Подробнее