Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 44)

Вĕренỹ иртнĕ

Чăваш Енре диверсипе разведкăн условлă ушкăнĕн ĕçне чарас тĕлĕшпе ятарлă тактика вĕренĕвĕсем иртнĕ. Вĕсене регионти оперативлă штаб йĕркеленĕ. Вĕренỹсен вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсене пурнăçланă, ведомствăсен пĕрлехи ĕçĕн хăнăхăвĕсене çирĕплетнĕ, оперативлă лару-тăру йывăрлансан усă курмалли вăйсен тата хатĕрсен хатĕрлĕхне кăтартнă. Мероприятие ФСБ, ШĔМ, МЧС, Росгварди управленийĕн, Раççей Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви

Подробнее

Çулталăк пуçланнăранпа

республикăра сим-бокссен 5 операторне тупса палăртнă. Администраторсем тара тытнă хваттерсенче полици ĕçченĕсем Росгварди пулăшнипе 17 çыхăну тĕввине туртса илнĕ. Шупашкарта пурăнакан 33-ри арçыннăн сим-боксĕсемпе тĕп хулара тата Хусанта 10 пин ытла сим-карта çыхăнтарнă. Çак оператора тата преступление хутшăннă ытти çынна Раççей ШĔМĕн ятарлă техника мероприятийĕсен бюровĕн тата Раççей ФСБ Чăваш Енри

Подробнее

Наркотик сутасшăн пулнă

Ленинград облаçĕнче пурăнакан 26 çулти каччă тĕлĕшĕпе Çĕмĕрле район сучĕ айăплав приговорĕ хатĕрленĕ. Ăна ушкăнпа пĕрле пысăк калăпăшпа наркотик сутма хăтланнăшăн айăпланă. Çамрăк çын регионта контактсăр мелпе синтетика наркотикĕсем сарассипе йĕркеленĕ ятарлă ушкăнра тăни палăрнă. Вĕсем вăрттăн вырăнсене закладка хурса çỹренĕ. 2025 çулхи чỹк уйăхĕнче М-12 трассăн Çĕмĕрле округĕ урлă иртекен

Подробнее

Ямăт укçа

Чăваш Республикин Прокуратури банк учрежденийĕсенчен пĕринче ĕçленĕ çын тĕлĕшпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Ăна банк шутĕнчен пысăк калăпăшпа вăрланăшăн, компьютерти информаципе усă курнăшăн, укçа куçармашкăн суя хушу хатĕрленĕшĕн айăплаççĕ. Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, банк ĕçченĕ клиентсенчен пĕрин расчет шутĕнче пысăк сумма пулнине пĕлнĕ. Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл хайхи клиентăн заявленине улăштарса

Подробнее

Аннесем кăна ăнланĕç

Калав Ашшĕшĕн çакă пачах та кĕтмен çĕртен пулчĕ. Çавăнпах-тăр телефон трубкине халь-халь хуçса-ватса пĕтерессĕн çатăрласа тытрĕ вăл. Телефон тепĕр енчи мăнаçлă, никама пăхăнман саслă арçынна аркатма е лăпчăтма пулать тейĕн. - Настьăна чĕн!.. Мана Настя кирлĕ, - çав-çавах кăшкăрашрĕ телефонри арçын ỹсĕр сасăпа. - Кам ыйтать ăна? Эпĕ унăн ашшĕ пулатăп. Эсир вара?

Подробнее

«Чăваш Енри хаваслă çу»

проектпа килĕшỹллĕн Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче "Малалла, Раççей!" флешмоб иртнĕ. Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă уявра пуçтарăннисем мăнаçлану кỹрекен юрă-ташăпа киленнĕ. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă, пултаруллисене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă. Çав шутра - СВО паттăрне те.

Подробнее

Минска — самолетпа

Июнĕн 29-мĕшĕнче Шупашкартан Минска самолетсем вĕçме тытăнĕç. Рейссене "Аэрофлот" авиакомпани пурнăçлĕ. Маршрут Правительство субсидине тивĕçнĕ. Самолетсем Шупашкартан эрнере икĕ хутчен - тунтикун тата кĕçнерникун - 6:15, каялла 2:45 сехетсенче вĕçĕç. Чикĕ урлă каçакансене çакна аса илтереççĕ: Беларуçа кĕмешкĕн виза кирлĕ мар, хамăр çĕршыв паспорчĕ пулни те çителĕклĕ. Ачасем тĕлĕшпе вара кăçалтан

Подробнее

Компенсаци илеççĕ

Чăваш Ен Правительстви çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче террорла тапăнуран шар курнисене пулăшма резерв фондĕнчен 24,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, республикăра пурăнакансем валли 18,2 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕр хутчен паракан пулăшу - 15675 тенкĕ. Пурăнма кирлĕ пурлăха пĕтĕмпех çухатнисене - 156750 тенкĕ, пурлăхăн пĕр пайĕсĕр юлнисене 78375 тенкĕ параççĕ.

Подробнее

Лартса ỹстерĕр — ỹкĕнмĕр

Кабачокпа патиссон лартса ỹстерме сĕнетпĕр. Ỹкĕнмелле пулмĕ: çак çимĕçсем углеводсемпе, витаминсемпе, минерал тăварĕсемпе пуян. Вĕсенчен хатĕрленĕ апатсене организм лайăх йышăнать, çавăнпа та ку пахча çимĕçсене диета çимĕçĕсем теççĕ. Кабачокпа патиссон калипе, шыв нумаййипе, калори сахаллипе уйрăмах паха. Çавна май вĕсенчен хатĕрленĕ апат чĕрепе юн тымарĕсен, пĕвер, хырăмлăх, пỹре, самăрлăх чирĕсемпе, сахăр

Подробнее

Тухăç мĕнрен килнине пĕлетĕр-и?

- Кишĕр начар ỹсет-и? 10 литр шыва пĕр апат кашăкĕ тăвар янă шывпа шăварăр. - Купăстана лĕпĕш тата курăк пыйти тапăнасран йăрансен хушшине укроп, кориандр, сельдерей, бархатцы, календула акмалла. Армути турачĕсене хурса тухни те пулăшать. - Çĕр улмипе помидор йăранĕ хĕррипе кăшман акни вĕсене фитофтороза çĕнтерме пулăшать. - Купăста йăранне тăтăшах кăпкалатмалла, çавна

Подробнее