Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 45)

Кăткăран хăтăлма

Пахчара кăткă ытлашши ĕрчесе кайни пахча тухăçне палăрмаллах чакарать. Кăткă хăй çеç мар, уй пыйтине (тля) ĕрчетме те ăста. Кăткăсем ытларах çеремленнĕ çĕрте пурăнаççĕ. Тăпрана кăпкалатса тăрсан, паллах, вĕсем урăх çĕрелле куçса вырнаçаççĕ. Йăвана ялан çĕмĕрсе тăни кама килĕштĕр? Йывăçсене кăткăран хỹтĕлемешкĕн çăра извеç хутăшĕ пулăшать. Йывăç вуллине тата ун тавралли çĕре

Подробнее

Чăваш Енри

ĕç тăвакан власть органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем право йĕркине тивĕçтерес ыйтусем çине тимлĕн пăхаççĕ. Шалти ĕçсен органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май "Хăрушлăхсăр хула" комплекслă программа пурнăçланать, право йĕркине пăсасран асăрхаттармалли тухăçлă ĕçлекен тытăм йĕркеленнĕ.

Подробнее

Çуртсене юсаççĕ

Чăваш Ен Правительствин паянхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - пилотсăр вĕçекен аппаратсем аркатнă çуртсене юсаса йĕркене кĕртесси, кашни çурта çынсене пурăнма юрăхлă тăвасси. Паянхи кун тĕлне Иван Яковлев проспектĕнчи çурта юсаса пĕтернĕ, çавăн пекех Строительсен урамĕнчине те йĕркене кĕртнĕ. Ленин Комсомолĕн урамĕнчи çуртри 3-мĕш подъездра пурăнакансем те хваттерĕсене таврăннă. Тăваттăмĕш подъезда

Подробнее

Акатуйра — 1-мĕш

Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕнче республика Акатуйĕ иртнĕ. Унăн тĕп илемĕ, паллах, чăваш наци "Кĕрешỹ" спорчĕ. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕксем 1-мĕш вырăна тухса кубока тивĕçсе пĕлтĕрхи çитĕнĕве çирĕплетнĕ, Патăрьелсемпе Шупашкарсем - призерсем. Уйрăм атлетсенчен унта Çĕнĕ Пăвари Давид Крысов (60 килограма çитичченхи виçере), Евгений Абрамов (100 кг) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Вĕсен ялĕн тепĕр

Подробнее

Стратеги — экономика ỹсĕмĕн никĕсĕ

2036 çулчченхи наукăпа технологи аталанăвĕн стратегийĕ Чăваш Енĕн экономика ỹсĕмĕн никĕсĕ пулĕ. Республика Пуçлăхĕн çумĕнчи наукăпа техника канашĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнче пухăннисем пулас стратегин тĕп саманчĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Çитĕс вунă çуллăхра региона аталанма май паракан документа кĕркунне вĕçлеме палăртаççĕ. Ăна наукăпа техника тата экономикăн Аслă канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче пăхса

Подробнее

Проектсемпе ĕçлессинче васкамалла

Июнĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та уйăхсеренхи Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Палăртнă темăсене активпа сỹтсе явма округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов (сăн ỹкерчĕкре сулахайран иккĕмĕш) хутшăнчĕ. "Ниме - халăх бюджечĕ" проект Асăннă ырă проект 2017 çулта старт илнĕ.

Подробнее

Сенаж хатĕрлеççĕ

Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче паянхи кун утă-сенаж хатĕрлес енĕпе хĕрỹ тапхăр пырать. Тĕп тĕллев - вырма ĕçĕсем пуçланиччен выльăх апатне çителĕклĕ хывса хăварасси. "Сатурн" хуçалăхра тунă сăн ỹкерчĕкре Александр Ласточкин, Николай Крысов, Георгий Федоров механизаторсем. Профессие чунтан парăннă çакăн пек тỹрĕ те таса кăмăлпа вăй хуракан ĕçченсем пур чухне кирек хăш

Подробнее

Династие тăсаканĕ

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи кадр программисем, тĕллевлĕ вĕрентỹ тата "Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕ Чăваш Енри больницăсенче хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывĕнче медицинăна аталантарма хатĕр, юратса суйласа илнĕ ĕçне чунтан парăннă специалистсене явăçтарма пулăшаççĕ. Елчĕк районĕн тĕп больницинче тата тепĕр çирĕп медицина династийĕ йĕркеленни савăнтарать. Чылай çул округри çынсен сывлăхĕшĕн Рената Николаевна

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсенче 626 тонна (12 процент) утă, 3744 тонна (10 процент) сенаж хатĕрленĕ. Асăннă ĕçсене 12 хуçалăхра пурнăçлаççĕ. Акционерсен "Прогресс" обществинче 150 гектар (17 процент) кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрленĕ.

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнчи 112-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн инженерĕ Геннадий Семенович ВИКЕНТЬЕВ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл "Професси енĕпе чи лайăххи" ята тивĕçнĕ.

Подробнее