Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 46)

Пысăк чунлă хĕрарăм

Çак çынпа курса калаçсан чунра яланах ырă туйăм çуралать. Пысăк тавра курăмлă, ырă та сăпайлă, çынлăхлă вăл. Унăн кашни сăмахĕ вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ, вĕсенче - тарăн шухăш. Ĕмĕрне педагогика ĕçне халалланăскер пурнăçĕнче миçе ачана тивĕçлĕ воспитанипе ăс-тăн паман-ши? Сăмахăм Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Серафима Александровна Терентьева пирки. Пултарулăхĕшĕн "Чăваш АССРĕн

Подробнее

Республикăна аталантарма пулăшать

"Управлени команди" конкурс вара республикăна аталантармалли шухăшсене çул парать. Кунта хутшăнакансен хăйсен ертсе пырас ăсталăхне кăтартнипе пĕрле региона аталантарма тата халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерме пулăшакан пуçарусемпе те паллаштармалла. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тытăмĕнчи проектсенче обществăн çивĕч ыйтăвĕсем те пулмалла. Кăçалхи конкурс çак темăсене палăртнă: "Экономика тата предпринимательство", "Ĕç тата халăха

Подробнее

Тата тепĕр тупăшу

Кăçалхи июнĕн 28-мĕшĕччен "Вĕрентỹ ĕçĕн чи лайăх практикисен конкурсне" хутшăнса ĕлкĕрме май пур. Ĕçсене кунта пилĕк номинаципе хаклаççĕ. Чи малтанах ĕç тухăçлăхне тата хăйне евĕрлĕхне шута илĕç, вĕрентỹ практики ытти организацисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Чи кирли - проекта хатĕрленĕ чух вĕрентỹ тухăçлăхне тата кăткăслăхне уçса памалла, мĕнле çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнине палăртмалла.

Подробнее

Тирпей-илеме хакласа

Чăваш Енре хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес енĕпе çулсерен йĕркеленекен конкурс старт илнĕ. Кăçал унăн пухмачĕ 765 400 тенкĕпе танлашать. Ку тупăшăва уйрăм хуçалăхсем тата юридици сăпачĕсем, уйрăм предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене ЧР Строительство министерствинче июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Чи лайăххисене пилĕк номинаципе палăртĕç: "Социаллă учрежденисен территорийĕсене симĕслетесси

Подробнее

Депутатран — Тав çырăвĕ

Кашни çын хăйне ĕç вырăнĕнче кăна мар, обществăлла тĕрлĕ мероприятире те кăтартма пултарать. Кипеç ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шупашкарта пурăнакан Елена Кондратьева хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕренỹпе воспитани парассипе çыхăнтарнă. Хулари шкулта вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне, вăл Мускав районĕнчи ачасен пултарулăх çуртĕнче хушма пĕлỹ парассипе те тимленĕ. Вĕренекенсемпе пĕрле Елена

Подробнее

Сталинградпа Ленинградшăн пынă çапăçусем

Патреккел ялĕнчен Смоленскпа Орел патĕнче çапăçнă фронтовиксем çинчен каласа панă хыççăн хальхинче Сталинград тата Ленинград патĕнчи çапăçăва хутшăннисем çинчен калаçăпăр. Мускав патĕнчи çапăçу нимĕçсен "блицкриг планне" вилĕм кỹнĕ, анчах вермахт хăватлă пулса юлнă. 1942 çулхи çулла Гитлер совет-нимĕç фрончĕн кăнтăр флангĕ çине пысăк наступлени тума палăртнă. Тĕллевĕ - Сталинграда - Атăл

Подробнее

Пĕр миллион тенкĕ

Калав Инçе, инçе каятăн, хĕрĕм. Умра малашлăх. Мĕн кĕтет сана унта? Тăван килỹ аякка-аякка юлса пырать. Эсĕ пурнăç çулĕпе тарăнран-тарăна кĕрсе пыратăн. Акă, çитес çĕре çитрĕн. Вĕренме кĕтĕн. Кашни кун пĕрешкел, кĕнекесем, тетрадьсем, лекцисем… Студент пурнăçĕпе пĕрле çамрăклăх та урапа евĕр пĕрмай кусать. "Тăрăшса вĕренмелле, унсăрăн çывхарса килекен экзаменсене тивĕçлипе тытаймăн",

Подробнее

Çемьен тỹпи пысăк

Елчĕкри стадион-плошадкăра Паттăрлăх орденĕн кавалерне Владимир Васильевич Орлова асăнса футбол вăййине юратакансен 3-мĕш турнирне йĕркеленĕ. Ăмăртăва уçма хутшăннисем - округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ Роберт Григорьев, "Улăп" ФОК директорĕ Иван Егоров, паттăрăн амăшĕ Людмила Орлова, пĕрремĕш вĕрентекенĕ Зоя Ефремова спортсменсене саламланă май, çĕршыв хỹтĕлевçин кун-çулĕнчи паллă самантсене ăшшăн аса илнĕ. Турнирта (8х8)

Подробнее

«Елчĕк енĕм пуриншĕн хаклă, кашнинех вăл кĕтет тараватлăн» 

Ĕçченсене чыслани - чи хаваслă самант Елчĕк округĕнче Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй кăçалхипе 68-мĕш хут иртрĕ. Ăна Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалларĕç. Çавна май "Ырсамай" парка илемлетнинче, тематика номерĕсенче тата этнографи палаткисенче… - уявăн кашни самантĕнче пĕрлĕхпе туслăх тĕп тема пулса тăчĕ. Уяв

Подробнее

Автоçул çĕнелчĕ

Июнĕн 9-мĕшĕ Елчĕксемшĕн пысăк пулăмпа палăрса юлчĕ - "Комсомольски-Елчĕк-Пăва" автоçулăн Элекçей Тимеш ялĕнчен пуçласа Тутарстан чикки таран çитерекен сыпăкне уçрĕç. Участок тăршшĕ - 3,8 çухрăм, проект хакĕ 45,8 миллион тенкĕпе танлашать. Çул-йĕре уçассипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Елчĕк

Подробнее