«Управлени команди» конкурс вара республикăна аталантармалли шухăшсене çул парать. Кунта хутшăнакансен хăйсен ертсе пырас ăсталăхне кăтартнипе пĕрле региона аталантарма тата халăхăн пурнăç пахалăхне ỹстерме пулăшакан пуçарусемпе те паллаштармалла. Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тытăмĕнчи проектсенче обществăн çивĕч ыйтăвĕсем те пулмалла. Кăçалхи конкурс çак темăсене палăртнă: «Экономика тата предпринимательство», «Ĕç тата халăха ĕçпе тивĕçтересси», «Ача-пăча канăвĕ тата аталанăвĕ», «Вырăнти хăй тытăмлăх тата унăн процесĕсем», «Ял хуçалăхĕ тата унăн пуянлăхĕ» ресурссем». Конкурса 65 çула çитмен, ертỹçĕ должноçĕнче икĕ çултан кая мар ĕç опычĕ пухнă граждансем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене июнĕн 22-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

