Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 47)

Чан сассийĕ ял çийĕн каймарĕ… Вăхăтлăх

Чан сасси Турă сасси. Ун кĕвви чунсене тасатса пĕтĕм ял таврашне сарăлать. Мăнкунра вара ун сасси чуна тата ытларах тыткăнлать. Кивĕ Эйпеçре пурăнакансем çак янравлăха, Çỹлти Турă паракан хỹтлĕхе çулсерен туяççĕ. Анчах кăçал ялта шăплăх хуçаланчĕ. "Усал хыпарпа çыратăп. Илтрĕр пуль, ирпе чиркỹ çунса кайрĕ. Май тупса паян пулăшма килме

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнчи 106-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "АСК-Яльчики" сахал яваплă обществăри Дмитрий Алексеевич ТРОФИМОВ агроном ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл "Професси енĕпе чи лайăххи" ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Бизнес пирки

2025 çулта пĕчĕк тата вăтам бизнесăн 10 пин ытла предприятийĕ уçăлнă. Пилĕк çул каяллахипе танлаштарсан 2 хут нумайрах. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа - 2 пин ытла. Халĕ ĕçлекен компанисен шучĕ - 51,5 пин ытла. Республикăра пĕтĕмпе 150 пин ытла предприниматель вăй хурать. Бизнеса аталантарма 2019-2025 çулсенче 7 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă.

Подробнее

Пĕлтĕрхинчен ытларах

Çурхи вăрман культурин тапхăрĕнче Чăваш Енри 11 вăрманлăхра 150 гектар хунав лартнă. Ку пĕлтĕрхинчен 23 процент ытларах. Асăннă ĕçе тумашкăн патшалăх пулăшăвĕпе килĕшỹллĕн техника та туяннă. Çак тĕллевпе 2026 çулта 25 миллион тенкĕ уйăрнă, вăрман патрулĕн пĕчĕк 3 комплексне илнĕ, çавăн пекех пушар автоцистерни илсе килме палăртнă. Унсăр пуçне вăрман пушарĕсенчен

Подробнее

Нейросетьрен пытараймăн

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытакансене кăçал тата тимлĕрех сăнаççĕ. Пỹлĕмсенче видео камерăсем çеç мар, нейросеть те пулĕ. Телефон кăларакансене, çырса илекенсене е бланк илсе тухма хăтланакансене тỹрех асăрхать-мĕн. Çакна тỹрĕ эфир кăтартса тăрать. Çĕршывра çакнашкал камера - 134 пин ытла. Нейросеть пĕр вăхăтрах 300 аудиторие сăнаса тăрать, кайран кунне 1 пин класăн

Подробнее

«Сывлăх пуйăсĕ» çỹрет

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Сывлăх патне утăм" çĕнетнĕ проектпа килĕшỹллĕн мобильлĕ "Сывлăх пуйăсĕ" ĕçлеме тытăннă. Асăннă проект икĕ юхăмпа пурнăçланĕ: тухса çỹрекен бригадăсем тата стационарти "Сывлăх пункчĕсем". Кашни эрнерех тĕп клиника бригадисем округ больницисене кайĕç. Июнĕн 1-мĕшĕнче "Ача-пăча тухтăрĕ" проект пуçланнă. Специалистсем пирваях пациентсене Улатăрта йышăннă. Тепĕр виçĕ кунтан

Подробнее

Ырăлăх тымарĕсем

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра чăннипех те ăшă та пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртнĕ. Социаллă ĕçченĕн кунне уявланă май унта харăсах тăватă округри - Патăрьелти, Шăмăршăри, Комсомольскинчи тата Тăвайри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕсен ĕçченĕсем килнĕ. Ку çул çỹрев ĕçлĕ визит кăна мар. Тĕл пулăвăн тĕп тĕллевĕ

Подробнее

БПЛАна хирĕç

Чăваш Енре пилотсăр аппаратсене хирĕç кĕрешекен "БАРС" (боевой армейский резерв страны) подразделени йĕркелĕç. Çакна Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕн Тĕп йĕркелỹпе мобилизаци управленийĕн начальникĕн пĕрремĕш çумĕпе Сергей Побирохин генерал-лейтенантпа тĕл пулнă май палăртнă. Калаçура регионта хăрушсăрлăх тытăмне йĕркелес ыйтăва тишкернĕ, Ку тĕлĕшпе БПЛАпа кĕрешекен уйрăм подразделени туса

Подробнее

«Ăнман» тавар

Тĕлĕнмелле улшăнчĕ пурăнăç. Хăвна кирлĕ кирек мĕнле япалана та унта-кунта кайса шыраса ăшталанасси çук - карас телефонĕпе шăнкăравла та калаçса татăлнă кун, пĕчĕк тавар-и е пысăк строительство материалĕ… кил умне килчĕ те. Юлашки çулсенче халăх "Вайлдберриз" тата "Озон" суту-илỹ тытăмĕсене туртăнни уççăн палăрать. Ара, саккас панă тавар нумай кĕттермест, килĕшмесен ăна

Подробнее

Пулас Мессисем

Самара хулинче футбол вăййине юратакан ачасен Атăл çи турнирĕ иртнĕ. Республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пирĕн ентешсем пурри хăйне кура мăнаçлăх. Елчĕкри "Интер" академи филиалĕн (тренерĕ - Владимир Шашков) футбол клубĕн членĕсем вĕсем: Кирилл Миллинпа Егор Кириллов. Самарăран ачасем "çĕнтерỹçĕ" ятпа килнĕ! Мессисемпе Роналдосем çакăн пек турнирсенчен тухаççĕ те…

Подробнее