Вторник, 27 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 48)

Раççейре — кĕмĕл

Новосибирскра иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен çĕршыври чемпионатĕнчен Чăваш Ен представителĕсем 3 медальпе таврăннă. Йыш пысăк: 43 регионтан 200 ытла атлет вăй виçнĕ. Таяпа Энтри каччи, Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин 68 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Вăл 32 кг кире пуканне 115 хутчен тĕртнĕ. Чемпионатра палăрнисем çывăх вăхăтра

Подробнее

Скутерпа, мопедпа çỹреме права кирлĕ

Мĕнле права кирлĕ? - Двигатель калăпăшĕ 50 куб.см таран е электромоторĕ 0,25-4 кВт таран мопедпа е скутерпа ярăнма М категориллĕ водитель удостоверенийĕ кирлĕ. Ăна 16 çул тултарсан илме пулать. Енчен те сирĕн урăх категори, сăмахран А е В пур пулсан, М категори хушма кирлĕ мар, паллах. Регистраци тата техосмотр кирлĕ-и? - 50 куб.

Подробнее

Инкексĕр ирттĕр

Çу кунĕсем малалла тăсăлаççĕ. Хĕвел хĕртет, пăчă, шыва кĕрес килет. Ачасен савăнăçĕн вĕçĕ çук. Каникул вăхăтĕнче вĕсен асăрханулăхĕ те чакать. Çакнашкал лару-тăрура ашшĕ-амăшĕн тимлĕхе уйрăмах çухатмалла мар. Аса илтересшĕн: çул çитмен ачасен хăйсем тĕллĕн юхан шыв е пĕве-кỹлĕ таврашĕнче пулма юрамасть. Шыва ирĕк панă вырăнсенче çеç кĕмелле. Чăммалла е сикмелле мар,

Подробнее

Ентешсем — тăван тăрăхра

Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хамăр ентешсемпе - тăван тăрăхра кĕске вăхăтлăх отпускра пулнă Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕпе Роберт Баранов генерал-майорпа тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Поповпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçу тăван округа аталантарас, вырăнти пуçарусене тĕпе хурса малашне те килĕшỹре ĕçлес ыйтусем тавра

Подробнее

Борис Головин — 3-мĕш

Кĕçĕн Таяпари хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Борис Головин - округри çăмăл атлетсен тата йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсен нумай хут çĕнтерỹçи. Вăл уйрăммăн тата çемье командипе тупăшса республикăри ялти спорт вăййисенче механизаторсен ăмăртăвĕнче тăтăшах малтисен йышне кĕрет. Нумаях пулмасть Борис Петрович "Професси енĕпе чи лайăххи" конкурсăн регионти тапхăрĕн пĕртен-пĕр "Ял хуçалăх облаçĕнчи механизацин лайăх

Подробнее

Юрă-ташăра пултаруллисем

Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енре - хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн округ центрĕнчи тĕп стадионра ача-пăча пултарулăхĕн "Çăлтăрлă фиеста" фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Икĕ номинаципе "Вокал" тата "Хореографи" - йĕркеленĕ тупăшу тĕрлĕ территори пайĕсенчи çамрăк талантсене пухнă. "Вокал" номинацире тĕрлĕ ỹсĕмре малти вырăна Амелия Крылова, Александра Николаева, Вера Иванова, Есения Сайкина,

Подробнее

Ака çĕнтерỹçисем

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетнĕ, çаксем мала тухнине палăртнă: Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна уй-хир ĕçĕсене 2972 гектар çинче пурнăçланă "Яманчурино" сахал яваплă общество йышăннă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчи 103-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Сергей Зинонович ШЕПИНОВ механизатор ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл "Ака чемпионĕ-2026" ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Уява тивĕçлĕ ирттерер

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Канашлу пуçламăшĕнче округ администрацийĕн ĕç управляющийĕ - йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филимонова ку эрнере иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе паллаштарчĕ. Округăн кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенчи

Подробнее

Ырă кăмăллисене пĕрлештерет

Чăваш Енре "Аслисем - ачасене" ыр кăмăллăх акцийĕ пуçланчĕ. Вăл "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕн тăсăмĕ. Ăна ЧР Вĕрентỹ министерстви, Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ тата Раççей ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕ пĕрле йĕркелеççĕ. Вăл ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Июнĕн 1-мĕшĕнче Елчĕксем акцие хастар хутшăнса ыр кăмăллăх пухмачне хăйсен тỹпине хывнă.

Подробнее