Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Канашлу пуçламăшĕнче округ администрацийĕн ĕç управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Филимонова ку эрнере иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе паллаштарчĕ. Округăн кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенчи бюджетне пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Ирина Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, округ бюджечĕн тупăш пайĕ 235 952,1 пин тенкĕ чухлĕ пурнăçланнă, 2025 çулхи çак тапхăрти шайпа танлаштарсан, 23,3 процент ỹснĕ. Харпăр тупăш 63 128,1 пин тенкĕпе танлашать, 2025 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 3,7 процент ỹснĕ. Тăкаксен пайĕ вара 214 238,6 пин тенкĕпе танлашать (çулталăкри планпа палăртнин 25,6 проценчĕ) е 2025 çулхи çак тапхăрти шайран -116,7 процент).
Çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă ирттернĕ хыççăн çĕр ĕçченĕсемпе производствăра малта пыракансене чысласси ырă йăлара. Июнĕн 6-мĕшĕнче округра иртекен Ĕçпе юрă тата спорт уявне Акатуя хатĕрленсе тивĕçлĕ ирттерес ыйту та тимлĕхре пулчĕ. Вăл 10 сехетре пуçланать. Уявăн пысăк пайне ĕçченсене сумласси, спорт ăмăртăвĕсем тата пысăк концерт программи йышăнаççĕ.
Канашлура тирпей-илем ыйтăвне те çĕклерĕç.
Е.ПЕТРОВА.

