Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытакансене кăçал тата тимлĕрех сăнаççĕ.
Пỹлĕмсенче видео камерăсем çеç мар, нейросеть те пулĕ. Телефон кăларакансене, çырса илекенсене е бланк илсе тухма хăтланакансене тỹрех асăрхать-мĕн. Çакна тỹрĕ эфир кăтартса тăрать. Çĕршывра çакнашкал камера — 134 пин ытла. Нейросеть пĕр вăхăтрах 300 аудиторие сăнаса тăрать, кайран кунне 1 пин класăн архивне тепĕр хутчен тĕрĕслет. Видеосем çитес çулхи мартăн 1-мĕшĕччен упранĕç.

