Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 42)

Таса шывпа тивĕçтерĕç

"Ниме - халăх бюджечĕ" проект вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çынсем хутшăннипе татса пама пулăшать. Тăрăм ялĕнче çак проектпа шывпа тивĕçтерекен тытăмăн шыв пăрăхне юсаççĕ. Ку ĕçе пурнăçлама "Стройэнергосервис" ООО подрядчик хăй çине илнĕ, 5,1 млн тенкĕлĕх контракт тунă. Рабочисем хальхи вăхăтра траншейăсем чавса пăрăх хума хăйăрлă никĕс хатĕрлеççĕ. Проекта пурнăçа кĕртни влаçпа

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх организацийĕсенче 1149 тонна (21 процент) утă, 10081 тонна (27 процент) сенаж хатĕрленĕ. Утă çире "Энтепе" (120 процент), "Комбайн" (83 процент) хуçалăхсем тăрăшуллă. Сенаж хывассинче "Рассвет" ЯХПК малта - 86 процент. "Эмметево" ООО (67 процент), "Прогресс" АО (17 процент) кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлеççĕ.

Подробнее

Çĕр ĕçченне — субсиди

Харпăр хăйĕн хуçалăхне тытса пыракансене субсиди парĕç. Халĕ шăпах хăй çине ĕçлекен çынсенчен заявкăсем йышăнаççĕ. Субсидие мĕн валли параççĕ-ха? Ĕне е пушмак пăру тытмашкăн: пĕр пуçшăн - 7,3-10 пин тенкĕ. Анчах пĕр хуçалăх 200 пин тенкĕрен ытла илеймест. Качака е сурăх усрамашкăн: пĕр пуçшăн - 500 тенкĕ. Пĕр хуçалăха - 12 пин

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи 114-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Яманчурино" сахал яваплă общество тракторисчĕ Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл "Професси енĕпе чи лайăххи" ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Хăрушсăрлăха — тимлĕх

Канаш хулинчи халăха социаллă хỹтлĕх кỹрекен комплекслă центр специалисчĕсем инвалидсене техникăпа тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ. Çак ĕç "Инвалидсене, çав шутра республикăри сусăр ачасене комплекслă реабилитацилемелли тата абилитацилемелли тытăм йĕркелесси" программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Инвалидсем пурăнмалли вырăнти тĕрлĕ электрооборудование ĕçлеттерме хăнăхаççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен тытăнса центра 48 заняти ирттернĕ.

Подробнее

Пирĕнпе кăсăкланаççĕ

Етĕрне хулине кăçалхи пĕрремĕш туристсем май уйăхĕн вĕçĕнче Атăлтан Сăр юхан шывĕ тăрăх "Борис Полевой" пăрахутпа çитнĕ. Хăнасем СССР халăх артисчĕ Николай Мордвинов çуртĕнче, ỹнерпе тавра пĕлỹ тата чăваш хресченĕн Тури Ачак музейĕсенче пулса курнă. Экспонатсемпе кăсăклансах паллашнă, экскурсоводсем каласа панине тимлесех итленĕ.

Подробнее

Импорт мар, Раççейĕн

Республикăра хамăр çĕршывра туса кăларнă пĕрремĕш çыхăну вышкине вырнаçтарĕç. Чăваш Ен çывăх вăхăтрах Тăван çĕршывра хатĕрленĕ телекоммуникаци инфратытăмне хывмалли лапам пулса тăрĕ. Çыхăну операторĕ пирвай Раççейре калăпланă "Иртея" станцие ĕçе кĕртĕ. Çĕнĕ вышка Вăрмар, Тăвай, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç, Комсомольски, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Пăрачкав округĕсенче лартĕç.

Подробнее

Хастарлăхĕ иксĕлми

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче инвалидсен обществин округри уйрăмĕн пухăвĕ иртрĕ. Правленин отчечĕпе унăн председателĕ Людмила Анисимова паллаштарчĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне округра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах граждансен йышĕ - 1582. Çакă пĕлтĕрхинчен 84 çын ытларах. 18 пуçламăш ячейкăран пĕрлĕх канашĕнче 438 çын тăрать. Хальхи вĕренỹ çулне сусăр ачасенчен 52-шĕ те ăнăçлă вĕçленĕ. Вĕсене

Подробнее

Никама та манман…

Çав çулхи ирхине, вырсарникун, хĕвел унчченхиллех хĕрхенмен хăйĕн пайăркисене. Садсенче шăпчăксем юрланă. Вăйăран кĕнĕ яш-кĕрĕм ыйха анчах путнă-ха… 85 çул каялла, июнĕн 22-мĕшĕнче, хăнăхнă ырă пулăмсене сирсе радиопа Юрий Левитан дикторăн хулăн сасси янăраса кайнă - нимĕç фашисчĕсем совет çĕрĕ çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнине пĕлтернĕ. Хурлăхлă çак пулăма асăнса Елчĕкри салтак палăкĕпе

Подробнее

Прокуратура Яльчикского района разъясняет

Наркомания С 1 марта 2026 года вступили в силу нормы Федерального закона от 08.08.2024 №224-ФЗ, которыми уточнена административная ответственность за пропаганду незаконного оборота, потребления наркотиков. Ответственность по статье 6.13 КоАП РФ будет наступать за распространение информации о наркотических средствах, психотропных веществах и об их прекурсорах, о растениях, содержащих наркотические средства или психотропные

Подробнее