Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 41)

Ялăн «чĕрипе чунĕнче» — юсав

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин "Пĕчĕк çĕршывăн культури" тата "Çемье" наци проекчĕсем пулăшнипе клубсем çĕнелеççĕ. Ялти культура çурчĕ. Вăл сценăпа курав залĕ çеç мар, ялăн "чĕрипе чунĕ" те шутланать. Халăхшăн пĕлтерĕшлĕ мероприятисене - уяв, концерт, тĕл пулу, пуху - ирттермелли вырăн та. Çынсем кунта кулленхи ĕçрен канма, пĕр-пĕринпе калаçма килеççĕ. Шăпах клубра ырă

Подробнее

Ырă мар шăрша мĕн пĕтерет?

- Сыра илемлĕ те çỹхе касмашкăн шăл тасатмалли ятарлă çиппе усă курма юрать. - Сыра теркăланă чухне вăл ан çыпăçтăр тесен теркăна тип çу сĕрмелле е ăна малтан морозильникра тытмалла. - Укроп-петрушкăна хĕл валли морозильникра ятарласа пăр тумалли формăсенче шăнтма юрать. Ун пек меллĕ - пĕрер порци пулать. - Вĕрекен шыври какая вилкăпа

Подробнее

Служба Тăрăмра иртĕ

Питрав кунĕ - июлĕн 12-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ Тăрăм чиркĕвне Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий тата Канаш тата Беловолжски епископĕ Стефан килеççĕ, округри мĕнпур чиркỹсен пачăшкисемпе кунта служба ирттереççĕ.

Подробнее

Хăш им-çама кăмăллаççĕ?

Лайăх тухăç илес тесен хăш ỹсен-тăран мĕнле им-çам юратнине пĕлсе тăмалла. Тутлă кăшман, кукуруза, ревень - кали им-çамне ытларах кăмăллаççĕ. Пăрçа, фасоль, кишĕр, пăрăç, хĕрлĕ кăшман, помидор ăнса пулччăр тесен магни им-çамĕ туянма ан ỹркенĕр. Тĕслĕ кăпуста, выльăх кăшманĕ, брокколи йышши купăста - молибден тата бор хушнă им-çама питĕ кăмăллаççĕ.

Подробнее

Туя турачĕ пулăшать

Чечек çыххи нумайлăха хитре лартăр тесен мĕн тумалла-ха? Чечеке туяннă хыççăн хăвăртрах шыв янă савăта лартмалла. Çеçкен ĕмĕрне вăрăмлатас тесен ăна ăшăран сивве тăрук илсе тухмалла мар, е сивĕрен ăшша çийĕнчех илсе кĕмелле мар. Чечек çыххине сивĕ çанталăк тăнă тапхăрта туяннă тăк пỹрте илсе кĕме васкамалла мар. Вăл малтан чылай сивĕрех

Подробнее

Ĕçпе хисеплĕ сан яту, пархатарлă санăн кун-çулу!

Пирĕн анне, Антонина Васильевна Миллина, июлĕн 5-мĕшĕнче 100 çул тултарать. Вăл 1926 çулта Ĕнел ялĕнчи Николаевсен çемйинче кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăлах иртмен унăн. Мĕн пĕчĕкрен колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Маларах амăшĕ çумĕнче ĕçлесе çỹренĕ, тулă, сĕлĕ анисене çумланă, пучах пуçтарнă. Каярах 10-12 çулхи хĕр ача "Пахарь" колхоз бригадинче звеновод пулса

Подробнее

Республика кунне паллă тунă

Яланхи пекех Республика кунне уявламалли тĕп вырăн Шупашкарти Хĕрлĕ площадь пулса тăнă. Унта çĕршыври "Раççей çăлкуçĕсем" фестивалĕн гала-концерчĕ, "Русь мастеровая" декоративлă-прикладнăй искусство ăстисен конкурсĕн çĕнтерỹçисене чыслани иртнĕ. Чăваш Ен яланах пĕрлехи шăпапа пĕрлешнĕ тĕрлĕ наци çыннисем пурăнакан, ырă ĕçсем тăвакан территори пулса тăнă, халĕ те çаплах. Ку пирĕн арканми тĕрев, вăй.

Подробнее

Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулĕ

Акционерсен "Прогресс" обществинче мăйракаллă шултăра выльăхсен йышĕ ытти хуçалăхпа танлаштарсан ытларах та, çавăнпа утă-курăкне те нумай хатĕрлеме тивет. "Хĕл хырăмĕ пысăк" теççĕ, "прогрессем" выльăх апачĕ хатĕрлес кампание кашни çулах пысăк яваплăхпа йĕркелеççĕ. Кăçал планпа пăхнă тăрăх 320 тонна утă, 7630 тонна сенаж хатĕрлемелле пулсан, иккĕмĕшне ĕнерхи кун тĕлне 1000 тонна (13

Подробнее

Шанăç кỹреççĕ

Вырсарникун медицина ĕçченĕсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă тунă. Елчĕкри тĕп больницăра çак ятпа вырăнти сывлăх хуралçисене округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов саламланă, хастаррисене Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă. Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ туртăм кăна мар, профессионализм та, яваплăх та, чун-чĕрен вĕçĕмсĕр ăшши те. Шурă халатлисем кашни

Подробнее

«Елчĕк ене» çырăнса ĕлкĕртĕн-и, вулаканăм?

2026 çулхи иккĕмĕш çур çула хаçат çырăнтармалли кампани вĕçленсе пырать. Çавна май вулакансене тăван "Елчĕк ен" хаçата 6 уйăхшăн çырăнса юлма ыйтатпăр. Округ хаçатне альтернативлă майпа - редакцирен, НФЦран, автовокзал территорийĕнчи Анатолий Краснов предпринимателĕн, Надежда Герасимован "Для Вас" лавккисенче илсе тăрас тесен 450 тенкĕпе çырăнма май пур. Почта урлă 6

Подробнее