Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туя турачĕ пулăшать

Туя турачĕ пулăшать

Чечек çыххи нумайлăха хитре лартăр тесен мĕн тумалла-ха?

Чечеке туяннă хыççăн хăвăртрах шыв янă савăта лартмалла. Çеçкен ĕмĕрне вăрăмлатас тесен ăна ăшăран сивве тăрук илсе тухмалла мар, е сивĕрен ăшша çийĕнчех илсе кĕмелле мар. Чечек çыххине сивĕ çанталăк тăнă тапхăрта туяннă тăк пỹрте илсе кĕме васкамалла мар. Вăл малтан чылай сивĕрех тамбурта темиçе минут лартăр. Чечеке вазăна лартиччен чалăшла касмалла. Туни мĕн чухлĕ пысăкрах çавăн чухлĕ ытларах татмалла. Кунсăр пуçне аялти çулçисенчен — типнисенчен те, чĕррисенчен те — хăтăлмалла. Шыв айĕнче вĕсем хăвăртрах çĕреççĕ.

Кашни чечекшĕн пускил «тĕрĕс» пулни пĕлтерĕшлĕ. Нарциссемпе лилисене, гвоздикăсемпе кĕл чечексене, лантăшсемпе тюльпансене пĕр савăта лартмалла мар. Хĕрлĕ кĕл чечексемпе, лантăшсемпе тата рододендронсемпе нумай ỹсен-тăран пускиллĕ пулма килĕштермест. Çав вăхăтрах туя турачĕ кирек епле чечек çыххине те «вăрăм ĕмĕрлĕ» тума пултарать. Çавăн пекех савăтри шыва пĕр чĕптĕм сахăр яни кĕл чечексене, тюльпансене тата гвоздикăсене нумайрах ларма пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code