Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Эпĕ юлма пултараймастăп»

«Эпĕ юлма пултараймастăп»

Тĕллев патне çирĕп утакан çын нихăçан та сăмахпа вылянмасть, кирек мĕнле ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Унашкаллисем тимлĕхе, тĕрĕслĕхе, яваплăха мала хунинчен, хăйсен шухăшĕ çине çирĕп тăнинчен тĕлĕнмелли çук.

Елчĕкри Антонпа Степан Демьяновсене çар офицерĕ пулма никам та сĕнмен, хистемен — сăваплă профессие алла илме хăйсене мĕн пĕчĕкрен хатĕрленĕ. Паллах, вăй-хал тĕлĕшĕнчен пиçĕхессинче ашшĕн — Виктор Петровичăн витĕмĕ пулнах ĕнтĕ. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта физкультура учителĕнче ĕçлекенскер хăйĕн ачисенчен çирĕпрех те ыйтнă-тăр. Хăех вăл тĕслĕх вырăнĕнче: йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ, РСФСР шайĕнчи ăмăрту çĕнтерỹçи, çĕршыв чемпионачĕн призерĕ.

Антон, вăтам пĕлỹ илсен, ачаранхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ — Мускаври пĕтĕмĕшле çар командирĕсене хатĕрлекен училище курсанчĕ пулса тăнă. Вĕренĕвĕн 4 çулĕнче те Çĕнтерỹ парадне хутшăннă вăл, икĕ медале тивĕçнĕ. 2021 çулта ентеше Чечен Республикинче вырнаçнă 58-мĕш армин мотострелоксен взвочĕн командирне çирĕплетнĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан малтанхи кунсенчех Запорожье направленийĕнче çапăçусене хутшăннă. Аманнă. Подразделение тăшман вут-хĕмĕнчен пĕлсе, ăнăçлă илсе тухнăшăн ăна Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Халĕ Антон Демьянов аслă лейтенант службăна РФ Оборона министерствин Генеральнăй штабĕнче малалла тăсать.

Степан, тетĕшĕ офицер тумне пуçласа тăхăннă çулхине, çав вĕренỹ заведенинех вĕренме кĕрет. «Çĕнĕ» пурнăç уншăн йывăрах та пулман пулĕ. Вăтам пĕлỹ илни çинчен калакан аттестатра виçĕ «4» кăна пулнин, хăйне тĕрлĕ енчен аталантарнин никĕсĕ ку. Физкультура тата «Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ» предметсен олимпиадисен муниципаллă тапхăрĕн призерĕ, волонтер, «Юнармия» юхăмăн членĕ, ГТОн ылтăн значкисчĕ, «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен çулсеренхи участникĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Раççей ДОСААФĕн «Отличный стрелок» знакне тивĕçни те ыт ахальтен мар.

Спорт Степаншăн — пурте! Çăмăл атлетика, футбол, хоккей, баскетбол, сĕтел çи теннис, акватлон … Пĕтĕм енĕпе тетĕшĕпе танлашас килнĕ унăн, хăшĕ-пĕринпе ирттернĕ те. Йывăр атлетика енĕпе вăл 1-мĕш разряд нормативне пурнăçланă. Ку спорт тĕсĕнче тата мини-футбол турнирĕсенче çĕнсе илнĕ кубоксем вунна яхăн упранаççĕ паян.

Училищĕне вĕренме кĕрсен тĕрлĕ енлĕ аталаннă çамрăка регбистсен пĕрлештернĕ командине илеççĕ. Турнирсенче палăрса «Чи лайăх вăйăçă» ята та тивĕçнĕ вăл. Халĕ вĕренỹ заведенийĕнче «Регби-7» Кубока ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене хунă офицерсене асăнса та ирттереççĕ. Пулас офицер çарпа приклад спорчĕн нумай енлĕ кĕрешĕвĕн Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăни те пысăк çитĕнỹ.

Биографипе, характеристикăпа паллашатăн та, Степанăн пултарулăхĕн чикки çук тейĕн. Шкул çулĕсенче вăл Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи ачасен «Сириус» театр студине çỹренĕ. 2013 çулта коллектив республикăри конкурсра Лидия Саринен «Наян мулкач» пьесипе II степень диплома тивĕçнĕ, Степан вара «Чи лайăх эпизод ролĕ» номинацире çĕнтернĕ.

Амăшĕ, Марина Владимировна, пурнăçне культура ĕçĕпе çыхăнтарнă та, ывăлĕ айккинчче тăма пултарнă-и ĕнтĕ? Тепĕр тĕслĕхре те куратпăр çакна: Степан 2017 çулта искусство шкулĕнчи «гитара» класĕнчен вĕренсе тухнă.

…2019 çулхи декабрь уйăхĕнче Виктор Петрович 11-мĕш класри ывăлĕпе Мускава, Антон вĕренекен училищĕне «Уçă алăксен кунне» хутшăнма, каяççĕ. Нумай çĕннине курнă вĕсем унта. Каялла килнĕ чухне ывăлĕ çирĕппĕн çапла пĕлтерет: «Атте, эпĕ çак училищĕне вĕренме кĕретĕп, офицер пулатăп». Ашшĕ хирĕç нимĕн те чĕнмен, унăн йышăнăвне куçĕсенчен пăхсах ăнланнă вăл.
Çур çултан, акă, Степан — Ногин полигонĕнче. Август уйăхĕнче пĕтĕм тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса курсантсен йышне кĕнĕ. Вăл нихăçан та ỹпкелешмен, йывăрлăхсем умĕнче пуçне усман. Антон СВОра чухне унпа çыхăну татăлать. Училищĕре вăл вилни çинчен хыпар та тухать. Степан çакăн пирки ашшĕне пĕлтерет. Арçынсем (амăшне каламан) мĕн туйнă-ши çавăн чухне? Телее, темиçе кунтан аманнăскере тылри госпитале ăсатни паллă пулать.

Степан Демьянов училищĕре икĕ хутчен, направленипе службăна малалла Хĕвел тухăç фронтĕнче — Хабаровск крайĕнчи Бикин хулинче тăснă май пĕр хутчен Çĕнтерỹ парадне хутшăнать. Çĕнĕ вырăна куçиччен 10-мĕш рота курсанчĕсем Украинăпа чикĕллĕ Белгород облаçĕнче уйăхлăх стажировкăра пулнă, «Çар операцине хутшăнакана» медальпе чысланă.

— Çавăн чухне шутларăм: СВОна ăна та ярĕç, — шухăшне малалла уçать Виктор Петрович. — «Хăрушă мар-и унта?» — тесе ыйтсан: «Пире лайăх хатĕрленĕ. Вилĕмрен хăрамастăп эпĕ», — терĕ. Мана вара ывăлшăн чăннипех шиклентерчĕ.

Çирĕп ыйтакан командир пулнă Степан. Ăна хисепленĕ, юратнă. Хăйне пăхăнса тăракансене вăл та юратнă. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупнă: çар чаçĕн командишĕн футбол вăййин 2 турнирĕнче выляма ĕлкĕрнĕ. А.Л.Потешкина асăнса ирттернинче чи лайăх выляканăн призне те тивĕçнĕ.

2024 çулхине, çулла, çамрăк офицер хăйне СВОна яма рапорт çырать. Снайпер ротин 1-мĕш снайпер взвочĕн командирĕ вăл. Бикинра пĕрле пурăннă юлташĕ ку утăма тума тăхтама та сĕннĕ. «Эпĕ юлма пултараймастăп. Эпир çар çыннисем вĕт», — пулнă унăн пĕтĕмлетỹллĕ хуравĕ. Донецка çитсен вăл унта куçни çинчен тетĕшне пĕлтерет, ашшĕ-амăшне — пĕр сăмах та.

— Ывăлăмăр кашни кунах СМС яратчĕ, ун пек чухне чунра та лăпкăрахчĕ, — тет ашшĕ, — пĕрер кун сиктеркелени пулнă-ха… Юлашкинчен хыпар çук та çук. Командирĕ патне çыртăм. Вулани паллă, анчах хирĕç хуравламарĕ. Вăл вара йывăр хыпара Антона пĕлтернĕ.

Степан Демьянов гварди лейтенанчĕ 2024 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче Угледар направленийĕнчи Водяное ялĕ çывăхĕнчи çапăçура паттăрла пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Иртнĕ çулхи февраль уйăхĕнче вăл вĕреннĕ шкулта Герой парттине уçрĕç, ăна асăнса мини-футбол турнирне, регион шайĕнче «Тайма пуç сана, Раççей салтакĕ!» патриотла юрăсен фестиваль-конкурсне йĕркелеççĕ. Вăл вара çаплах 21 çулта…

Амăшĕ: «Ывăлăм çуккине шанмастăп эпĕ… Халь-халь, акă, шăнкăравлассăн е çырассăн туйăнать… Е кам та пулин вăл чĕрĕ иккенне пĕлтерĕ… Ăна каллех курас, ыталас шанчăкпа пурăнатăп».

Ентешсене савса калатăп:
«Эсир мана çук, çухатман!
Эп сирĕнпе пĕрлех пурнатăп, —
Эсир мана манман пулсан…

Николай МАЛЫШКИН.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code