Вторник, 24 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 62)

Алла-аллăн тытăнса…

Шав малалла кусать пурнăç урапи. Унăн çулĕ çинче савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те тĕл пулать. Тĕрлĕ чăрмава пĕрлĕхре - мăшăрлă икĕ чун талпăнăвĕпе, килĕшĕвĕпе, ăнланулăхĕпе çеç çĕнтерме пулать. Округра нумай çул ырă тĕслĕхпе пурăнакан çемьесем сахаллăн мар. ЗАГС пайĕ вара вĕсене чыслассине яланах мала хурать. Хальхинче хисепе икĕ çемье тивĕçнĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕнчи

Подробнее

Тимлĕх уйăрасси — тĕп вырăнта

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2023 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн "Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем" фонд йĕркеленĕ. Асăннă фонд филиалĕсем кашни регионтах пур. Чăваш Енре вăл тĕп хулари Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта СВО ветеранĕсен ыйтăвĕсене "Пĕр чỹрече" мелĕпе татса параççĕ.

Подробнее

Чăваш артисчĕсем — ВДНХра

Хальхи вăхăтра Мускаври ВДНХра "Раççей" курав малалла ĕçлет. "Чувашия благодарит" ("Чăваш Ен тав тăвать") ят панă республика экспозицине. Чăвашсем унта ытти пуянлăхăмăрпа пĕрле "Тухья" арт-объект илсе кайнă. Хĕрсем пуçа тăхăннă арт-объект çỹллĕшĕ - 6 метр. Ăна алăпа ăсталанă, вăл 217 çутă элементĕнчен тăрать. Экспозицире мĕн пулса иртнине кура çутă тĕсĕ ылмашать. Çак

Подробнее

Çемье çулталăкĕ пулĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулта çĕршывра Çемье çулталăкĕ ирттересси çинчен калакан Указа алă пуснă. Кашни çулах Президент, общество конкретлă тема çине тимлĕх уйăртăр тесе, пĕр тематика çулталăкне палăртать. Сăмахран, 2007 çул - Вырăс чĕлхи çулталăкĕ, 2008 çул - Çемье çулталăкĕ пулнăччĕ. Малаллахи çулсене Çамрăксен, Учитель, Раççей космонавтикин, Раççей историйĕн, Тăван

Подробнее

Пĕрлĕхре — вăй

Хĕл кунĕceм çитрĕç. Ноябрь вĕçĕ те пире сивĕceмпе тĕpĕcлерĕ. Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене сивĕсенче уйрăмах çăмăл мар. Вĕcене пулăшасcи округра малаллах пырать. Кашни ял çынни харсăр ку ĕçре. Укçа-тенкĕпе те, ăшă тум тата çарта куллен кирлĕ япаласем пуçтарса та пулăшаççĕ. Окоп çуртисем ăсталать халăх, маскировка сеткисем çыхать. Салтаксене пулăшас тĕллевпе çак

Подробнее

Уявра савăнтăмăр

Ватă е сусăр çынна мĕн кирлĕ? Тимлĕх, канлĕх, хăтлăх пултăр. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче чăннипех ырлăхра пурăнатпăр эпир. Антонина Осипова заведующи тăрăшнипе час-час уявсем йĕркелеççĕ, ялти шкул тата культура çурчĕн коллективĕсем шефа ил-нĕрен, юрă-кĕвĕ ытамне те лекетпĕр. Хальхинче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн, хăнара "Елчĕк ен"

Подробнее

Тулли кăмăлпа

Пурнăç шăпи камăн мĕнлерех вĕт: пĕри çут тĕнченех сусăр килет, тепри çамрăкла сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшать, виççĕмĕшĕ ватлăх çулĕсенче йывăрланать. Хăшĕ-пĕри çапла инвалид пулса тăрать пулин те, кашниех вĕсем - обществăн уйрăлми пайĕ. Хăйсен вăй-халлă тапхăрĕнче производствăра е ытти сферăра тăрăшса ят-сума тивĕçнисем те сахал мар вĕсен хушшинче. Сывлăхĕ хавшасан та алă

Подробнее

Çамрăксен черетлĕ пухăвĕ

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Ыт ахальтен мар, паллах. Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламентне шăпах çак шкул директорĕ Диана Турхан ертсе пырать. Мĕн калăн, шкул сăн-сăпачĕ тул енчен те, шал енчен те илемлĕ. Çулсерен мар, уйăхсерен тенĕ пек çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртес тесе тăрăшаççĕ кунта. Хальхинче

Подробнее

Çĕнĕ ĕç графикĕпе

Чăваш Республикин пĕтĕм прокуратура тытăмĕ кăçалхи ноябрĕн 27-мĕшĕнчен çĕнĕ ĕç графикĕ çине куçнă. Çав шутра Елчĕк районĕн прокуратури те урăх йĕркепе ĕçлеме пуçланă. Тунтикунтан пуçласа кĕçнерникунччен, малтанхи пекех, ĕç вăхăчĕ 9 сехетре пуçланать те 18 сехетре вĕçленет. Эрнекун вара - 9 сехетрен тытăнса 16 сехет те 45 минутчен. Апат вăхăчĕ: 13.00

Подробнее

Вăрçă хĕрарăм ĕçĕ мар пулсан та…

Пысăках мар Тỹскел ялĕ. Анчах та Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан 150 ытла çын алла хĕç-пăшал тытнă. Вĕсенчен 70 ентешĕн ачисемпе арăмĕсем тăлăха тăрса юлнă. Вăрçăра хĕрарăмсем те пысăк паттăрлăх кăтартнă. Терентий Ермолаев, Сергей Петров, Леонтий Шашков çемйисенчен тăватшар-пилĕкшер çын вăрçа тухса кайнă. Арçынсемпе танах хĕрсем те паттăрлăх кăтартнă - хăйсен ирĕкĕпе

Подробнее