Среда, 25 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 66)

Аграрисем палăртнине пурнăçланă

Республикăри аграрисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата продукцие ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра вăй хуракансен кунне паллă тунă. Унта пирĕн округран та сумлă делегаци хутшăннă. Савăнăçлă уявра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аграрисен 2023 çулхи 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçал республикипе илсен 970 пин

Подробнее

Тĕп тивĕç — халăха лăпкăлăхпа тивĕçтересси

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн эпир ШĔМĕн "Комсомольский" уйрăмĕн муниципалитетсен хушшинчи Елчĕкри полици пайĕн начальникĕпе Илнур Минигалиевпа курнăçрăмăр, кăçалхи 10 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетме ыйтрăмăр. Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене пурнăçласах тăраççĕ. Ĕç коллективĕсемпе, халăхпа

Подробнее

Ял сăн-сăпачĕ улшăнать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă указĕ - "Пуçару бюджечĕ" вăя кĕнĕренпе Лаш Таяпа территори пайĕнче чылай ĕç пурнăçланчĕ. Нимелле, пысăк йышпа пуçтарăнса ĕçлеме ялсенче çăмăл мар халĕ. Асăннă программăпа вара темĕн те тума пулать. Йывăрлăхĕ пур, паллах: патшалăхран укçине илес тесен пĕр пайне халăхран

Подробнее

Ачашлăх сăпкинче ỹсмен

Кирек мĕнле ĕç тĕплĕхе, васкаварлăха юратать. Шăрчăк пек вырăнтан вырăна сикнĕ пек ĕç вырăнĕсене улăштарнинче нимĕн пултти те çук. Чун-чĕрепе, кăмăл-туйăмпа суйласа илнĕ ĕçе хăвăн хастарлăхупа çĕклентерсе пынинчен пахи мĕн пултăр. Тăрăм ялĕнче пурăнакан Валентина Баймушкина çитес çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 84 çул тултарать. Апла пулин те çамрăк чухнехи илĕртỹлĕхĕ çухалман-ха

Подробнее

Тарават, ăш пиллĕ хĕрарăм

Елчĕк тăрăхне ĕçлеме килнĕ çулсенче, пĕр тытăмра тăрăшнă май, Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи библиотека заведующийĕпе Зинаида Портновăпа паллашма тỹр килчĕ. Паянхи кунччен çапла пĕр ĕç туса пурăнатпăр. Зинаида Петровна ĕçчен те сăпайлă çемьере, вăрçă хыççăнхи йывăр тапхăрта, 1948 çулхи чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Анна Григорьевнăпа Петр Леонтьевич Леонтьевсен çемйинче çуралнă. Чи кĕçĕнни.

Подробнее

Пысăк чунлă зоотехник

Пурнăç пысăк чунлă, ырă çынсем пуртан илемлĕ. Вĕсемпе курса калаçнă хыççăн чунра яланах çутă хĕлхем çуралать, хавхалану туйăмĕ чĕрене çупăрлать. Çак кунсенче Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕпе, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕпе Галина Барановăпа курса калаçма тỹр килчĕ. Хăйĕн пурнăçĕ, ĕçленĕ вăхăчĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр эпир унран: - Эпĕ, Галина

Подробнее

Çĕр ĕçченĕ, тайма пуç сана!

Ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен округри уявĕ ытти çулсенчи пекех асра юлмалла иртрĕ. Çак кун "Победа" ООО никĕсĕ çинче 220 пуç пăру вырнаçмалли çĕнĕ йышши витепе кормоцех хута кайни, пушшех, уяв пĕлтерĕшне тата ỹстернĕн туйăнчĕ. …"Победа" ОООра ферма çурчĕсем тăтăшах çĕнелеççĕ. Кунта 4 çул каялла та, кĕр мăнтăрĕпе иртекен

Подробнее

«Пирĕн истори»

Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене асăнмалли кун Куславкка округĕнчи Куснар ялĕ çывăхĕнчи "Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене…" мемориал комлексĕнче музей уçăлнă тата митинг-реквием пулнă. ЦИТАТАОлег НИКОЛАЕВ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - Чăваш халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхне çулталăк çурă тишкертĕмĕр. Пухнă информаци тĕлĕнтерчĕ, мăнаçлантарчĕ, çунатлантарчĕ. Архиври документсемпе тата материалсемпе усă

Подробнее

Çĕнĕ Пăвасем хутшăнаççĕ

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пуçарнипе Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа шкулти театрсен "Асам" фестивалĕ пыни пирки пĕлетпĕр ĕнтĕ. Вăл кăçал çуркунне пуçланнă. Округри тапхăрта çак фестивальте Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пĕлỹ илекенсем çĕнтернĕччĕ. Шăмалак, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа шкулĕсенче пĕлỹ илекенсем призлă вырăнсене йышăннă. Паян фестивалĕн юлашки тапхăрĕ

Подробнее

Çу кунĕ хĕле тăрантарать

Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен округри уявĕ умĕн округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Сергей Волковпа тĕл пулнипе усă курса унран çак куншăн пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ пулса тăма тивĕçлĕ хăш-пĕр ыйтусем çине хурав пама ыйтрăмăр. - Чи малтанах çакна аса илсе хăварас килет:

Подробнее