Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 675)

Çирĕп тăмалла

Районти санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта пухăннисем вĕренỹ учрежденийĕсенчи эпидемиологи лару-тăрăвне сỹтсе явнă. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхăн тивĕçĕсене пурнăçлакан, комисси ертỹçи Леонард Левый ертсе пынă. Леонард Васильевич республикăра, çав шутра пирĕн районта та, больница тулашĕнчи пневмони анлă сарăлни çинчен чарăнса тăчĕ. Уйрăмах Елчĕк шкулĕнчи ачасем йышлăн

Подробнее

Ỹпке шыççи

Больница тулашĕнчи ỹпке шыççи (пневмони) сасартăк пуçланакан чир. Вăл сывлăш çулĕсен вăйлă аталаннă инфекци чирĕ шутланать. Юлашки икĕ çулта асăннă чирпе аптăракансен йышĕ ỹссе пыни палăрать. Хальхи вăхăтра районта ỹпке шыççипе чирленĕ 144 тĕслĕхе тупса палăртнă, пĕлтĕр ку тапхăрта 116 çын чирленĕ. Инфекци сывлăш çулĕсен чирĕпе чирленĕ çынсенчен ерет. Чирлĕ çын

Подробнее

Юрлас ăсталăхне ỹстерет

Елчĕкри искусство шкулĕнче ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ỹстерме мĕнпур майсем çителĕклĕ. Аслă Елчĕк шкулĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Маша Адюкова уроксем хыççăн кунта вокал уйрăмĕнче юрлас ăсталăхне ỹстерет. Ольга Архипова преподаватель вĕрентнипе сцена çинче пĕрремĕш утăмсем тума пуçăннă та. Шупашкарта Пĕтĕм Чăваш акатуйĕнче, Елчĕк ялĕн уявĕнче вăл "Эпĕ телейлĕ" юрăпа тыткăнларĕ.

Подробнее

Елчĕкри ГЭС: вăхăт тата çынсем

Çуллахи ăшă каç. Кĕçĕн Пăла шывĕн çыранĕ хĕрринче тăнă май çырмари шыв хĕвел çутипе йăлтăртатса илни темĕнле асамлă çутă пек туйăнса каять. Шыв вакă чулсем çийĕн шăнкăртатса юхса сасă кăларнă май иртнĕ çулсенче ку вырăнта Елчĕк ГЭСĕ пулни аса килет. Вăхăт хистенĕрен иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пирĕн тăрăхри ял çынни те

Подробнее

Çирĕп çемьере телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ

Иртнĕ эрнекун Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетнĕ. Конкурсăн малтанхи тапхăрĕ районсенче иртнĕ, "Çулталăкри чи лайăх çемье" номинацире 28 çемье çĕнтернĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем хутшăннă. - Çирĕп çемье кашни çыншăнах пурнăçра чи пысăк

Подробнее

Чи лайăх специалист

Елена Львова аслă специалист Раççей Пенси фончĕн Елчĕкри уйрăмĕнче 13 çул тăрăшать. Çак кунсенче Елена Ивановна Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çулсерен йĕркелекен професси ăсталăхне палăртакан "Лучший специалист" конкурса хутшăнма тивĕç пулнă. Асăннă конкурсра вăл пенси саккунĕсемпе çыхăннă ыйтусене лайăх пĕлнипе палăрнă. Ăста ĕçчене çынсем ырă кăмăлне тата ĕçри тăрăшулăхне

Подробнее

Бюджета çирĕплетнĕ

Ĕнер Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă. Пухăва район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи И.Васильева ертсе пынă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 11 ыйтăва пăхса тухнă. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем Елчĕк районĕн

Подробнее

Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа кĕтсе илер

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи ыйтусене татса парасси пирки сăмах пуçарчĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - район территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ пирки пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Александр Сайкин тухса калаçрĕ. Вăл Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче

Подробнее

Спектакльсен фестивалĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче юлашки вăхăтра лартнă спектакльсен фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие театра йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Вăл театрăн пĕрремĕш ĕçĕпе - Александр Островский пьеси тăрăх лартнă "Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн" спектакльпе уçăлнă. Ун умĕн сцена çинче театрăн илемлĕх ертỹçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев,

Подробнее

Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!

"Медицина - манăн чун юратнă ĕç" проектпа килĕшỹллĕн, республикăра "Тавах, тухтăр! Тавах, медсестра!" ятпа акци пырать. Çавна май кашни çыннăн медицина ĕçченĕсене тав тума май пур. Çапла тăвас тесен граждансем поликлиникăпа стационарсенче вырнаçтарнă ятарлă ешчĕксене тав çырăвĕсем хăварма е ырă сăмахсене medicina@cap.ru электронлă адреспа ярса пама пултараççĕ.

Подробнее