Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 15)

Сĕт нумайрах сăвакансене — ытларах пулăшу

ЧР Ял хуçалăх министерстви сĕт туса илме тата ăратлă выльăх усрама аграрисем валли 550 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Субсидисен 4 тĕсне уйăрмалли конкурс суйлавĕ пуçланнă ĕнтĕ. Агропромышленность комплексне тата ялсен территорийĕсене аталантарма бюджетран 2025 çулта уйăракан укçа 4,55 миллиард тенкĕпе танлашмалла, çулталăк каялла малтан уйăрма палăртнинчен 32,5 процент ытларах. Техника тата оборудовани

Подробнее

Пĕрлехи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Елчĕк территори пайĕпе Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕр кунра пулса иртнĕ çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетекен икĕ пухăва та хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Валерий Падуев председательпе Марина Катюкова тĕп бухгалтер, Эдуард Волков тĕп агроном тата ытти специалистсем çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетнĕ май кăтартусем çинче чарăнса тăнă, кооператив правленийĕн

Подробнее

Тупăшлă çулталăк

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен отчетпа суйлав пухăвĕн ĕçне пĕтĕмлетме муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă. 30 çул каялла йĕркеленнĕ "Комбайн" ЯХПК округри ăнăçлă аталанакан хуçалăх шутланать. Экономика кăтартăвĕсем çулран-çул ăнăçлă çирĕпленсе пыракан ял хуçалăх предприятийĕн техника паркĕ усă курма кирлĕ таран техникăпа пуянлансах пырать, производствăра

Подробнее

Тыр-пул тухăçĕ — хамăр алăра

Тухăçлă тыр-пул алла илесси паха вăрлăхпа тата минераллă удобренисемпе шайлашуллă усă курнинчен килнине тĕпе хурса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кашни çул май пур таран çĕнĕ вăрлăхсем туянаççĕ, минераллă удобренисене те малтанах хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ 2025 çулхи çур акинче усă курма чи лайăх вăрлăхсене туянма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕрĕсех, вăрлăхпа

Подробнее

Хăмла — тупăш çăл куçĕ

Республикăра хăмла лаптăкĕсене ỹстересси хальхи вăхăтри патшалăхăн тĕллевлĕ программи пулса тăчĕ. Пурнăçăм шăпах хамăр ялта хăмла ĕрчетессипе çыхăннăран çак ыйту маншăн питех те кăсăклă.1930 çулта Кушкă ялĕнче те "КИМ" колхоз йĕркеленнĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен хăйсен лашисемпе ĕнисене те колхоза пама тивнĕ. Çак йывăрлăхсемсĕр пуçне, май уйăхĕнче ялта пушар тухса 29

Подробнее

Ят-сума тивĕçнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе наградăласси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне Гурий Федорова "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденпа наградăланă. Саламлатпăр, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр!

Подробнее

Паха вăрлăхпа усă курни пĕлтерĕшлĕ

Çĕр-аннемĕр вăхăтлăха каннă тапхăрта çĕр ĕçченĕшĕн пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетмелли тата малашлăх тĕллевсене палăртмалли меллĕ самант халĕ шăпах. "Раççей ял хуçалăх центрĕн" Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕнчен - Олег Карсаковран вара тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинчи тĕп вăрттăнлăхсене уçса пама ыйтрăмăр. Специалистăн ытти канаш-сĕнĕвĕсем те тыр-пул ăстисене кулленхи ĕçре усă кỹме

Подробнее

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем мĕнле?

Черетлĕ çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем анчах тăрса юлчĕç. Çавна май отчетлă тапхăрти - 11 уйăхри кăтартусем тăрăх округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе 2024 çулта мĕнле ĕçленине маларах хак пама пулать. Кăçалхи 11 уйăхра пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 22101,3 тонна (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 236,6 тонна ытларах

Подробнее

Ĕçчен çемье

Яманчỹрел ялĕнче пурăнакан Волковсем пирки ял çыннисем пурте вĕсем ĕçчен çемье пулнине çирĕплетсех калама пултарĕç. Кил хуçи - Александр Николаевич тăван хуçалăхра нумай çул зоотехникра, осеменаторта, ветеринарта тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ят-сума тивĕçнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне ертсе пынă çак çынран сĕтпе аш-какай продукцийĕсене туса илессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси те, паллах, нумай килнĕ. Александр

Подробнее

Аталану программинче — 5 проект

Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви регионăн аталану программине 5 мегапроект кĕртме сĕннĕ. "Хăмла ĕрчетесси" проект шайĕнче пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, хуçалăхсене техника енĕпе çĕнетессипе, çĕр пулăхне, селекци тата вăрлăх енĕсене тимлĕх уйăрассипе ĕçлесшĕн. Патшалăх тата инвестици пулăшăвĕсене кура отрасльти ỹсен-тăран производствине, элита йышши вăрлăхсемпе çĕнетме палăртнă. Хăмла ĕрчетес ĕçе

Подробнее