Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 14)

Округ уй-хирĕсенче

Апрелĕн 7-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене 4580 гектар (92 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 4423 гектар (52 процент) минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Кĕрхи культурăсен 681 гектарне (14 процент), нумай çул ỹсекен курăксен 7140 гектарне (84 процент), кĕрхи çĕртмен 8959 гектарне (35 процент) сỹреленĕ. "Яманчурино" ОООпа "Комбайн" ЯХПКра

Подробнее

Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ ỹстĕр

Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăçа алла илесси нумай сăлтавран килет. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - тăпра пулăхлăхĕ. Вăрлăха çĕр айне хывса хăварнă хыççăн ăна ỹссе аталанма нумай микроэлемент кирлĕ. Хире тислĕк, минераллă удобренисем хывни тăпрана кирлĕ япаласемпе пуянлатма пулăшать. Ỹсен-тăрана ỹссе аталанма тĕрлĕ чир-чĕр, сиенлĕ хурт-кăпшанкă, çум курăк та чăрмав кỹреççĕ.

Подробнее

Çĕнĕ вăрлăхсемпе саппасланнă

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене черетлĕ çур акире усă курма пурĕ 3990 тонна вăрлăх кирлĕ. Ăна вара вĕсем саппаспа - 5290 тонна (132 процент) хатĕрленĕ. Çав шутран 520 тонни - çĕнĕ вăрлăхсем. Çĕнĕ вăрлăхсем туянасси çине "Яманчурино" ООО уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Кăçал кунта супер элита тата элита репродукцири

Подробнее

Ĕçе кал-кал йĕркеленĕ

Темиçе çултанпах хăватлă ял хуçалăх техникипе анлăн усă куракан "Победа" ОООра вĕсене черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама та тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Çакна кура кунта палăртнă ĕçсем малтанхи кунсенчен пуçласах кал-кал йĕркеленсе пыраççĕ. Рамиль Самигуллинпа Леонид Сусметов тата Сергей Елисеев вара черетлĕ çур акире уй-хире чи малтан ура ярса пусакансем пулнине çирĕплетсех

Подробнее

Округ уй-хирĕсенче

Апрелĕн 4-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕр тыррисене 4580 гектар (92 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 4403 гектар (52 процент) минераллă удобренипе апатлантарнă. Нумай çул ỹсекен курăксен 4229 гектарне (50 процент), кĕрхи çĕртме лаптăкне 1957 гектар (8 процент) сỹреленĕ. "Яманчурино" ОООра 150 гектар çинчи кĕрхи культурăсен лаптăкĕнче нỹрĕк

Подробнее

Ял хуçалăх отраслĕн çул-йĕрĕ уçăмлă

Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн, Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Аслă экономика канашĕн, премьер-министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларура республика аграрийĕсен 2024 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă. Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программин "АГРО ПРО ДВИЖЕНИЕ" отрасль

Подробнее

Кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче кирек хăш ĕçе те вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласси йăлара. Çакна асра тытса хуçалăхра хальхинче те уй-хирте чи малтан пурнăçламалли ĕçе - кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарассине чи кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Виктор Цыганов тĕп агроном палăртнă тăрăх, виçĕ кун çурă хушшинчи тапхăрта çĕрлехи

Подробнее

Техника тĕрĕслевĕ пуçланнă

Патшалăх техника асăрхавĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Владимир Мекшеев пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 28-мĕшĕнчен пуçласа мĕн пур йышши техника харпăрлăхçисем усă куракан хăйсем тĕллĕн çỹрекен машинисене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларас ĕç пуçланать. Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче техника тĕрĕслевне хатĕрленсе ял хуçалăх техникине хĕл тăршшĕпех юсаса йĕркене кĕртессипе тимленĕ. Çĕнĕ техника

Подробнее

Уй-хире тухма хатĕрленеççĕ

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче уй-хирти ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх техникине малтанах тĕплĕн хатĕрлес йăла иртнĕ çулсенченех çирĕп йĕркене кĕнĕ. Кăçал çуркунне ир килнĕ май хуçалăхра çак ĕçсене тата маларах пурнăçлама тытăннă. Иртсе çỹрекенсем машинăпа трактор паркĕнче чылайранпах хĕрỹ ĕç шавĕ тăнине асăрханă ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма

Подробнее

Камăн витри туллирех?

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче сăвăнакан ĕнесен хисепĕ, иккĕмĕш - мартăн 12-мĕшĕнче кашни ĕнерен сĕт сунă, виççĕмĕш - иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ỹснĕ (+), чакнă (-), (килогрампа).

Подробнее