Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа

Кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кирек хăш ĕçе те вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласси йăлара.

Çакна асра тытса хуçалăхра хальхинче те уй-хирте чи малтан пурнăçламалли ĕçе — кĕр тыррисемпе нумай çул ỹсекен курăксене минераллă удобренипе апатлантарассине чи кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Виктор Цыганов тĕп агроном палăртнă тăрăх, виçĕ кун çурă хушшинчи тапхăрта çĕрлехи вăхăтра анасем çинче шăнтнипе усă курса пурĕ 516 гектар çинче минераллă удобренипе апатлантарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама Анатолий Багадеровпа Владимир Иванов тата Вячеслав Мясников виççĕшех ĕлкĕрнĕ. Анатолий Багадеров удобрени сапнă çĕрте усă куракан «Туман-3» йышши техникăна тухăçлă ĕçлеттернĕ. Владимир Ивановпа Вячеслав Мясников удобрени турттарнă çĕрте тăрăшнă.

Кăçал çуркунне ир килесси малтанах паллă пулнă. Çакна шута илсе механизаторсем те уй-хире тухакан техникăна маларах хатĕрлеме тытăннă.

Мартăн 27-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕрхи культурăсене 3433 гектар (69 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 2842 гектар (33 процент) минераллă удобренипе апатлантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code